Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 20.12.2017 11:20 | 14492 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Иван Егоровӑн виҫӗ кӗнекеллӗ «Ҫут тӗнче» романӗ 2004 ҫултах пичетленнӗ-мӗн, анчах эпӗ ӑна халӗ тин тытса вулама пултартӑм. Вуларӑм та, хамӑн шухӑша ҫырсах хурас терӗм.

Иван Егоров (Пурис Иванӗ, 1943 ҫ.ҫ. ячӗ чӑваш литературине Сениэль ячӗпе пӗрле кӗрсе юлчӗ. Михаил Сениэль (1940-2014) поэт — унӑн пиччӗшӗ, илемлӗ сӑмахлӑх ҫулӗпе ертсе пыраканӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пурнӑҫа сӑмах хӑватне ӗненсе, ӑна чунпа парӑнса ирттерчӗҫ. Самана пӑтранса кайнӑ хыҫҫӑн та тӑван сӑмахран сивӗнмерӗҫ, выҫӑллӑ-нушаллӑ пурӑнсан та ҫыру ӗҫӗнчен пӑрӑнмарӗҫ. Унтан та ытларах – хысна шалӑвне пӑрахсах, ҫунатлӑ ытарлатури пек каласан, литература анине тимлесе сухаларӗҫ. Канмасӑр сухаларӗҫ, акрӗҫ, ҫимӗҫ ӳстерчӗҫ. Авӑнне те ҫапса кӗртрӗҫ. Михаил Сениэлӗн вырӑсла ҫырнисен суйласа илнӗ пуххи виҫӗ томпа пичетленсе тухрӗ. Чӑвашлисем ку калӑпӑшран та ытларах ҫутӑ курчӗҫ. Пуриссен Иванӗн те пичетленни вунӑ кӗнекерен иртет.

Иван Егоровӑн ҫӗнӗ романӗ – тӑван кил-йышне, пиччӗшне тата вӗсен тавринчи чӑваш литература картине кӑтартакан хӑйне расна хайлав. Ҫемье хроники. Авторӗ ӑна эпопейӑ тенӗ, анчах унта, паллах, эпос анлӑшӗпе витӗмӗ ҫук. Эпӗ хайлавӑн жанр паллине тупаймарӑм: роман-памфлет, роман-пароди е роман-эпитафи (унта вилекен питех нумай) теме пулать. Чӑвашла каласан, тиркевлӑ, виртлешӳллӗ сӑскан (роман). Ҫутӑ тӗнчен тӗксӗм енчи хуппи-хыттине ҫавӑрса пӑхса ҫырнӑ хайлав.

Пӗрремӗш кӗнекен аннотацийӗнче ҫапла каланӑ: «автор чӑваш ялӗнчи пӗр кил-йышӑн сакӑрвун ҫул хушшинчи пурнӑҫӗпе ӗҫне-хӗлне тӗпчесе те сӑнаса савӑнӑҫлах мар пӗтӗмлетӳ патне пырса тухать: малашне те ҫакӑн евӗрлӗ манерпе пурӑнсан-ҫараҫлансан чӑваш урӑх халӑха, манкурта, ҫаврӑнса кайма пултарать е пачах пӗтсе ларать». Ӗҫсем Хырӗшни ялӗнчи Шур Пуриспа Турхан Крахвинин йӑхӗ тавра пулса пыраҫҫӗ. Пурис Павӑлӗпе ун арӑмӗн Вирккан ҫичӗ ывӑл, ҫиччӗшӗ те аслӑ шкул пӗтернӗ (Мишша Сениэль поэт, Иван Егоров прозаик, Николай ялти шкул директорӗ, Петӗр Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗн ертӳҫи, Кӗркурипе Ҫергей - чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем, кил тӗпчекӗ – ял композиторӗ - Тимӗр тата икӗ хӗр – Зина, вӑл Тутарстанрах вӑрман урлӑ ялтах пурӑнать, Лиза радиотелеграфистка вара Шупашкар ҫумӗнчи Шахчӑрта хӑйӗн кил-ҫуртне тытса тӑрать,. Кӗнекесенче вӗсен кун-ҫулне тӗплӗн те пур енлӗн пӗр сиктермесӗрех йӗрлесе пынӑ. Ялти ҫынсем те пӗри юлми кӗнекене кӗнӗ пулмалла. Унта Упаҫпа карчӑкӗ, Ехмет, Кашук, Тилюк, Акӑлай, Шалҫа, Пайтул Ҫеркки, Исмук, Куракпа Чӗкеҫ, Сарепи, Паҫҫа, Левен, Сидор Миронович Касантей, Вӗри Харенович тата ытти теҫетке ҫын ҫаврӑнать -ӗҫлеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ, сӑхланаҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, улталаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, сутаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ҫунаҫҫӗ, вилеҫҫӗ.

Вилнисене чӑваш йӑлипе мунча кӗртсе асӑнни, тӑвансемпе рет тухни, амӑшӗ «вӑрлӑх туртма» кайса ҫӳрени, ашшӗн тӗрмери тата вӑрҫӑри инкекӗсем, пӗтӗм ялпа вӑрманта утӑ ҫулни, кил-ҫурт ҫавӑрни, амӑшӗ Шур Хулари ывӑлӗ-хӗрӗ патӗнче виҫшер кун пурӑнса курни-шухӑшлани – тата ытти нумай ӳкерчӗке Иван Павлович Егоров хӑйӗн чӑн ятӗнченех питӗ ҫыпӑҫуллӑн, лайӑх фотоӳкерчӗкри пек пӗр ним сиктермесӗр «натурально» ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ҫырса кӑтартнӑ. Ку енӗпе вӑл чӑннипех ӑста.

Иккӗмӗш кӗнекере те халӑх варкӑшать. Ҫӗршыв пӑтранать, СССР арканать. Пурис Павӑлӗн кил-йышӗнче те пӑтӑрмахсем тупӑнсах пыраҫҫӗ. Кинӗсем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, кӗҫӗнни сыпать, ял куштанӗсем юратмаҫҫӗ. Килти-ялти харкашу-тавлашусене амӑшӗ – Вера Григорьевна - пӗтӗм чун хавалӗпе те таса ӑсӗпе сӳнтерсе пырать. Иккӗмӗш кӗнекере ӗҫсем Шупашкарпа Ҫӗн Шупашкар енне куҫса килеҫҫӗ, Кунта Миша Сениэль ҫинчен ҫырни тата ун тавринчи ҫыравҫӑсен ячӗсем ытларах курӑнма пуҫлаҫҫӗ те виҫҫӗмӗш кӗнекене шӑкӑрин куҫаҫҫӗ. Такам та пур кунта, анчах пурте пекех – хура сӑн-сӑпатпа, тиркевлӗ питпе, хитре мар ӗҫпе.

Ӗмӗрӗме чӑваш литературипе ҫыравҫисем хушшинчех ирттертӗм пулсан та, эпӗ кӗнекере ҫырса кӑтартнӑ хӑшпӗр ӗҫ-пуҫ ҫинчен хӑлха хӗррипе кӑшт-кашт ҫеҫ илткеленӗ. Иван Егоров кӗнекине вулатӑп та, нумайӑшне ӗнененес те килмест. Тата мана киревсӗр сӑмахсем кӗртсе яни, ҫынран хӑйӗнчен килмен инкекшӗн вӗчеленсе виртлени килӗшмерӗ. Пӗр тӗслӗх ҫеҫ илетӗп. Эпӗ Ипполит Иванов ҫыравҫӑпа, хаҫатҫӑпа, литература тӗпчевҫипе, кӗнекеҫӗпе нумай ҫул пӗрле ӗҫлерӗм. Паттӑр фронтовик ман аса уҫӑ чунлӑ, ҫынна ӑнланма пӗлекен тарават ҫын сӑнӗпе кӗрсе юлчӗ. Вӑл Михаил Сениэль кӗнекисем пирки ырласа ҫырнӑ статьясемпе студентсем умӗнче калаҫнӑ чухне усӑ кураттӑм. Пӑхӑсӑн, романра Ипполит Иванович ӗнчӗхечӗсене (рецензийӗсене) тата вилӗмне питех те нӗрсӗр туса кӑтартнӑ. Пурнӑҫра ҫаплах пулнӑ-тӑр, ҫамрӑк арӑмӗ чирлӗ ҫынна хиселемен-тӗр – анчах фронтовика ӑшпиллӗ хӗрарӑм тӗлне пулманшӑн ҫав териех тиркемеллеччӗ-и. Темле хаяр питлес пулсан та, халран кайнӑ фронтовик инкекне халӑх моралӗпе хак пама тӑрӑшмаллаччӗ пулӗ.

Халӗ пурӑнакан ҫыравҫӑсене те романра шутсӑрах хытӑ лӑсканӑ. Тӗрӗсех лектернӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗри те хирӗҫлесе тӳрре тухнине курмарӑм. Илтмен, вуламан темелли ҫук, мӗншӗн тесен ку тиркев сӑмахӗсем унчченех Михаил Сениэлӗн автобиографийӗнче, статйисемпе камитӗнче пичетленсе тухнӑ, вулавӑшсене ҫитнӗ.

Ятран тӳррӗн тӗллесе ырлани-тиркени кӗнекесенче нумай мар. Ыттисем йӑлтах Иванмучилле ятсем: Питӗрпе Упнер Касантейсем, Уксак Якку, Услей Данилов-Комодри, Кӑмкан, Сажикалкин, Урлӑ Лав, Йӗмӗ аннӑ Натоль-Матоль (Хан Патти), Утлан, Юхха Лаҫҫипе М. Евлепи, Пурхиле Агафонов, Х. Уйташ, Шӗвӗ Сӑмала, Хура Чаршав, Тивет-Кель, Хветӗр Кивер, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Ясарпи Лайкки... Вӑл тесен - вӑлах, урӑххисем тесен – вӗсем мар, литература сӑнарӗсем. Анчах литературӑпа мӗн чухлӗ те пулин кӑсӑкланакан ҫыншӑн хӑшӗ кам пулни куҫа хупса пӑхсан та курӑнать.

...Эпӗ 1937-1939 ҫулсенчи пухусемпе ларусен протоколӗсене тӗплӗ вуланӑччӗ, вӗсенчен ҫырса илнисем те манӑн архивра пайтах. Унта ҫыравҫӑсемпе журналистсем пӗр-пӗрне, ҫывӑх юлташӗсем пулнӑ ҫынсенех, «халӑх тӑшманӗ» туса сӗмсӗррӗн кӑшлани тем чухлӗ. Халӗ Иван Егоров кӗнекинче ҫыравҫӑсемпе хутшӑннӑ культура ертӳҫисем (Тимӗр Иванӗ, Кати Ульки, Маҫак, Т. Парасова, Хӗрлӗ Петте) ҫинчен каланине вулатӑп та, унта ҫырнисенчен ытларахӑшӗ тӗрӗсех пулӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ертӳҫӗ тӳресен хура тискерлӗхне манӑн хамӑн та сахал мар чӑтма тивнӗччӗ. Чӑваш писателӗсемпе журналисчӗсен ӑш-чикӗ ку таранччен те элекпе кӗвӗҫӳрен, саморекламӑпа ҫӑткӑнлӑхран, вӑрттӑн ҫыртас йӑларан тасалса ҫитменнинчен, вӗсем уҫҫӑнах икӗпитлӗн явкалланинчен хытах тӗлӗнетӗп. Чӑвашӑн чӑнласа чӑмӑртаннӑ наци интеллигенцийӗ паян кун та ҫук, пуласси пӑхса курӑнмасть. Халӗ пултаруллисене пиҫмен пашалусем эшкерӗпе сиксе ларса хӗсни-туллани курӑнмасть пек, анчах чӑваш ҫыравҫисем паян - хивре самант тӑван чӗлхе вӗрентӗвӗ ҫинчен калаҫма хытӑ хистенӗ чухне - чӑваш чӗлхине, халӑх малашлӑхне хӳтӗлесе сӑмах чӗнейменни вӗсем Иван Егоров ҫырса кӑтартнӑ шайран ҫӳле хӑпарайманнине уҫса парать пулӗ тетӗп.

Иван Егоров кӗнекинче чӑваш ял ҫыннисемпе Шупашкарти ҫыравҫисен тӗнчи ҫутӑ енчен тӗттӗмелле пӑхсан мӗнле курӑнни ӳкерӗннӗ. Вӑл курӑну хаваслӑ мар. Ҫавӑнпах ӑна илемлӗ литература хайлавӗ тесе калакан сахал тупӑнӗ. Документсен тишкерӗвӗ теме те ҫук. Ман шутпа, виҫ кӗнекеллӗ «Ҫутӑ тӗнче» романри пурнӑҫ – ХХ ӗмӗрти чӑваш кунҫулӗн сӑнтӗкӗрте тӳнтеррӗн сӑнланнӑ мӗлки. Анчах вӑл мӗлке – чӑн пурнӑҫра пулни.

Литература историйӗнче, тӗпчевҫӗсемпе вулакансен куҫӗ умӗнче пирӗн тӑван сӑмахлӑхӑн таса хӑвачӗ йӑла тиркевӗпе хупланса ан юлтӑр тесен, тӗпчевҫӗсемпе ҫыравҫӑсен хӑйсен чӑн сӑмахне каламаллах. Кӗнеке пур, ӑна курмиш пулса юлаймӑн, унта ҫырнине кусарпа хырса, шывпа ҫуса тасатаймӑн. Эппин, авторӗ пурӑннӑ чухнех тӗрӗссине тӗрӗс, суйнине суя тесе калани истори чӑнлӑхӗшӗн кирлӗ пулать.

 

Виталий Станьял

Иван Егоровӑн ӳкерчӗкне «Хыпар» сайтӗнчен илнӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#литература, #пултарулӑх, #чӑваш чӗлхи, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3509.29.3189
2017.12.25 11:57
Agabazar
Çеçпĕл Мишши Петĕр Хусанкайран 8 (сакăр) çул аслăрах.
Эппин пĕрремĕшĕ ниепле те иккĕмĕшĕн "шăллĕ" пулма пултараймасть.
Вĕсем иккĕшĕ епле те пулсан тĕл пулма пултарасси те иккĕленÿллĕ.
Ну, "теори енчен" пăхсан, май пулнă ĕнтĕ темелле... Анчах унтан ытла мар.
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.25 13:16
Акапасар, тимлӗрех вула, тархасшӑн, эп маларах ҫырнине!
Эп илсе кӑтартнӑ цитатӑра сӑмах Петӗр Хусанкая - "Питтӑр Питрович Касантее" - Михаил С Е Н И Э Л Ь кӳрентерни пирки пырать! Ӑҫтан туртса кӑлартӑн эс, тӑванӑм, ҪЕҪПӖЛ
МИШШИНЕ?
Эс текстпа ӗҫлеме пӗлекен ҫын-иҫ!

Туркай.
Agabazar // 2230.88.5452
2017.12.25 15:33
Agabazar
Кун пек пулсан та пит тĕлĕнмелле.

Сениэль 1940-мĕш çулта çуралнă.
Петĕр Хусанкай — 1907-мĕш çулта.
Пĕри тепринчен 33 (вăтăр виçĕ) çул аслăрах.

Вĕсен хушши — ашшĕпе ывăлĕнни пек. "Пиччĕш", "шăллĕ" тенисем вырăнлах мар пуль.
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.26 17:19
"Иван Егоров". "Ҫут тӗнче" "роман". 3-мӗш том. 36-мӗш стр.:
"Тӗрӗс каланӑ Сениэль: чӑн поэта тытаймӑн пусмӑрта! Поэмине пичетленӗ хыҫҫӑн 9 ҫултан вӑл Мускавра тепӗр чӑн поэтпа Зелимхапа (сӑмахЗелимхан Яндарбиев террорист пирки пырать. - В.Т.) тӗл пулса туслашрӗ. Лешӗ, литература аслӑ курсне пӗтерсе, тӑван ҫӗршывне таврӑнсан, Вайнахсен демократи партине йӗркелет. Хӑй тавра таса чеченсене явӑҫтарать. Ҫак парти ертсе пынипе чечен халӑхӗ Раҫҫей пусмӑрӗнчен ирӗке тухать. Раҫҫей ҫарӗсем вӑрҫӑпа пырса кӗрсен те мӑнаҫлӑ чеченсем вӗсене парӑнмаҫҫӗ, икӗ ҫула яхӑн хирӗҫ тӑрса, юлашкинчен вӗсене Ичкери тулашне хирсе кӑларса яраҫҫӗ... Ичкери, Куба пекех, мӗнпур тӗнчешӗн Ирӗклӗх символӗ пулса тӑчӗ!"

Мухтан, Акташ, "гени-енетешӳсемпе", мухтан"!
Чечнере, сӑмах май каласан, йӑнӑшмастӑп пулсан, Чӑваш Енӗн 137 ывӑлӗ пуҫне хунӑ!.. "Зелимха" пеккисемпе Ельцина пула.
Валери Туркай. 8-927-855-54-80

Agabazar // 1758.90.4687
2017.12.27 05:41
Agabazar
А-а-а-а!
Тинех ăнкарма пуçларăм! Ав мĕнре иккен ĕç!
Атту тĕнке тухатчĕ вĕт: апла та шутласа пăхап, капла та... Тахашĕ унта шăллĕ, тахăшĕ пиччĕшĕ... Кам ашшĕ пулма тивĕçлĕ, кам ывăлĕн картне лараймасть... Чăм шыва ÿкрĕм вĕт шутла-шутла! Ĕнтĕ тинех пĕтĕмпех уçăмлă! Пăс çинче вĕрилентернĕ çарăкран та ансатрах иккен тĕшши!
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.27 18:26
Акапасар! Эс - гений!
Кивелнӗ ҫӗлӗкӗме хыватӑп сан умӑнта!
Сана ытларах тав ытларах хисеплекен Валери Туркай.
Сӑмах май каласан, Акапасар, эс хӑш район ҫынни?
Agabazar // 4283.46.3400
2017.12.28 05:48
Agabazar
Л.П.Кураков, хăйне кам та пулсан, куçран пăхса, мухтама пуçласан, çапла калама юратнă теççĕ (тен халь те çапла калакалать пуль, пĕлместĕп): "... мухтанипе савăнать тесе ан шутлăр".
Хальхинче эп те çаплах каласшăн: "... мухтанипе савăнать тесе ан шутлăр".
Урăхла каласан, ку вăл эп "вĕçсе кайма", хăпартланма пачах та шутламаннине пĕлтерет.
Вулакан // 2128.75.2049
2017.12.28 21:56
Туркай Иван Егоровпа Сениэлĕн "паккăçĕпе" "пăхкупилĕхне" хурлани, П.П. Хусанкайпа Атнер Хусанкая хÿтĕлени аван япала, паллах. Анчах кăштах хăй çине çаврăнса пăхни та пăсмĕччĕ ăна. "Хыпар" тĕп редакторĕнче ĕçленĕ чух хисеплĕ Атнер Петрович çинчен "Атнер П.Х." тесе "çăхав (донос)"жанрĕпе çырнă статйишĕн пичетре-мĕнре, халăх умĕнче каçару ыйтни пулмарĕ-ха паянхи кунчченех. Малтан çавна тăвасчĕ. Халăх вĕт вăл йăлтах пĕлет, курать, карланкăпа тем пек хытă кăшкăрсан та вăхăт иртнĕçем тĕрĕслĕх çиеле тухатех. Хисеплĕ Денис Гордеевăн çав тери Туркая асилтерекен персонаж çинчен çырнă, тинтерех "Тăван Атăлта" пичетленнĕ "Хăямат" повеçĕ те çавна кăтартса парать мар-и ара.
Лапрашкин // 2148.53.2728
2018.01.06 12:57
"Çут тĕнче" романа чăваш писателĕсен пăхса тухасах пулать те ăса илес пать.Творчество çинчен шутлас вырăнне лăпăр-лапăрпа аппаланни чăваш литературине антарса лартрĕ. Начар та сĕмсĕр эпигонсем хунаса кайрĕç. Мĕнпе мухтанма пулать?Сементей-Ишентейпе-и, Уркай-Ульхайпа-и, Пурхиль-Кĕмильпе е Хипеч-вĕркечпе?
Иван Егоров, ман шутпа,чăваш писателĕсене лайăх çупкă панă та пиччĕшне хытă мухтанă.Çапла кирлĕ те! Тен,тăна кĕрĕç е литература картинче йĕрке пекки тăвĕç.
Agabazar // 1404.68.9632
2018.01.06 19:17
Agabazar
Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук.

Чăвашăн ытлашши кĕнеке çук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем