Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Таллинти «Тарай» чӑвашла юрӑ хыҫҫӑн юрӑ ҫырать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.12.2017 03:49 | 2796 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Тарай» ансамбль
«Тарай» ансамбль

«Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Evil Sun ☼ Усал Хӗвел» страницӑра Эстонири Таллинти «Тарай» ансамбльпе паллаштарнӑ. Ушкӑн пирки Чӑваш халӑх сайчӗ 4 ҫул каяллах ҫырнӑччӗ.

Тарай тени чӑвашла шел тенине пӗлтерет-мӗн. Аса илтерер, ушкӑна Таллинта пурӑнакан Александр Айдаров ертсе пырать. Ача чухне вӑл чӑваш чӗлхине илтнӗ пулин те калаҫман. Тӑван чӗлхепе темиҫе ҫул каялла кӑна пуплеме хӑнӑхнӑ. Александр 2013 ҫулта каланӑ тӑрӑх, Эстонире 350 чӑваш пурӑнать.

Усал Хӗвел хӑйӗн ушкӑнӗнче постсен ҫӗн ярӑмне уҫнӑ. Унта вӑл «ыттисенчен уйрӑмрах тӑракан, хӑйнеевӗрлӗ, мусӑк ӗҫӗнче ҫӗн меслетсемпе ( е тата киввисемпех — ҫӗнӗлле) усӑ куракансемпе» паллаштарать.

«Тарай вӑл мӗн авалтанах хӗвеланӑҫ тата хӗвелтухӑҫ халӑхӗсене ҫыхӑнтарса тӑракан материал пулнӑ. Ушкӑнра яшсем тӑваттӑн Aleksandr Aidarov (сас, текст, гитара), Einar Muoni (басс), Serge Chekulajev and Andrea Patron (параппан). Тарай чӑваш халӑх пентатоникипе паянхи прогрессипе ритмсене кура эксперимент тӑвать...

Мусӑкҫӑсен хавхалану, чун хавал ҫӑлкуҫӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗрки, сӑвви-юрри, сӑмахлӑхӗ. Илемлӗ кӗвӗллӗ, ҫемӗллӗ, харизмӑсӑр мар, тата паллах, иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсен поп мусӑкне евӗрленисӗр пулмалла чӑваш юрри-кӗвви тесе шутлаҫҫӗ пултаруллӑ каччӑсем. Эсти чӑвашӗсен юррисенче Трер, Станьял, Ирхи, Петокки, Янкас сӑмахӗсене асӑрхама пулать», — ҫырнӑ Усал Хӗвел. Сӑмах май, Усал Хӗвел, Руслан Михайлов, хӑй те юрлать.

#Эстони, #пултарулӑх, #ҫамрӑксем, #чӑвашлӑх, #культура, #Таллин

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем