Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ умӗн Чӑваш Енре ҫулсеренех «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Республикӑн Культура министерстви, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ тата республикӑри театрсем пӗр шухӑшлӑн йӗркелекен конкурса яланах хамӑр патри тӳресем хаклаканччӗ. Кӑҫал ютри ҫынсем те комисси йышне лекнӗ.
«Советская Чувашия» хаҫатӑн журналисчӗ Рита Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳресен ертӳҫи — театр критикӗ, искусствоведени кандидачӗ Ирина Мягкова. Унсӑр пуҫне йышра Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Дина Давлетшина, Чӗмпӗрти пукане театрӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олеся Кренская пур. Вӗсен пӗтӗмпе тӑхӑр спектакль пӑхса хакламалла.
Ҫӗнтерӳҫӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче чыслӗҫ.
ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шырать. Конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Конкурса пилӗк кунран пӗтӗмлетӗҫ.
Аса илтерер: пӗрремӗш конкурс пирки кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс варринче иртмелле пулнӑ. Анчах конкурс иртмен, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидат кӑна хутшӑннӑ.
Хальхинче комиссие сакӑр ҫын предприяти аталанӑвӗн стратегийӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурсра кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Хальлӗхе предприятие вӑхӑтлӑха Александр Немов ертсе пырать. Унччен ку должноҫе Евгений Барсуков йышӑннӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «кумлӑ», хысна укҫине тӑкакланӑ тесе айӑпланӑ. Унтан Евгений Барсуков ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников хыҫҫӑнах должноҫрен кайнӑ.
World Of Tanks администраци порталӗ «Танкобудка» пултарулӑх конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи студентсем юртан Т-34 танка тунине унччен сайтра ҫырнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗ конкурсра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе 60 пин вӑйӑ ылтӑнӗ тата планшет панӑ.
Танка И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн электроэнергетика факультетӗнче вӗренекен Алексей тата Александр Федоров, Пермьри наци тӗпчев политехника университетӗнче ӑс пухакан Дмитрий Романов тунӑ. Кӳлепе яла виҫӗ эрне илем кӳнӗ. Шел те, вӑл халӗ ирӗлсе кайнӑ.
Танк ларнӑ чухне Явӑша ҫынсем таҫтан та килнӗ, ун патӗнче сӑн ӳкерӗннӗ. Кунсерен танк умӗнче Шупашкартан килнӗ 15–20 машина чарӑннӑ.
Тӗлӗнмелле те, танка никам та ҫӗмӗрме шухӑшламан. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӑл чип-чиперех ларнӑ. Ҫамрӑксем вара малашнехи план хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитес хӗлле, ахӑртнех, Явӑшра тепӗр танк пулӗ. Анчах — урӑххи.
Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чыслама вӑхӑт ҫитрӗ. Ӑна эпир, конкурса йӗркелекенсем, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, шӑматкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ирттерме палӑртрӑмӑр. 10 сехетре пуҫланӗ.
Унчченех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ: пӗрремӗш-иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш вырӑнсене кам-кам йышӑннине чыславра кӑна пӗлтеретпӗр тесе. Ҫавна май ҫӗнтерӳҫӗсен йышне эпир халӗ те сире каламан. Ҫакна шута илсе 1-мӗш тура тухнисен чыслава пурин те пыма тивет, эпир сире пурсӑра та унта ҫитме йыхравлатпӑр! Парнесӗр никам та тӑрса юлмӗ. Кашни ушкӑнра пӗрремӗш вырӑна тухнӑ пӗр хутшӑнакана палӑртнӑ, иккӗмӗш вырӑн — 2 хутшӑнакана панӑ, виҫҫӗмӗшне — виҫӗ хутшӑнакана. Тепӗр тӑватӑ хутшӑнаканӗ хавхалану парниллӗ пулӗҫ. Унсӑр пуҫне, чыслава килнисен йышӗнче пылак парнесем те выляттаратпӑр!
Кам мала тухнисене каламастпӑр терӗмӗр пулин те, икӗ номинацири ҫӗнтерӳҫӗсене пӗлтересех пулать. Пӗри вӑл — «Куракансен кӑмӑлне кайнӑ ӗҫ». Ку номинацине Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫри ача пахчине ҫӳрекен 6 ҫулти Тельцова Ариадна тивӗҫрӗ.
ПУШ | 12 |
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшпе 11-меш кунсем хушшинче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• ЧНК пресс-ҫыруҫипе Зоя Яковлевӑпа пулса тухнӑ пӑтӑрмах пирки каласа патӑмӑр;
• 6 уйӑхри ача мӗнле сӑлтава пула вилнӗ амашӗ ҫумӗнче икӗ кун ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Пирӗн тӑрӑхри хӑш прокурора Путин хушӑвӗпех ӗҫрен кӑларнине пӗлме пултартӑр;
• Иркутск облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ те чӑвашсене пулашма хатӗрри ҫинчен систертӗмӗр;
• Марина Карягина мӗнле ҫӗнӗ стиле алла илме шут тытни те пире кӑсӑклантарчӗ;
• Воспитательсемпе вӗрентекенсен ӗҫ укҫин чӑн виҫине пӗлтертӗмӗр;
• Трак Енри «Чӑваш пикинче» кам ҫӗнтенине пӗлме пултартӑр;
• Халах юррисене сахал мар ҫырса илнӗ Земфира Яковлевӑна мӗнле тава тивӗҫлӗ ят пани пирки хыпарларӑмӑр;
• «Асамат & Шевле» журнал укҫа ӗҫлесе илме мӗнле май туса панине пӗлме пултартӑр;
• Алексей Кизилов тухтӑра мӗнле ӑшӑ пукан лекни ҫинчен те каласа патӑмӑр.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать.
«Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ.
Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ.
Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ.
Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикинче пысӑк экологи квесчӗ иртӗ. Вӑл «Заповедная страна» ятла пулӗ. Ӑна Раҫҫейри Экологи ҫулталӑкне халаллӗҫ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑййа 7-8-мӗш классенче вӗренекен шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Квест икӗ тапхӑрпа иртӗ. Пӗрремӗшӗ – теори пайӗ. Унта ачасем уйрӑмах сыхлакан ҫутҫанталӑк территорисене пырса тивекен ыйтусене хуравлӗҫ.
Иккӗмӗш тапхӑр – практика пайӗ. Унта шкул ачисем пилӗк станципе ҫыхӑннӑ заданисене пурнӑҫлӗҫ: «Сӑрҫи» заповедник, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Ӳнер станцийӗ», «Угадай ООТП», «Загадочная станция».
Квестра хӑш команда нумайрах балл пухать – ҫавӑ ҫӳнтерӳҫӗ пулать. Ҫӗнтерӳҫе тата призерсене дипломпа чыслӗҫ.
Квеста хутшанас тесен заявкӑна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен памалла.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Канаш районӗнчи Пикшихри культура ҫуртӗнче «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурс иртнӗ.
Районти пур ялтан тенӗ пекех чӑваш ҫи-пуҫне илсе пынӑ: хӗрарӑмсемпе арҫынсен авалхи пир кӗписене, сурпансене, хуҫалӑхра усӑ курнӑ савӑт-сапана... Ӗлӗкхи тата хальхи вӑхӑтра ӑсталанӑ хушпупа тухьян уйрӑмлӑхне тимлӗ куракансем тӳрех асӑрханӑ.
Жюрире Чãваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Чãваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗ, халӑх ӑстисен ассоциацийӗн ертӳҫи Зинаида Воронова тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн кафедра ертӳҫи Раиса Васильева пулнӑ.
Уява Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗнчи «Шӗкӗр», Кошнаруй культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем», Татмӑшри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Татмӑш ен», Хирти Катекри «Шевле» ушкӑнсем илем кӳнӗ.
«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва сахал мар ӗҫ ярса панине шута илсе хаклав ӗҫне эпир икӗ тапхӑра пайлас терӗмӗр. 1-мӗш тапхӑрта кашни ушкӑнра чи лайӑх 10 ӗҫе суйлатпӑр, 2-мӗш тапхӑрта вара ҫав 10 ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӑпӑр.
Паян вара сире пӗрремӗш тапхӑра палӑрнӑ ӗҫсемпе паллаштарас тетпӗр. Ярса панӑ ӗҫсене эпир 5 ушкӑнпа хакланӑ май пурӗ 50 ӗҫ суйласа илтӗмӗр. Кашнине ятран асанса тӑмӑпӑр, списокпа эсир ҫак каҫӑпа паллашма пултаратӑр. Палартма кӑмӑллӑ, суйласа илнӗ ӗҫсен хушшинче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартисем те пур, районтисем те, тулашрисем те. Списока хальлӗхе хушаматсем тӑрӑх йӗркеленӗ.
Кам-кам ҫӗнтернине ҫывӑх вӑхӑтра палӑртма шутлатпӑр. Кун пирки хыпарланӑ хыҫҫӑн чыслав кунне хӑҫан ирттерессине пӗлтерӗпӗр. Каласа хӑварас пулать — 1-мӗш тура тухнисем пурте пирӗнтен парнесене тивӗҫӗҫ (ҫав шутра пӗрремӗш, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнайманнисем те). Кам мӗнле вырӑн йышӑннине чыслав вӑхӑтӗнче пӗлтерӗпӗр, ҫапла май сире валли кӑшт интрига хӑварас кӑмӑллӑ эпир.
Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?
Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар. Шӑп та лӑп видео техникипе усӑ курса сӑвва чи лайӑх каланине ҫырса илмелли. Ӳкер эс ӑна пӗр виҫӗ-тӑватӑ хут та кайран суйласа чи лайӑххине ярса пар. Кулленхи пурнӑҫра та ҫак ҫынсем ман шутпа ячӗшӗн кӑна пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир вырӑссем пек те тутарсем пек те аталанаймастпӑр. «Ячӗшӗн» пурӑнатпӑр...
Пӗр япалана эп ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Хӑш-пӗр ӗҫре видео ҫырнӑ вӑхӑтра вӗрентекенсен сассисем те ҫырӑнса юлнӑ. Леш, хайхи «Начали» текеннисем. Калас пулать — чӑвашла ирттерекен конкурссене 99% чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |