Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.
Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.
2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ ку мероприятие хальхинче район 80 ҫул тултарнине халалланӑ.
Фестивале район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Васильев уҫнӑ. Юрӑ-кӗвӗ уявне пухӑннисене вӑл 17-мӗш хут иртекен мероприятие хутшӑнакан поэтсемпе композиторсене «район культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» тав тунӑ май малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Кӑҫалхи фестивальте 8 композиторпа 13 поэт юрри янӑранӑ. Вӗсен пултарулӑхне Красноармейскинчи ӳнер шкулӗн пуҫлӑхӗ Ирина михайлова, Чӑваш Республикин музыка обществин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Смирнова, Нестер Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗн районти ертӳҫи Георгий Ефимов хакланӑ.
Сӑнсем (22)
ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш композиторӗсем пирки тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗринче Совет Союзӗнчи композиторсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр пайне 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисене кӗртнӗ. Кӗнеке авторӗ — ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Любовь Бушуева. Вӑл ӑна республикӑри пӗрремӗш музыковедӑн Юрий Илюхинӑн кӗнеки тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑ. Илюхинӑн кӗнеки профессионал мусӑкҫӑсемшӗн юратнӑ кӑларӑм пулнӑ.
Любовь Бушуева Илюхинӑн кӗнекине ҫӗнетсе кӑларма шутланӑ. Вӑл — сайра тӗл пулакан кӑларӑм, республикӑра унпа танлашаканни ҫук та. Ҫапла палӑртать Любовь Бушуева.
Чӑваш Енри мусӑкҫӑсем Бушуевӑн кӗнекине кӑмӑлланӑ. Унта республикӑри композиторсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн пӗлме май пуррине палӑртнӑ.
Чӑваш Ен мусӑкҫи Алексей Айхи Раҫҫейри сумлӑ «Ника» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «Фильм валли ҫырнӑ чи лайӑх кӗвӗ» номинацире чи лайӑххи пулса тӑнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
Кинематографи премийӗ ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Чӑваш композиторӗ Алексей Айхи Александр Коттӑн «Испытание» фильмӗ валли кӗвӗ ҫырнӑ.
«Чи лайӑх фильм» номинацире вара Алексей Германӑн «Трудно быть Богом» фильмӗ ҫӗнтернӗ.
Алексей Айхи «Ника» премие 2003 тата 2013 ҫулсенче те илнине палӑртмалла. Вӑл ӑна ун чухне «Любовник» тата «Орда» фильм валли кӗвӗ ҫырнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Алексей Айхи «Золотой овен», «Золотой орел», «Белый слон» премисене тата «Кинотавр» кинофестивальте М.Таривердиева ячӗллӗ премисене те илнине палӑртмалла.
Етӗрне район хаҫачӗ 85 ҫул тултарнӑ. Юбилее хаҫатҫӑсем паян, акан 3-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Шӑп та лӑп 85 ҫул каялла хаҫат «Пирӗ юлташ» ятпа кун ҫути курнӑ. Кайран, самана хистенипе те пулӗ, ӑна «Колхозник юлташӗ» теме тытӑннӑ. Хаҫатӑн тиражӗ 1 пин пулнӑ. Пӗрремӗш редактор пулса Я. Ильин тӑрӑшнӑ.
Ҫул иртнӗҫемӗн ячӗ тата ылмашнӑ-ха. «Большевик» та пулса пӑхнӑ, «Коммунист» та, «Ӗҫ ялавӗ» те. Юлашкинчен асӑннипе вӑл 1962 ҫултанпа паянчченех пичетленет.
Ячӗ кирек епле пулсан та пичет кӑларӑмӗн тӗллевӗ — район пурнӑҫне ҫутатасси. Хаҫатӑн хальхи редакторӗ Светлана Трилинская кашни номере кӑсӑклӑ тума тӑрӑшнине ӗнентерет.
Етӑрне район хаҫачӗ хӑй вӑй панӑ ятсемпе те мӑнаҫланать. Чӑн та, каярах республикӑра ят-сум илнӗ журналистсем малтанласа унта вӑй хунине палӑртмалла. Вӗсен хушшинче «Советская Чувашия» хаҫата тӗп редактор пулса чылай ҫул ертсе пынӑ А. Соловьев, В. Романов фотожурналист, В. Железнов журналист ячӗсемех мӗне тӑраҫҫӗ.
Сӑнсем (24)
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «Янташ» ушкӑнӗн хӑйӗн черетлӗ концертне йыхравлать. Вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пулмалла, 18 сехет ҫурӑра пуҫланмалла.
Анатолийпе Надежда Никитинсем каласа панӑ тӑрӑх концерт программинче эсир унччен илтнӗ-пӗлнӗ юрӑсемпе пӗрлех ҫӗннисем те пулӗҫ.
Трактор тӑвакансен культура керменне 5, 8, 12, 15, 20, 23, 26 автобуссемпе; 1, 8, 15, 18 троллейбуссемпе тата маршруткӑсемпе ҫитме пулать. Кермен Эгер бульварӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур. Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
1959 ҫулта Улатӑрти культура ҫурчӗ пултарулӑх ушкӑнӗсен конкурсне ирттернӗ. Унта вырӑс халӑх театрне суйланӑ. Штатра режиссерпа ӳнерҫӗ ҫеҫ пулнӑ. Театрӑн ҫулталӑкне нумай актлӑ виҫӗ спектакльтен кая мар хатӗрлемелле пулнӑ. Уйӑхра 4 хутран кая мар спектакль кӑтартма тивнӗ.
Иван Краснов, Александр Харабуга, Калганов, Наталья Терещенко, В. Ниваров, Владимир Макаров, Николай Осовин — кусем режиссерсем. Театр Пӗтӗм Раҫҫейри куравсенче I степень дипломсене тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе килӗштерсе ӗҫленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче театр ҫӗнӗрен ҫуралнӑ тейӗн. Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнӑ ятпа «Одна берёза знает...», «До свидания, мальчики!» постановкӑсем лартнӑ.
1994 ҫулта театр Пӗтӗм Раҫҫейри вырӑс театрӗсен фестивалӗнче пулнӑ. 2011 ҫулта драма театрне «Халӑх коллективӗ» ят панӑ.
Кӑҫал Улатӑрти халӑх драма театрӗ 55 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав кун, пушӑн 29-мӗшӗнче, коллектив А.Островскин «Женитьба Бальзаминова» спектакль лартнӑ.
Чӑваш Енре «Константин Иванова вулатпӑр!» пӗтӗм тӗнчери акци иртет. Унта хутшӑнакансем чӑвашсен паллӑ поэчӗн хайлавӗсене сасӑпа вулӗҫ.
Ӗнер, пушӑн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикинче Раҫҫейри ҫулталӑкне тата Чӑвашри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа ҫу уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчери акци пуласси паллӑ пулнӑ.
Акцие халӑха чӑваш поэчӗн культура еткерлӗхӗпе ҫывӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 11 сехетре пурте пӗрле Константин Ивановӑн хайлавӗсене сасӑпа вулӗҫ. Унта общество организацийӗсене, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене, ҫынсене хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Акцие хутшӑнас текенсен www.mayak.cheb.ru/read_k_ivanov.asp сайтра регистрациленмелле. Кашнинех дипломсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе чыслӗҫ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче чи илемлӗ чӑваш пикине палӑртнӑ. Кӑҫал унта 11-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.
Пикесем конкурсра хӑйсемпе паллаштарнӑ хыҫҫӑн тавракурӑмне тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе те тӗлӗнтерме пултарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ, ташланӑ, юрланӑ.
Тепӗр конкурсра пикесем чӑвашсен наци ҫимӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Хӗрсем сӑра вӗретсе, пӳремеч, хуплу, шаркку, кукӑль пӗҫерсе килнӗ. Унтан вӗсем илемлӗ тумсем тӑхӑнса тухнӑ.
Кӑҫал «Сӗнтӗрвӑрри пики» ята Шуршӑл тӑрӑхӗнчи Анна Атласова ҫӗнсе илнӗ. Урхас Кушкӑ тӑрӑхӗнчи Александра Трофимова «Вице чӑваш пики» пулнӑ.
Сӗнтӗрпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Ирина Васильевӑна куракансем кӑмӑлланӑ. Чӑнкасси тӑрӑхӗнчи Диана Кузнецова «Ӑс пике», Аксаринри Кира Казакова тата Кукашнири Жанна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑнӑ.
Шӗнерпуҫ тӑрӑхӗнчи Кристина Иванова «Чи илӗртӳллӗ пике», Карапашри Анна Енцова «Чи маттур пике», Ӗсмелти (Октябрьскинчи) Алена Портнова тата Хуракассинчи Ангелина Данилова «Чи пултаруллӑ пике», Атӑлҫи ял тӑрӑхӗнчи Надежда Сергеева «Чи кӑмӑллӑ пике» номинацисенче ҫӗнтернӗ.
Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑн наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫин Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисене пахаланӑ.
«Раҫҫей тава тивӗҫлӗ учителӗ, вӑтӑр ҫул ытла ачасене пӗлӳ парас ӗҫре тимлекен Елчӗк пики тӑван халӑха, чӗлхене, культурӑна пӗтӗм пурнӑҫне парать тесе каламалла», — тет ун пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.
Любовь Федорова 1994-мӗш ҫултанпа Раҫҫей писателӗсен союзӗнче тӑрать иккен.
«Анне пехилӗ», «Утакана — ҫил хирӗҫ» кӗнекесене хак пама вулавӑша авторӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенсем, культурӑра ӗҫлекенсем пуҫтарӑннӑ. Тухса калаҫакансем ҫыравҫӑн калавӗсемпе сӑввисенче, поэмисенче тӑван халӑха, ҫӗршыва, ҫутҫанталӑка юратни уҫҫӑн палӑрнине асӑнса хӑварнӑ.
Ҫыравҫа хавхалантарса унӑн ӗҫтешӗсем Лидия Сарине, Нина Пӑрчӑкан, ентешӗ Петр Сидоров, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциаци ертӳҫисенче пӗри Зоя Нестерова тата ыттисем те ырӑ сӑмах каланӑ, ҫапла ялан хастар пулма суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |