Чӑваш Енри шкулта вӗренекен Мая Егорова «Баллада о маленьком сердце» мюзиклта тӗп сӑнара вылӗ. Премьера Мускавра ҫӗртме уйӑхӗнче пулӗ. Пирӗн ентеш суйлав тапхӑрӗсем витӗр тухса ҫӗр-ҫӗр ачаран малта пулма пултарнӑ.
Мая Мускавра иртнӗ «Ылтӑн нота» конкурсра Лара Фабиан репертуарӗнчи Адажио Альбиноние выляни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Жюрире пулнӑ Иосиф Кобзон, Олег Газманов, Алексей Кортнев, Николай Агутин пултаруллӑ ачана тӳрех асӑрханӑ. Музыкӑпа цирк театрӗн элчисем вара ӑна «Баллада о маленьком сердце» ҫӗнӗ мюзикл кастингне йыхравланӑ. Мая Егорова икӗ суйлав витӗр тухнӑ, ҫапла ӑна тӗп роле выляма шаннӑ.
Мюзикл ачасем пирки. Вӗсем ача ҫуртӗнче пурӑнаҫҫӗ. Майӑн сцена ҫинче 10 сехет 10 ытла юрӑ шӑрантарма тивӗ. Репетици кашни кун пырать.
Мая халӗ Турцире иртекен тӗрӗк чӗлхиллӗ халӑхсен вокал конкурсне те хутшӑнма хатӗрленет.
Мая 12 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл чылай ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл тӗрлӗ конкурсра гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Тӑвай районӗнчи Тушкилти драма кружокӗн членӗсем пӗринче савӑнӑҫлӑ каҫ ирттернӗ. Программӑна Елена Тюдюкина «А я все летала», «За четыре моря», «Цунами» юрӑсемпе уҫнӑ.
Клуб заведующийӗ Н. Георгиева хӑйсен кулленхи ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Унтан вырӑнтисем А. Чабановӑн «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» камитне кӑтартнӑ. Курма халӑх нумай пухӑннӑ. Вылякансем чӑн-чӑн артистсенчен пӗрре те кая мар тесе хакланӑ ентешӗсене ял ҫыннисем.
О. Максимовапа Л. Григорьева Анук инкен качча кайнӑ, хулара пурӑнакан хӗрӗсен Мариҫпе Таиҫ сӑнарӗсене ӑста калӑпланӑ. Н. Цыгановапа А. Васильев каччӑпа хӗр сӑнарӗсемпе пурнӑҫри чи илемлӗ юратӑва кӑтартса пама пултарнӑ.
Куракансем кӑмӑллӑ юлни тӑвӑллӑн алӑ ҫупнинченех курӑнчӗ тесе пӗлтерет асӑннӑ районти «Ял ӗҫченӗ» хаҫат.
Пӑрачкав районӗ кӑҫал культурӑллӑ территори пулса тӑнӑ. Ҫак ята тивӗҫессишӗн вӑл «Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи культура территорийӗ» конкурса хутшӑннӑ.
Ӑмӑртура ҫӗнтереймесен лӑпланас тесе: «Чи кирли — хутшӑнни», — теҫҫӗ те, пӑрачкавсем ун пек шухӑшламан курӑнать, ҫӗнтерес тесех тупӑшнӑ.
Культура территорине палӑртмалли конкурсра Пӑрачкав районӗ маларах та ҫӗнтерсе курнӑ-ха. Ку вӑл 2008 ҫулта пулнӑ. Халӗ акӑ — черетлӗ ҫитӗнӳ. Ҫӗнтерӳҫӗ-районӑн лӑпланса ларма иртерех-ха. Унӑн Культура пулӑмӗсен марафонне йӗркелеме тивӗ. Мероприятире инноваци проекчӗсене хӑтлаттармалла. Культура пулӑмӗсен марафонӗ кӗркунне иртмелле тесе хыпарлать асӑннӑ район администрацийӗ республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче.
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ «Константин Ивановӑн тӑван тӑрӑхӗнчи юрӑсем» ятлӑ концерт лартасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна, паллах, чӑваш классикӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
ЧР культура министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альбина Алексеева та мероприятие килнӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ май К.Ивановӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ чӑваш халӑхӗн культурине аталантарас, упрас тӗлӗшпе чылай ӗҫ тӑвать. Альбина Алексеева ҫакнашкал пысӑк ӗҫшӗн министерствӑн хисеп хутне балетӑн пысӑк категориллӗ артистне Наталья Веренцовӑна тата ансамбль водительне Владимир Леонтьева панӑ.
Уяв программи питӗ пуян пулнӑ. Куракансем кӑмаллӑ юлнӑ.
Кӑҫал республикӑра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май унӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ картинӑсен куравӗ уҫӑлать.
РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче уҫӑлӗ. Экспозицире К.Ивановӑн поэми тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсем пулӗҫ.
Праски Витти «Нарспи» поэмӑна килӗштерет, ӑна хӑйӗн пултарулӑхӗнче ҫутатать. Уншӑн вӑл — ырӑпа тата усалпа, телейпе тата хурлӑхпа, юратупа тата курайманлӑхпа тулнӑ хайлав.
Куравра ӳнерҫӗн 87 ӗҫӗ пулӗ. Вӑл вӗсене тушьпе, гуашьпе, ҫупа, вӗри эмальпе хатӗрленӗ.
Праски Витти унччен пӗтӗм Раҫҫей, тӗнче шайӗнчи куравсене хутшӑннине те палӑртмалла. Унӑн ӗҫӗсене Венгрире, Германире, Испанире, Францире, Хорватире, АПШра, Японире, Турцире, Индире курнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Культура программисен республикӑри дирекцийӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр шӑпине татса парӗ. Ӑна вӑл тара парасшӑн. Кинотеатр ҫуртне тара илекене палӑртмалли аукциона ҫитес уйӑхӑн 5-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Аукциона хутшӑнса кинотеатра тара илес шухӑшлисен заявкӑна акан 30-мӗшӗччен парса ӗлкӗрмелле. Кино кӑтартакан ҫуртпа пӗрлех вӑл вырнаҫнӑ ҫӗр та ҫӗнӗ хуҫана куҫӗ.
Ҫуртӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ — 3208,5 тӑваткал метр. Ҫулталӑклӑха тара илес текенӗн 1,1 миллион тенкӗ кӑларса хумалла. Анчах ку вӑл — татӑклӑ хак мар-ха. Ку вӑл — аукционӑн пуҫламӑш хакӗ кӑна. Кам ытларах сӗнет, ҫавӑ выляса илӗ. Ҫуртӑн ҫӗнӗ хуҫин кинотеатра культурӑпа кану центрӗ евӗр усӑ курмалла, кино та унӑн кӑтартма пӑрахмалла мар.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи Малти Ункӑпуҫ ялӗнче пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра чылай ҫӗрте клубсем хупӑннӑ чухне вӗсем патӗнче ҫӗнни ҫӗкленсе ларнӑ.
Ҫӗнӗ клуб уяв ирттермелли уҫланкӑра вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫӗнӗскер 80 вырӑнлӑ пулӗ. Унта, паллах, сцена та, артистсен пӳлӗмӗ те пур.
Вячеслав Семенов бригадир клуб сваисене пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче лартнине пӗлтернӗ. Халӗ мачча, урай сармалла, алӑксем лартмалла-мӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗп строительство ӗҫӗсене тепӗр эрнерен вӗҫлесшӗн.
Ялти ҫӗнӗ клубпа юнашарах — ҫуллахи сцена, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа лартнӑ палӑк, спорт лапамӗ.
Малтиункӑпуҫсем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ ҫӗкленнине ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ.
Сӑнсем (7)
Чӑн-чӑн ӑстасен пултарулӑхне хаклама пӗлекенсемшӗн ӗнер Чӑваш Енри концерт учрежденийӗсенчен пӗринче чӑннипех те сумлӑ ӑстасем пулнӑ. Ку вӑл — СССР халӑх артисчӗ Иосиф Кобзон. Совет тата Раҫҫей эстрадин мэтрӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнинен халалласа концертпа ҫӳрет иккен. Шупашкарта вӑл Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухнӑ.
Ӗнер 19 сехетре пуҫланнӑ концертра Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли те пулнӑ. Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин профессор ертсе пыракан ушкӑн СССР халӑх артисчӗпе пӗрле куракан патне темиҫе хайлав ҫитернӗ.
Концертчен Иосиф Кобзонпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫни пирки эпир пӗлтертӗмӗр ӗнтӗ. Юрӑҫ А.Г. Николаев летчик-коммонавтӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлти мемориал комплексне те ҫитсе килнӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта СССР халӑх артисчӗпе, РФ Патшалӑх Думин культура енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗпе Иосиф Кобзонпа тӗл пулнӑ.
Элтеперпе юрӑҫ культурӑпа спорт аталанӑвне сӳтсе явни пирки хыпарлать ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. «Ҫав енсем — сывӑ обществӑна йӗркелекеннисем. Культурӑллӑ, вӗреннӗ, ҫынна юратакан ҫын терроризмла акт тумасть. Вӑйлӑ нацие те сывӑ халӑхсӑр тӑваймӑн», — тесе палӑртнӑ Кобзон.
Юрӑҫ ҫынсем ялтан ҫынсем урӑх ҫӗре тухса кайнишӗн пӑшӑрханать иккен. Ун шучӗпе чылай чухне ҫакӑ Раҫҫей ялне инженери, транспорт тата социаллӑ инфраструктурӑпа туллин тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ. Иосиф Кобзон ял клубӗсем — ялти культура центрӗсем — кивелнишӗн, хупӑннишӗн, вӗсенче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ансамбльсем сахалланнишӗн те чунне ыраттарать иккен.
Михаил Игнатьев СССР халӑх артистне Чӑваш Енре маларах асӑннӑ ыйтусемпе шӑпах ҫине тӑнине пӗлтернӗ.
Сӑнсем (9)
Ку курав Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче уҫӑлнӑ, ӑна Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх унта Чӑваш художникӗсен пӗрлӗхӗн ӗҫӗсене тӑратнӑ — живопиҫ пур, графика.
Вернисажа ЧПГӐИ ӗҫтешӗсем хутшӑннӑ. Кӳртӗм сӑмахпа ӳнер тӗпчевҫи Юрий Викторов тухса калаҫнӑ. Хӑйсен шухӑшӗпе ҫавӑн пекех ӳнерҫӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Валентин Фёдоров, экс-председателӗ Василий Кузьмин тата ыттисем паллаштарнӑ. Виталий Яковлев сӑрӑ ӑсти вара Константин Ивановӑн ҫуралнӑ ялӗ — Пелепей районӗнчи Сӑлакпуҫ — ӑна епле кӗтсе илни пирки каласа кӑтартнӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнчи Константин Иванов ҫу3лталӑкне халалланӑ мероприятисем тата та пулмалла. Тӗслӗхрен, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче «Константин Иванов тата чӑваш тӗнчи» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ уҫӑлмалла.
Сӑнсем (7, Тимӗр Акташ)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |