Ҫӗрпӳ районӗнче хӑй вӑхӑтӗнче пулнӑ ырӑ йӑларан пӗрне, ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи механизаторсемпе комбайнерсем, водительсем хушшинчи конкурса, чӗртсе тӑратнӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнчен пуҫарса янӑ. Ӑмӑрту юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене чи нумай лаптӑк сухалани, чи нумай лаптӑк ҫинчен вырса илни, тоннӑпа илсен чи нумай турттарни тӑрӑх хаклаҫҫӗ. Пӗтӗмлетӗве эрнесерен палӑртса пырӗҫ. Конкурсҫӑсен агротехника тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене те пӑхӑнмалла, ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗпе ӗҫ дисциплини пирки те манмалла мар. Конкурсӑн пӗтӗмӗшле ҫӗнтерӳҫине ӗҫҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗҫ.
Сӑмах май каласан, иртсе кайнӑ эрнери ӗҫ-хӗл тӑрӑх ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ та. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков вӗсене вымпелсем парса хавхалантарнӑ. «ВДС» тулли мар яваплӑ обществӑри Изосим Романов малта пыракан механизатор пулса тӑнӑ, «Авангард» «Ҫӗрпӳ беконӗ» обществӑн филиалӗнчи Николай Казаков — чи лайӑх комбайнер, «Колос» федерацин патшалӑх хысна предприятийӗнчи Александр Ильин — чи лайӑх водитель.