Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх театрӗ куракансене спектакльпе савӑнтарчӗ — ҫак эрнере сцена ҫине Федор Павловӑн «Ялта» премьерине кӑларчӗҫ.
Хӑй вӑхӑтӗнче чӑваш драма театрӗ ку спектакльпе республикӑри кашни яла тенӗ пекех ҫитнӗ-тӗр, анчах та юлашки ҫулсенче нумайӑшӗ ун сюжетне манма та ӗлкӗрнӗ пулӗ, ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ пӗлмест те. Ҫавӑнпа та Вӑрнар халӑх театрӗн режиссерӗн Галина Иванован классикӑна яланлӑхах асра хӑварас тӗллевӗ питӗ те тӗрӗс пулнӑн туйӑнать.
Хӑй ку ӗҫе кӳлӗннӗ ҫулсенче вӑл чылай спектакле халӑх патне ӑнӑҫлӑ ҫитерме пултарчӗ. Пӗлтӗр куракансем «Нарспие» чаплӑн йышӑнчӗҫ, театр ушкӑнӗ унпа хамӑр, кӳршӗллӗ районсенчи чылай ялта пулчӗ. Ку спектакльти чаплӑ вылявшӑн республикӑри «Мухтав ахрӑмӗ» фестивальте тӗрлӗ номинацире тӑхӑр диплом илме тивӗҫрӗҫ.
«Ялта» спектакле те халӑх тӳрех йышӑнни ҫынсем ӑна тепӗр кун та сӳтсе явнинчен палӑртма май килчӗ. Премьерӑпа вырӑнти артистсем иртнӗ ӗмӗрӗн чӑн пурнӑҫне кӑтартма пултарни паха.
Спектакле калӑплаканӗсенчен пысӑк пайӗ — районти культура ҫурчӗсенче тимлекенсем. Массӑллӑ сценӑсене Ҫӗрпелти, Хирпуҫӗнчи, Санарпуҫӗнчи, Мӑн Явӑшри, Кӗҫӗн Кипекри, Уйкас Кипекри тата Мӑн Турхан ял тӑрӑхӗсенчи ӗҫченсене явӑҫтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк вырнаҫтармалла. Вӑл ӑҫта пулӗ тата ӑна кама халаллӗҫ? Халӑх суйлӗ.
Шупашкар «Раҫҫей мухтавӗн аллейи» проекта хутшӑнать. Проект йӗркелӳҫисем ҫӗршыва чапа кӑларнӑ ҫынсен палӑкӗсене тӳлевсӗрех вырнаҫтараҫҫӗ. Вӗсене пӑхӑртан хатӗрлеҫҫӗ. Сасӑлав акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Хальлӗхе ытларахӑшӗ Иккӗмӗш Екатеринӑшӑн тата Владимир Высоцкишӗн сасӑланӑ.
Шупашкарта лартма пултаракан палӑксен списокӗ: Иккӗмӗш Кӗтерне (Шупашкарти ӳнер училищи умӗнче), Георгий Жуков («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Зоя Космодемьянская («Ҫӗнтерӳ» паркӗнче), Петр Столыпин (К.Иванов урамӗнче), Александр Пушкин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Сергей Есенин (Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫемье вулавӗн центрӗнче), Василий Шукшин (Мускав проспектӗнче), Сергей Радонежский (Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ умӗнче).
Палӑкшӑн хула администрацийӗн сайтӗнче сасӑлама пулать. Унччен ятарлӑ формӑна ҫырмалла.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫулталӑк вӗҫнелле тӳре-шара «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе хурав панӑччӗ — Улӑп палӑкне лартма ытлашшиех кӑмӑл ҫуккине палӑртнӑччӗ.
Ака уйӑхӗнче йӑлана кӗнӗ наци кӗнекин фестивалӗ иртӗ. «Кӗнеке урлӑ – халӑхсен килӗштерӗвӗ патне» ятлӑскере ЧР Культура министерстви, ЧР Наци вулавӑшӗ йӗркелет.
10 ҫул ытла иртекен фестивале ҫынсене наци литературипе туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем ака уйӑхӗн 6-30-мӗшӗсенче Элӗк, Муркаш, Елчӗк районӗсенче иртӗҫ.
Вырӑс, тутар, чӑваш тата ӑслӑлӑх кӗнекисене халалланӑ кунсене те йӗркелӗҫ. Муркашсем Чӑваш халӑх поэчӗпе Юрий Сементерпе, Улькка Эльменӗпе тӗл пулӗҫ. Елчӗксем вара Лидия Филиппова журналист-публицистпа курнӑҫӗҫ. Элӗк, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче халӑх академикӗ Станислав Отрыванов тата Улькка Эльменӗ ҫитӗҫ.
Фестиваль кунӗсенче ЧР наци вулавашӗнче «Чӑваш Ен литератури» тата «Юхма Мишшин пултарулӑх еткерӗ» кӗнеке куравӗсем ӗҫлӗҫ. «Наци культурисен сӑррисем» куравра вара республикӑра пурӑнакан халӑхсен культурипе паллашма май пулӗ. Вулавӑшра 400 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта Петрпа Феврони Муромскисене халалланӑ палӑк лартасшӑн. Ку енӗпе хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ӗҫ ушкӑнӗпе лару ирттернӗ.
Палӑка хатӗрлесе ҫитернӗ. Вӑл «Иско-Ч» АУО подрячӑкӑн складӗнче выртать. Скульптура композицийӗ валли «Сфера» архитектура фирми постамент хатӗрленӗ.
Леонид Черкесов шухӑшӗпе, ку палӑк ҫынсене килӗшӗ. Вӑл Шупашкара илемлетӗ. Подрядчик тӗп директорӗ Александр Героев пӗлтернӗ тӑрӑх, инженери сечӗсем тата коммуникацийӗсем тӗлӗшпе килӗшӳ тунӑ. Ҫанталӑк лайӑхлансанах палӑк вырнаҫтарма тытӑнӗҫ.
Палӑк хулан истори пайӗнче вырнаҫӗ. Вӑл арҫынсен мӑнастирӗ умӗнче пулӗ. Скульптура композицине Леонид Черкесов, Шупашкар хула пухӑвӗн депутат корпусӗн тата общество пуҫарӑвӗпе лартаҫҫӗ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видео конкурс вӗҫленесси пӗр эрнене яхӑн юлать. Шӑпах ҫак вӑхӑтра конкурса чи-чи кӗҫӗннисен икӗ ӗҫӗ килчӗ. Вӗсем — Мария Петрушкинӑпа Милена Сорокина — иккӗ тултарса виҫҫе кайнӑ. Анчах та кӗске сӑвӑсем каласа пама пултарнӑ. Ку ӳсӗмри ачасем те сӑвӑ каласа конкурсахутшӑнни пире, конкурса йӗркелекенсене, уйрӑмах савӑнтарать. Вӗсене тӑрӑшӑвӗ куракансен кӑмӑлне каясса шанас килет.
Паянхи кун тӗлне конкурса 280 ытла ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — пуҫламӑш классене каякан хӗрачасем, «Чиперук» номинацире тупӑшакансем. «Сӑпка умӗнче» номинацие вара пурӗ те 16 ӗҫ ҫеҫ килнӗ. Ку 4 ҫулхи тата кӗҫӗнрех ачасен «Пукан ҫинче» номинацине хутшӑннисенчен те сахалтарах (27 ача).
Аса илтерӗпӗр. Конкурс нарӑс уйӑхӗнчех пуҫланнӑ, акан 10-мӗшӗ конкурсӑн юлашки кунӗ пулать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗсем 17-мӗш тӗлне паллӑ пуласса шанатпӑр. Конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ тата Чӑваш наци конгресӗ ирттереҫҫӗ.
Конкурс вӗҫлениччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Кам хутшӑнма ӗмӗтленнӗ — ҫавсене юлашки кунсемпе тухӑҫлӑ усӑ курма тата ӗҫсене вӑхӑтра ярса пама сунатпӑр.
Шупашкарти «Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнче Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Юрла, купӑс, янра, такмак!» конкурс иртнӗ. Унта вокал ансамблӗсем, купӑсҫӑсем, баянҫӑсем, такмак юрлакансем хутшӑннӑ.
Пурте икӗ тӗрлӗ хайлавпа сцена ҫине тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне Раҫҫейре ӳкернӗ киноран пулине шӑрантарма тивнӗ. Иккӗмӗшне хӑйсен кӑмӑлне кура суйланӑ.
Куракансем конкурсҫӑсене ҫӑвар карсах итленӗ. Жюри пайташӗсене вара йывӑр килнӗ: кама суйламалла? «Инструменталист» номинацире Владимир Яковлев мала тухнӑ. «Вокалист» номинацире вара «Зарянка» вокал ансамблӗ 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Кӗмӗл сасӑ» фестивале 2000-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫак кунсенче 17-мӗш 15–35 ҫулсенчи 35 юрӑҫ «Кӗмӗл сасӑ-2016» фестиваль-конкурса хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Вӗсен шутӗнче: Иркутскпа Ямал-Ненец автономи округӗнчен, Екатеринбургран, Челепирен, Самартан, Ӗренпуртан, Тутарстанпа Пушкӑртстанран, Пензӑран, Мурманскран тата Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи 15 ҫамрӑк фестивале хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Гала концертра юрӑҫсене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев саламласа пурне те ӑнӑҫусем суннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче 5 юрӑҫ пулнӑ. Ыттисем те тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗшӗн парнесем тивӗҫнӗ. «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль ҫӗнтерӳҫин ятне Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ял тӑрӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыкӑпа ӳнер факультечӗн 1-мӗш курс студентки Наталия Соловьева тивӗҫнӗ. Гран-при тивӗҫнӗ Наталияна планшет, Крыма кайма путевка тата тухъя парнеленӗ.
Чӑваш Енре «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс малалла пырать. Ҫавна май Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнине эпир пӗлтернӗччӗ.
«Литертаурӑллӑ Чӑваш Ен» конкурс иртнӗ май асӑннӑ районти вулавӑшсенче тӑрӑшакансем вулакансем хушшинче тепӗр тупӑшу та шутласа кӑларнӑ. «Селфи: Моя любимая чувашская книга» (чӑв. Селфи: Манӑн юратнӑ чӑваш кӗнеки) ят панӑскере кирек кам та хутшӑнма пултарать. Кӗнеке вулакан ҫын сӑнарӗ урлӑ вӗсем чӑваш кӗнекипе кӑсӑклантарасшӑн. Кӗнеки маларах асӑннӑ литература конкурсӗн списокне лекнӗскер пулмалла. Списокпа кунта паллашма пулать.
Сӑнӳкерчӗксене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа ярса памалла.
Валери Туркай поэт «Шулай яшим» сӑвӑсен пуххине тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Шулай яшим тенине чӑвашла куҫарсан «Ҫапла пурӑнатӑп» пулать.
Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ, Чӑваш Республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятсене тивӗҫнӗскер тутарсемпе чылайранпах ҫыхӑну тытни пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет.
2008 ҫулта вӑл тутарсен Зариф Башири ҫыравҫин «Чувашская девушка Анисса» повеҫне чӑвашла тата тутарла кун ҫути кӑтартнӑ. Хайлава ун чух Зинаида Стеклова куҫарнӑ пулсан, 2010-мӗшӗнче Габдулла Тукайӑн «О любви к тебе писал я, мой народ» сӑвӑ пуххине чӑвашла куҫарса пичетленӗ. 2014 ҫулта вӑл Муса Джалилӗн «Моабитские тетради» сӑвӑсен ярӑмне куҫарса чӑваш вулаканӗ патне ҫитернӗ. Тутар ҫыравҫисен ытти хайлавне те вӑл куҫарман мар.
«Шулай яшим» сӑвӑ пуххине Валери Туркайӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ. Кӗнекен умсӑмахне Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырнӑ.
Шупашкар районӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем «Читай наших» (чӑв. Хамӑрӑнне вула) ятпа вулакансен хаклавӗсем хушшинче конкурс ирттерме шут тытнӑ.
Ӑна вӗсем «Литературная Чувашия: самая читаемая книга 2014-2015 годов» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2014-2015 ҫулсенчи чи вуланакан кӗнеке) республикӑри конкурс иртнӗ май йӗркелессине пӗлтернӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлӗ те акан 20-мӗшӗччен пырӗ.
Конкурс тӗллевне вулавӑш ӗҫченӗсем чӑваш писателӗсемпе поэчӗсен кӗнекисемпе халӑха кӑсӑклантарассинче кураҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнаканӑн, Шупашкар районӗн централизациленӗ вулавӑш тытӑмӗн пуҫлӑхӗ Галина Тимофеева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Литературӑллӑ Чӑваш Ен» списока лекнӗ кӗнекесенчен хӑшне те пулин вуласа тухмалла та ӑна хакласа ҫырса кӑтартмалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш чӗлхин кунне халалласа районта ирттерекен уяв вӑхӑтӗнче чыслама палӑртнӑ. Ӗҫсене chbibl3@cap.ru электрон адреспа йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |