Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер, чӑваш халӑх поэчӗ Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ кун, Шупашкарти Литература музейӗнче ҫыравҫӑн тӑванӗсемпе тӗл пулу иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри профессионал писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ҫыравҫӑсен мессенджерсенчен пӗринчи ушкӑнӗнче пӗлтернӗ.
Литература музейӗнче Степан Антонович Шумковӑн (Стихван Шавлин) хӗрӗ Ольга Степановна (сӑнӳкерчӗкре вӑл иккӗмӗш ретре, варринче, хӗрлӗ костюмпа тӑрать), мӑнукӗсем Николай тата Степан Кругликовсем пуҫтарӑннӑ. Лидия Филиппова хыпарланӑ тӑрӑх, Степан Юрьевич Кругликов (вӑл сулахай енче тӑрать) Швейцаринче ӗҫлесе пурӑнать.
Тепри // 3684.4.5845
2020.09.17 12:39 | |

Виноградов тивлечĕпе писатель-профессионалсене профессионал писатель теме пуçларĕç, летчик-космонавта космонавт летчик. Мĕн тери тарăн шутлаççĕ! Член-корреспондента мĕнле çыртараççĕ-ши? Виноградовран хăйĕнчен ыйтасшăн та - телефонне пĕлмес.