Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Куславккара ака-суха вӗҫленнине уявланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.06.2014 16:23 | 1611 хут пӑхнӑ
Республикӑра Куславккасем — Акатуйра
Куславккасем — Акатуйра

Ӗнер Куславкка районӗн халӑхӗ Атӑл хӗррине пухӑннӑ. Ахальтен мар. Вӗсем ака-суха вӗҫленнине палӑртнӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, сивӗ тӑни темех мар — куславккасем Акатуя савӑнӑҫлӑн уявланӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем лапамра чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Хӑнасем ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ «картишсене» кӑсӑкланса сананӑ, алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗпе паллашнӑ. «Картиш» хуҫисем хӑнасене чӑваш сӑрипе, кукӑльпе, ытти ҫимӗҫпе хӑналанӑ.

Ҫак кун Куславккара икӗ теплоход чарӑннӑ, унти ҫынсем район уявне курса киленнӗ. Уяв пуҫламӑшӗнче А.Манюкова ҫамрӑк юрӑҫ Ҫӗр гимнне шӑрантарнӑ. Унтан сцена ҫине район ертӳлӗхӗ тата хӑнасем тухнӑ. Акатуя районтан ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхран та хӑнасем ҫитнӗ. Акатуя Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб уҫнӑ. Сцена ҫинче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене чысланӑ. «Атӑл» физкультура комплексӗн преподавательне В.Конюкова «ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Чи лайӑх механизаторсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене, ҫӗр ӗҫченӗсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Н.Афанасьева хуҫалӑхне аталантармашкӑн 1 миллион та 68 пин тенкӗлӗх грант панӑ. Ӗҫри ҫитӗнӳсене кура тата район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Куславкка районӗн Хисеп грамотипе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Акатуй Раҫҫей кунӗпе пӗр килнӗрен куславккасем «Раҫҫей гимнне юрлатпӑр» акцие хутшӑннӑ. Велочупу, скутерсен парачӗ Куславкка хулин урамӗсенче иртнӗ. Наци кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ йӑлапа килӗшӳллӗн такана тивӗҫнӗ. Акатуйра спортӑн ытти тӗсӗнче те ӑмӑртнӑ.

Сӑнсем (135)

#Акатуй, #Куславкка районӗ, #хӑнасем, #Куславкка, #уявсем, #кӗрешӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем