Патӑрьелсем хайсен ентешӗсене асра тытса тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа «Янӑра, чӑваш сӑмахӗ» сӑвӑ хитре вулакансен конкурсне ирттернине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл тӑрӑхри культурӑри паллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл, аса илтеретпӗр, Юхма Мишши. Сӑкӑтра ҫуралнӑскер кӑҫал 80 ҫул тултарать.
Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫыравҫӑн сумлӑ кунне халалласа юбилей каҫӗ иртмелле.
Республикӑн Культура министерстви Юхма Мишшин пултарулахӗ калӑпӑшлӑ тесе хакланӑ май вӑл писатель те, поэт та, драматург та, академик та, историк та, философ та, публицист та, тӑлмачӑ та тесе палӑртать. Унӑн кӑларӑмӗсен йышӗ 300-тен те иртнине, унӑн хайлавӗсене ҫынсем юратса вуланине пӗлтерет.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ, академик, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри геральдика обществин член-корреспонденчӗ Элли Юрьев пурӑннӑ пулсан пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 80 ҫул тултармаллаччӗ те, ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Тӑван, Красноармейски районӗнче ӗнер Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин концерчӗ иртнӗ. Ун умӗн Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Яклашкин дирижер художник пирки аса илсе ырӑ сӑмахсем каланӑ.
Куракансене капелла тӗнче классики шутланакан хайлавсемпе те, тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ композиторӗсен — Ф. Павловӑн, Ф. Лукинӑн — мухтава тивӗҫ ӗҫӗсемпе те паллаштарнӑ. Зал кашни номерех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Ҫитес эрнекун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ виҫӗ кӗнеке хӑтлӗ: «Чуваши Присвияжья: история и культура» (чӑв. Сӗве тӑрӑхӗнчи чӑвашсем: истори тата культура), «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Тупмалли юмахсем» тата «Социокультурная эволюция регионов России: Чувашская Республика» (чӑв. Раҫҫей тӑрӑхӗсен социокультурлӑ улшӑнӑвӗ: Чӑваш Республики). Кӗнекесен хӑтлавне наци кӗнекин «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑх кӳрет» регионсен фестивалӗн ӑслӑлӑх кунне халалланӑ. Тухса калаҫакансен йышӗнче наци вулавӑшӗн директорӗ С.М. Старикова, гуманитари институчӗн директорӗ Ю.Н. Исаев, ҫавӑн пекех институтри ӑслӑлӑх ӗҫтешӗсем В.П. Иванов, Г.Б. Матвеев, И.И. Бойко, В.Г. Харитонова, Е.В. Федотова, О.Н. Терентьева тата ыттисем пулӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн кӗнекисемпе паллашма сире пурне те ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче наци вулавӑшӗн конференц-залне 14 сехете йыхравлаҫҫӗ. Кӗнекесене хӑтланӑ май наци вулавӑшӗнче гуманитари институчӗ кӑларнӑ кӗнекесен суту-илӗвӗ пырӗ. Унта эсир ытти кӑларӑмсене те туянма пултаратӑр.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсенче чӑвашла вуламалли пӗрлехи кун ирттернӗ. Ӑна республикӑра иртекен «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015гг.» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) конкурс пынӑ май йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева акци тӗллевне тӑван литературӑна, наци культурине юратма хӑнӑхтарассипе ӑнлантарать.
Салапайкассинче, тӗслӗхрен, унти шкулта 6-мӗш класра вӗренекенсем Питрав Ибасовӑн «Ылтãн пӗркенчӗк» кӗнекинчи калавсене вуланӑ. Чӑрӑшкассинчи вулавӑшра «Асанне юмахӗсем» кӗнекепе паллашнӑ.
Ҫак кунсенче районти вулавӑш ӗҫченӗсем вулакансен хаклавӗсем хушшинче иртекен «Хамӑрӑнне вула» конкурс материалӗсене малалла пухаҫҫӗ.
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тӗлӗнмелле, паянхи куншӑн питех те пӗлтерӗшлӗ, питӗ те кирлӗ курав ӗҫлеме тытӑнчӗ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене мухтакан, мӗнпур ӑрӑва тӗслӗх илме пулӑшакан экспонатсемпе пуян.
Тӗп вырӑна Кульцаври Ленин ячӗллӗ колхозӑн Социализмла Ӗҫ Геройӗсене уйӑрни ӑнсӑртран мар. Кунтан кӑна Ӗҫ Паттӑрӗсем — вунвиҫҫӗн! Кунашкалли республикӑра ҫеҫ мар, ҫӗршывӗпе те урӑх ҫук. Сергей Ксенофонтович Коротков председателе, Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята икӗ хут илнӗскере, палӑрмалла кӗтес уйӑрнӑ. Унӑн «Кукурузӑна мухтав» кӗнеки, колхозӑн пушартан сыхланса юлнӑ «Сталинец» хаҫат историшӗн ҫав тери чаплӑ пулса тӑраҫҫӗ.
Юнашарах — Кульцавӑн ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ, ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ иккӗмӗш шайри наградӑна тивӗҫнисем ҫинчен калани. Вӗсен ӗҫ кӑтартӑвӗсем Хисеп кӗнекисене ҫырӑннӑ, грамота-дипломсене хывӑннӑ. Куравра вӗсемпе йӑлтах паллашма пулать.
Хӑй вӑхӑтӗнче Кульцаври музейра Геройсем ҫинчен чылай экспонат упраннӑ. Шел те, вӗсем пушарта ҫунса кӗлленнӗ. Ҫавӑнпа та историе тепӗр хут пӗрчӗн-пӗрчӗн пуҫтарнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Шупашкарти ача-пӑча ӳнерӗн 1-мӗш шкулӗнче театр уйрӑмӗнче ӑс пухакан Анастасия Крыловӑпа Анастасия Щербакова Питӗрте иртнӗ. «Планета пуласлӑхӗ» конкурс фестивале хутшӑннӑ.
Фестивале тӗрлӗ регионти ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне ӑста ҫынсем хакланӑ. Конкуренци пысӑк пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара Шереметьевӑри культура керменӗнче чысланӑ.
Пирӗн ентешсем пӗрремӗш вырӑна тухма пултарнӑ. Вӗсене дипломпа тата парнепе хавхалантарнӑ.
Унтан ачасемпе экскурси ирттернӗ. Вӗсем Эрмитажа ҫитнӗ, палӑксене курнӑ. Пулас театралсем фестивальтен тулли кӑмӑлпа таврӑннӑ.
Акан 7-мӗшӗнче Шупашкар район тӗп вулавӑшӗнче чӑваш наци культурин "Туслӑх хӗлхемӗ-2016" фестивалӗ иртнӗ. Унта 17 шкул ачи хӑйӗн тавракурӑмне, юрра-ташша ӑста пулнине кӑтартма пуҫтарӑннӑ, хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче.
Фестивале Шупашкар районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенесен методика пӗрлешӗвӗн ертуҫисем Е.А. Майковпа А.В. Ишова уҫнӑ.
Фестиваль йӗркипе килӗшӳллӗн ачасен ӳкерес ӑсталӑхне аталантарас тӗллевпе "Шевле" конкурс та ҫак фестиваль программинех кӗрет. 15 ытла ӗҫ тӑратнӑ, тематика пӗрре - чӑваш литературинчи хайлавсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксем, вӗсем пурте "Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне" халалланисем. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял-Покровскинчи вӑтам шкулти Иван Кириллов В. Элпин "Аппапа пӗрле" калавӗ тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗкпе йышӑннӑ.
Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Нумай функциллӗ культура ҫурчӗсем кӑҫал Вӑрмарта, Ҫӗрпӳре, Елчӗкре хута каймалла. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче культура керменӗсене модернизацилесе ҫӗнӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техникӑсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тата ытти самант пирки Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑра 150 культура ҫуртне модернизациленӗ.
Кунӑср пуҫне туризма аталантарассипе те ӗҫлени пирки каланӑ. "Пӗлтӗр Чӑваш Енре туризм ыйтӑвӗсемпе те анлӑ ӗҫленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн региона килнӗ 240 пин ҫынна тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ", - тесе ҫырать маларах асӑннӑ пресс-служба.
Чӑваш халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн ятне Чӑвашнацителерадиокомпани эфирӗнче тата Чӑваш радиора асӑнма хушман. Кун пирки пире Валерий Владимирович хӑй шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Нумай пулмасть халӑх поэчӗн «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххи тутарла тухнӑччӗ. Ҫакӑн пирки республикӑри радио эфирӗсенче Валерий Туркайпа интервьюсем тухмалла пулнӑ. Пӗри — «Атӑлпа Урал хушшинче» ярӑмра (ӑна Николай Мулянов илнӗ), тепри — Иван Перовпа хатӗрлени. Валерий Владимирович каласа панӑ тӑрӑх унӑн ятне эфирта асӑнассине Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Иванов Александр Степанович чарнӑ. Ҫапла май ҫак интервьюсем эфира тухман. «Хура списока» поэт Михаил Игнатьева критикленӗшӗн лекнӗ тесе сӑлтавлаҫҫӗ.
Валерий Туркай 1961 ҫулта Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Валери Туркай Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни шутланать.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче саксофон фестивалӗ иртнӗ. Ку учрежденишӗн ҫапла фестиваль ҫӗнӗлӗх мар. Ӑна театрта вунпӗрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхи те яланхиллех классика программипе пуҫланнӑ. Ӑна Хусантан килнӗ "Артсакс" квартет уҫнӑ.
Фестивале йӗркелекен Анна Кашкарова ӗнентернӗ тӑрӑх, фестивале пӗрре килнисем ытти чухне те хаваспах ҫитеҫҫӗ. Анчах халӑха мӗн те пулин ҫӗннипе тӗлӗнтерессишӗн унччен пулманнисене те пухаҫҫӗ. "Артсакс" ҫавӑн йышши ҫӗнӗ ушкӑнсенчен пӗри шутланать те. Куракансене Хусан хӑнисем академилле темиҫе хайлавпа савӑнтарнӑ. Асӑннӑ хуларан «Бёрдскетчерс» квинтет та килнӗ. Анчах вӑл джас парнеленӗ.
Саксофон фестивальне хутшӑннӑ ытти ушкӑн та куракансем валли асра юлмалли номерсем сахал мар хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |