Чӑваш велоҫулҫӳревҫи Никита Васильев Казахстанри Семей (маларах Семипалатинск) хулине ҫитнӗ. Область тӗп хулинче вӑл хӑйне валли культурӑллӑ кану йӗркеленӗ — Фёдор Достоевский музей-ҫурчӗпе паллашнӑ, вырӑс ҫыравҫи унта хӑйӗн ссылкине ирттернӗ.
Малалла ҫулҫӳревҫӗ вырӑнти Абай ячӗллӗ музыкӑпа драма театрне ҫитнӗ. Никита ҫырнӑ тӑрӑх вӑл спектакле пӗрремӗш хут куракан пек лекнӗ. «Эпӗ пӗр ҫул ытла Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑй хутӑм. Техника пайӗпе. Хамӑн ӗҫе вара пӗрре те залран курман, чаршав хыҫӗнчен кӑна», — пӗлтерет велоҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн кун кӗнекинче. Унсӑр пуҫне театр атмосфери унӑн кӑмӑлне питӗ килӗшни пирки палӑртать.
Асилтеретпӗр, Никита Васильев велосипедпа Шупашкартан иртнӗ 2015 ҫулхине тухнӑ. Унан планӗнче — Владивостока ҫити ҫитесси. Хӗллехи вӑхӑта вӑл Вӑтам Азинче ирттернӗ, Казахстанра, Таджикистанра, Кӑркӑсстанра, Узбекистанра пулнӑ. Велоҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чӑваш каччи хӑй мӗн курнипе, вырӑнти сӑнсемпе паллаштарать. Ҫывӑх вӑхӑтра унӑн Казахстанпа Раҫҫей чиккине каҫма тивӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче черетлӗ премьерӑна куракан патне ҫитерме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартать.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткишӗн спектакль калӑплас ӗҫ ҫӗнӗ мар. «Ытарайми ҫу кунӗ» спектакль Шупашкар районӗнчи Шинер Тӑрӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищин чӑваш уйрӑмне 1993 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ пултарулӑх ҫыннишӗн шучӗпе улттӑмӗш ӗнтӗ.
Александр Вампиловӑн «Прошлым летом в Чулимске» пьеси тӑрӑх лартакан спектакле психологилле драма евӗр курать режиссер. «Паянхи саманара эпир кашниех хамӑр пирки ытларах шухӑшлатпӑр, хамӑр пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, ҫавна май ыттисен чун ыратӑвне асӑрхамастпӑр», — ӑнлантарать вӑл премьера пирки. Спектакле ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пуҫласа курма чӗнеҫҫӗ.
Юхма Мишши 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна акан 14-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче йышпа пӗрле уявланӑ. Уява Альбина Юрату сӑвӑҫ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов ертсе пынӑ.
Малтанах Михаил Николаевича тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ саламлӑ ҫырусемпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин юбилейне ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ӑсчахсем, шкул ачисем, студентсем пухӑннӑ.
ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов Михаил Никлаевич тӑван халӑхшӑн пысӑк ӗҫ тунине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Олег Князькин Юхма Мишшине вырӑс писателӗпе Михаил Булгаковпа танлаштарнӑ.
Михаил Николаевич — Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни, ӑна саламлама хула администрацийӗнчен те килнӗ. Уяв, паллах, юрӑ-ташӑсӑр иртмест. Юбиляра чӑваш юрӑҫисем, фольклор ушкӑнӗсем пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче йӑлана кӗнӗ «Библиокаҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртекенскере Наци вулавашӗ 145 ҫул тултарнине тата Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Акци вӑхӑтӗнче 40 ытла лапам ӗҫлӗ. 18 сехетре «Чӑваш кӗнеки» центрта «Манӑн вулавӑш» асаилӳсен каҫӗ пулӗ. 19 сехетре «Литература сӑнарӗ» кастинг йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Кинематографистсен пӗрлӗхӗпе пӗрле ирттерӗҫ. Унта кашниех чӑваш режиссерӗсен умӗнче пултарулӑхне кӑтартма, кинора ӳкерӗнмешкӗн йыхрав илме май пулӗ. Кун валли сӑвӑ, юптару е проза хатӗрлемелле. Е текста кастинг вӑхӑтӗнчех парӗҫ. 16–25 ҫулсенчисене — 19–20 сехетсенче, 26-ран аслӑраххисене 20–22 сехетсенче итлӗҫ.
19 сехетре Александр Яковлев йӗркеленӗ каҫ пуҫланӗ. Вулавӑшра икӗ дискусси клубӗ ӗҫлӗ. 10 ҫултан аслӑрах ачасем валли сӑнавсем, экспериментсем, фокуссем ирттерӗҫ.
Ҫавӑн пекех ҫак каҫ вулавӑшра куравсем ӗҫлӗҫ.
2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче регионсен «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культури фестивалӗн вӗҫлекен тапхӑрӗ иртрӗ. Фестиваль программинче чӑваш тата вырӑс шкулӗнче вӗренекенсем валли чӑваш чӗлхипе тата культурипе ирттерекен «Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурс тата ӳнер ӑсталӑхӗн «Шевле-2016» конкурсӗ пулчӗ.
Наци фестивалне хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳссех пырать: район тапхӑрӗнче ҫӗнтернӗ 57 ача икӗ номинацире хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ.
«Ҫӑлтӑрчӑк» вӑйӑ конкурса хутшӑнакансем пилӗк станци витӗр тухрӗҫ. Фестиваль вӗҫӗнче ачасем пултарулӑхӗпе тупӑшрӗҫ: юрӑ юрларӗҫ, ташӑ ташларӗҫ, харпӑр хӑй сӑввисене вуларӗҫ. Жюри фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗ.
Чӑваш шкулӗн программипе ӗҫлекен шкулсенчен 1-мӗш вырӑна Етӗрне районӗн Тури Ачак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Яковлева Наталья тухрӗ. Елӗк районӗн Вутлан тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Афанасьева Александра, Хӗрлӗ Чутай районӗн Питӗркасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Огонькова Анжелика, Канаш районӗн Шелттем тӗп шкулӗн вӗренекенӗ Матвеева Марина, Куславкка районӗн Елчӗк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Мартьянова Надежда, Комсомольски районӗн Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Голубева Алиса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
«Каллех эп Чӑваша мухтатӑп», — ҫак шухӑша ӗнер Лидия Филиппова поэт Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсемпе иртнӗ тӗлпулура палӑртнӑ.
Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗнче «Мухтав, ҫыравҫӑ! Мухтав, вулакан!» пултарулӑх марафонӗ шучӗпе йӗркеленӗ мероприятие Лидия Филиппова поэт, публицист, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ «Пульсация» (чӑв. Чун таппи) кӗнекепе пынӑ. Чуна тивмелле сӑвӑсен пуххинче автор тӑван халӑха мухтать, чунне мӗн канӑҫсӑрлантарнине уҫса парать.
Шупашкар районӗнчи вулавӑшсене Лидия Филиппова «Пульсация» кӗнекене 40 экземпляр парнеленӗ. Унсӑр пуҫне районти тӗп вулавӑшӑн ҫӳлӗкне Геннадий Волков академик ҫинчен кӑларнӑ «Пророк земли Чувашской» пуянлатӗ. Шупашкар районӗн пӗрлештернӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева вулавӑш ӗҫченӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пултаруллӑ автора чунтан тав тунине пӗлтерет.
Пурнӑҫра тӗлӗнсе каймалла пулӑмсем сиксе тухаҫҫӗ. Нумаях пулмасть паллаканӑмсенчен пӗри тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Ӑна... чӗлхе вӑрӑммишӗн ят лекнӗ.
Чӑн та, вӑрӑм чӗлхеллисене нихӑш саманара та юратман-ха. Тӗрӗссине калакансем юмахра кӑна ҫӗнтереҫҫӗ пулӗ. Тепӗр тесен, юмахра та вӗсем малтанласа шар кураҫҫӗ. Аса илер-ха, акӑ, Константин Ивановӑн "Икӗ хӗр" юмахне.
Хӑйӗн аслӑ хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Кӑвак лаша пит мӑнтӑр.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Вӗллери пыл пит тутлӑ.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм».
Татах ыйтать: «Мӗн ҫемҫе?»
— Пирӗн атте килӗнчи
Тӳшек-минтер пит ҫемҫе.
«Ӑслӑ каларӑн, хӗрӗм,
Хисеп турӑн аҫуна,
Ӗнтӗ сана ҫакӑншӑн
Ҫур мулӑма паратӑп».
Унтан кӗҫӗн хӗрӗнчен
Ашшӗ ыйтать: «Мӗн мӑнтӑр?»
— Ҫут тӗнчере ҫӗр мӑнтӑр,
Унтан мӑнтӑр нимӗн те ҫук.
«Санра пархатар сахал».
Унтан ыйтать: «Мӗн тутлӑ?»
— Ыйхӑ тутлӑ, тӗнчере
Унтан тутли нимӗн те ҫук.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ Николай Шелепи ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Ун ячӗпе 14 сехетре литература каҫӗ иртмелле.
Николай Шелепи Тутарстан Республикин Аксу районӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселте хресчен кил-йышӗнче 135 ҫул каялла, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫуралнӑ. Литература вучахне вӑл 1905-1907-мӗш ҫулсенче чӗртсе янӑ. «Ҫӗлен» ятлӑ аллегорилле сӑвви 1907-мӗш ҫулта «Хыпар» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Цензура тытса чарасран сӑвва «Тав» ятпа пичетленӗ. Каярах Шелепи «Ваҫанкка», «Ҫарӑмҫанпа Хӑнтӑрҫа» поэмӑсем, «Константинополь хулине туни ҫинчен чӑваш ваттисем калани» сӑвӑ ҫырать. Сатирӑлла хайлавсемпе пӗрлех ҫар темипе те шӑрҫалать, ачасем валли те калӑплать. Тутар ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарать, тутарла та хӑй ҫырать.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков паян 55 ҫул тултарнӑ.
Хыпар ятӗнче курак таврӑннӑ чухне ҫуралнӑ терӗмӗр те, тӑван тӑрӑха кӑнтӑр енчен ҫав кайӑксем тата маларах таврӑнаҫҫӗ-ха, Александр Кураков вӗсенчен мӗн тесен те кӑшт юлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ каччӑ 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. Артист ӑсталӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинче туптанӑ нумай ҫын пекех уншӑн та Шупашкарти академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл, ытти ӗҫтешӗ пекех, чылай сӑнар калӑпланӑ. Пысӑккине те, пӗчӗккине те юратса вылянӑ. Театр ӳнерне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |