Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре Марина Карягина вулавӗсем иртнӗ. Паллӑ тележурналистӑн, сӑвӑҫӑн, драматургӑн кун пек мероприятийӗ кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут иртнӗ. «Эпир те, шупашкарсем, айккинче юлмастпӑр, ҫулсерен ҫыравҫӑсемпе, артистсемпе, ӑсчахсемпе ачасене хавхалантарма,ҫӗнтерӳҫӗсене парне пама тухса каятпӑр — ача чухне курни-туйни ӗмӗрлӗх вӗт вӑл!» — тет пур енлӗн ӑста автор. Унтан вӑл вулава ирттерме вӗрентекенсем пысӑк тӳпе хывнине палӑртать.
Ӑмӑртӑва Патӑрьел районӗнчи шкулсенчи 40 ытла ача пуҫтарӑннӑ. Вӗсене ҫулне кура 3–4-мӗш классене, 5–7-мӗшсене, 8–9-мӗшсене уйӑрнӑ. Вулава пухӑннисем сӑвӑ кӑна мар, калав, «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагеди сыпӑкӗсене те вуланӑ. «Пӗри «Ҫуралнӑ кун» калава пӗтӗмпех пӑхмасӑр каласа парса тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ! Тата тепри чӑваш алфавитӗнчи мӗнпур саспаллирен пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан юмах-тӗрленчӗксен кӗнекинчи М саспаллирен кӑна пуҫланакан сӑмахсенчен тӑракан калавпа шалт тӗлӗнтерчӗ!» — каласа кӑтартрӗ вулав пирки Марина Карягина. Сӑмах май, юрра хывнӑ унӑн юррисем те янӑранӑ.
Шупашкарти ача пахчи Раҫҫейри чи лайӑххисен йышне кӗни чӑннипех те пысӑк ҫитӗнӳ. Вӑл ҫак списока лекнине ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
«Пуласлӑх шкулӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри V вӗренӳ канашлӑвӗ Питӗрте чӳк уйӑхӗн 15-27-мӗшӗсенче иртнӗ. Шӑпах ҫавӑнта «Раҫҫейри чи лайӑх 100 шкул» тата «Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» конкурссен лауреачӗсене чысланӑ.
«Раҫҫейри чи лайӑх 100 ача пахчи» список йышне Шупашкарти 19-мӗш ача пахчи лекнӗ. Ку – пысӑк хисеп.
Доброволецсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Э.Э. Феизов ячӗллӗ Шӑнкӑртамри шкулта «Лучший волонтерский отряд – 2016» (чӑв. Нимелле ӗҫлекен чи лайӑх отряд — 2016) «Мирлӗ пӗлӗт айӗнче!» девизпа районти конкурс иртнӗ. Ӑна «Хӑв хыҫҫӑн йӗр хӑвар…» конкурсла шоу евӗр хатӗрленӗ.
Конкурса районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи чи хастар 10 нимеҫӗ (волонтер) отрячӗ хутшӑннӑ. Вӗсен пайташӗсем — 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ҫамрӑксем. Ҫавсем кӑҫал «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн мероприятийӗсене питӗ хастар хутшӑннӑ.
Районти конкурсра малти вырӑна Хирти Пикшикри ушкӑн тухнӑ, Ҫӗньялти тата Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти нимеҫӗсем, виҫҫӗмӗшне Тутар Сӑкӑтрисем ҫӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Юрий Притиск фотограф «Чи илемлӗ ҫӗршыв» пултарулӑх конкурсӗнче авӑн уйӑхӗнчех финала тухнӑ. Халӗ вара унӑн «Берег шакалов» (чӑв. Шакалсен ҫыранӗ) фотоӗҫӗ «Мир в наших руках» (чӑв. Тӗнче пирӗн алӑра) номинацире чи провокацилле фотоӗҫ евӗр мала тухнӑ. Сӑнӳкерчӗке вӑл анлӑ Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче ӳкерсе илнӗ.
Конкурса 110 пине яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Малтанласа 13 номинаципе ҫирӗмшер ӗҫе суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсем, ҫав шутра Ҫӗнӗ Шупашкарти фотографӑн та, Мускав урамне илем кӳрӗҫ — ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшенчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен ҫӗршывӑн тӗп хулинчи бульварсене капӑрлатӗҫ. Унта Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ те тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ, Шупашкарпа мӑнаҫлӑн паллаштарӗ.
Хӗл Мучи ачасен ҫырӑвӗсене йышӑнма тытӑннӑ. Ун патне 7–16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ.
Пултарулӑх конкурсӗ чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл Мучие хӑйсен ӗмӗчӗ пирки пӗлтерме, ҫулталӑкра тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен пултараҫҫӗ. Конкурс икӗ номинаципе иртӗ: литература хайлавӗ (сӑвӑ, калав, юмах, эссе) тата Ҫӗнӗ ҫулхи открытка. Чи лайӑх ӗҫсене Шупашкар хулин музейне парӗҫ.
Чи лайӑх ӳкерчӗк салам открытки ҫинче пулӗ. Ӑна Шупашкарти почтӑсенче туянма май пулӗ. Ӗҫсене ҫак адреспа ямалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 2-мӗш ҫурт, Хӗл Мучие. Е Маяковский ячӗллӗ вулавӑша илсе килмелле.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти 4-мӗш гимназире хулари 5-6 классенче вӗренкенсем хушшинче «Маттур ачасем» ятлӑ чӑвашла квест-вӑйӑ иртнӗ. Ку вӑййа Шупашкарти чӑваш чӗлхипе литература вӗренекенӗсен ассоциаци пӗрлешӗвӗн «Вӗренӳри ҫӗнӗлӗхшӗн» ушкӑнӗ тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 4-мӗш гимназире ӗҫлекен чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ шкулсенче вӗренекенсем пӗр-пӗринпе тупӑшса ҫӑмӑл мар, кӑсӑклӑ ӗҫсем пурнӑҫланӑ. Квест-вӑйӑ «Килти ӗҫ» пайран пуҫланнӑ. Кунта шкулсем хӑйсен ушкӑнӗсемпе паллаштарнӑ: команда ятне, девизне каланӑ, кашни ача хӑй мӗн ятлине, мӗнпе кӑсӑкланнине, мӗн юратнине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех командӑсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Пӗрисем ташласа, теприсем юрласа, виҫҫӗмӗшӗсем сӑвӑ каласа панӑ. Вӑйӑра хутшӑнакан ушкӑнсем «Ваттисен сӑмахӗсен, тупмалли юмахсен тӗнчи» станцире пулнӑ, «Пултаруллӑ ачасем» станцире чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрӑсен йӗркисене аса илнӗ. «Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем» станцире Чӑваш Республикин паллӑ ҫыннисене, «Вӑрманта ҫырлара...» станцире чӑваш вӑрманӗсенчи йывӑҫ-курӑксене, кайӑксене, чӗр-чунсене аса илнӗ, «Пулӑра» станцире «пулӑ тытса» тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫланӑ, «Ман тӑван хулам» станцире юратнӑ хула ҫинчен панӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Албанире пӗтӗм тӗнчери «Мисс Глобал» илемлӗх конкурсӗ иртнӗ. Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен Юлия Полячихина унта топ-10 чиперуксен йышне кӗнӗ.
Финалта чи малтан подиум ҫине наци тумӗсемпе тухнӑ. Унтан шыва кӗмелли тума тата уяв кӗпине кӑтартнӑ. Кӑҫал конкурсра малти вырӑнсене хура ҫӳҫлӗ пикесем йышӑннӑ. Мала Инди хӗрӗ тухнӑ. Унтан Колумбипе Албани пикисем палӑрнӑ.
Юлия Полячихина конкурсра ытти ҫӗршыври пикесемпе туслашнӑ. Казахстанри, Эстонири, Украинӑри, Арменири, Хорватири хӗрсемпе пӗр чӗлхе тупнӑ вӑл.
Сӑмах май, Юлия Полячихина кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ», «Чӑваш Енри вице-топ моделӗ» ятсене ҫӗнсе илнӗ.
Канмалли кунсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӑваш пики» конкурс иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе улттӑмӗш хут пулнӑ. Кӑҫал конкурса Ханты-Манси тата Ямал-Ненецк автономи округӗсенчен, Мурманск хулинчен, Самар, Чӗмпӗр, Тӗмен облаҫӗсенчен, Тутар, Пушкӑрт, Крым Республикисенчен килнӗ. Тата, паллах, Чӑваш Ен пикисем пулнӑ.
Хӗрсем пилӗк конкурсра тупӑшнӑ. Малтан хӑйсемпе паллаштарнӑ, унтан ӑс-хакӑл конкурсӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн пикесем чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, чӑваш тумӗпе паллаштарнӑ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Чӑваш пики» ята Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчен килнӗ Ксения Романова тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна та тулай чӑвашӗ йышӑннӑ: Пушкӑртстанри Елена Садыкова. «Чи хӳхӗм пике» номинацире Крым пики Ксения Сергеева мала тухнӑ. Куракансем Канаш районӗнчи Мила Яковлевӑна килӗштернӗ. «Ҫепӗҫ пике» — Элӗк районӗнчи Нелли Львова, «Ӑс пике» — Пушкӑртстан пики Дарья Степанова. Кӑҫал жюри пайташӗсем «Чӑваш Ен тулашӗнчи чи пултаруллӑ пике» номинацире те палӑртма шухӑшланӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ангелина Адамовӑпа Ямал-Ненецк автономи округӗнчи Екатерина Сафронова ҫӗнтернӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра «Семья года – 2016» (чӑв. Ҫемье ҫулталӑкӗ — 2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фонд йӗркеленӗ ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 79 регионӗнчи 294 ҫемье хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышран 79-шне ҫулталӑк ҫемйи ят панӑ.
Чӑваш Ене ҫӗршыври конкурсра Шупашкарти Надеждинсем хӳтӗленӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье пиллӗкмӗшне усрама илнӗ. Вӑл «Созвездие» ача пахчине инклюзивлӑ ушкӑна ҫӳрет. Надежлинсене конкурс йӗркелӳҫисе «Семья – хранитель традиций» (чӑв. Ҫемье — йӑла-йӗркене упраканӗ) номинацире чысланӑ.
Маларах «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекен пулман.
Ҫак кунсенче «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫав вӑхӑтрах юрласа-ташланӑ, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.
Мероприяти ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче иртнӗ. Парламентари унта хутшӑнакансем хатӗрленӗ портфолиопа паллашнӑ, ачасен ӳкерчӗкӗсен конкурсне хакланӑ.
Ҫемьесем пур номинацире те лайӑх енчен палӑрнӑ. Кӑҫал вара Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекенни пулман. Ашшӗ-амӑшне ЧР Элтеперӗн Тав хутне панӑ тата «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медаль тыттарнӑ.
Ҫемьесене чысланӑ хыҫҫӑн концерт пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |