Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пуканесемпе шӑпӑрлансене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.04.2016 22:20 | 2534 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӑваш наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ.

Чыслакансен йышӗнче Михайловкӑри тӗп шкул директорӗ, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ЧНК Президиум пайташӗ Геронтий Никифоров, Наци радиовӗн ӗҫтешӗ Олег Прокопьев, Наци радиовӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен пай редакторӗ Алина Герасимова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗпчевҫи Ирина Софронова, ача-пӑча хайлавӗсен ҫыравҫи, «Капкӑн» журналӑн тӗп редакторӗ Николай Ишентей, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников пулчӗҫ. Вӗсем конкурс пирки кӗскен каласа пачӗҫ, хаклав ӗҫӗ епле иртни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Тӗслӗхрен, Владимир Андреев ҫак конкурс мӗнле ҫурални пирки каласа пачӗ.

Мероприятие пухӑннӑ ачасем конкурсра каланӑ сӑвӑсене каласа пачӗҫ. Аслисем те вӗсенчен юлмарӗҫ — темиҫе юрӑ та юрласа пачӗҫ. Чыслав вӑхӑтӗнчи тӑхтавсенче пухӑннисене «Ҫиларман» ушкӑнӗн хастарӗ Александр Никифоров тӗрлӗ фокуссемпе савӑнтарчӗ.

Чыслав вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗрле тӑрса пӗрлехи сӑн ӳкерӗнчӗҫ.

Аса илтеретпӗр, «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, «Шкул ТВ» видеоканал, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттернӗ. Видеосӑвӑсен конкурсне пурӗ 800 ытла ӗҫ йышӑннӑ, вӑл 7 номинаципе иртнӗ. Мала тухнисен йышне эпир унччен пӗлтернӗччӗ.

#чыславсем, #конкурссем, #Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш, #ачасем, #наци вулавӑшӗ, #чӑвашлӑх, #культура

 

Сӑнсем (66)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем