Спортпа туслӑ ҫынсем сывлӑхпа та самаях ҫирӗп. Иртнӗ вырсарникун, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Мускав хулин кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Раҫҫей шайӗнчи талӑк чупас енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва пирӗн ентеш те хутшӑннӑ авӑ мӗн — Канаш хулинче пурӑнакан Василий Дюкин. Унпа пӗрлех Раҫҫейри халӑхсен туслӑхӑн университечӗн стадионӗнче 24 сехет хушши 50 ҫын чупнӑ.
Вара ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пирӗн ентеш 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 55–59 ҫулхи арҫынсем хушшинчи категорире вара Василий Дюкин ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.
Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетика сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх талӑкӗпе чупас ӑмӑртӑвӑн ҫӗнтерӳҫи — Саха-Якути республикинче пурӑнакан Андрей Бурнашев — пирӗн етешӗмӗртен 29 ҫухрӑм ытларах чупнӑ. Унӑн результачӗ — 218 ҫухрӑм.
Акан 1-мӗш кунӗнче Раҫҫейре яш-кӗремсене ҫуркуннехи ҫара илес тапхӑрӗ хӑйӗн ӗҫне пуҫларӗ. Паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче медкомисси тухнӑ ҫамрӑксем пулас ҫар салтакӗсем пухӑннӑ тӗп вырӑна, Канаш хулине килсе ҫитнӗ. Ҫара илес ӗҫпе явапли — Козюр Сергей Александрович пӗлтернӗ тӑрӑх Канаша пухӑннӑ ҫамрӑксене ҫар хӗсметне иртерме Центрпа, Хӗвелтухӑҫ ҫар округӗсене илсе каяҫҫӗ.
Яш-кӗремсен медосмотрӗ пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх 2013 ҫулта ҫар хӗсметне сывлӑх начарине кура кайма пултарман ҫамрӑксен шучӗ 50 каччӑ ҫеҫ, 800 каччӑ ытлах пӗлтерӗшлӗ мар кӑлтӑксемпе ҫар хӗсметне кайма хатӗр. Вӑхӑтлӑха ҫара кайма пултарманнисен шучӗ вара 100 ҫамрӑк.
Кӑҫалхи ҫара 2 500 ҫамрӑкран 700 яш-кӗрем ҫар хӗсметне кайма хатӗр имӗш. Паянхи куна 500 яш-кӗрем ҫара каймалли ӗнентерекен хута илме ӗлкерне, ҫитес кунсенче вӗсем те Канаша ҫитӗҫ. Ыттисем вара ҫулне тата ытти сӑлтавӗсене пула ҫар хӗсметне халлӗхӗ каяймаҫҫӗ.
Чӑваш Республикинче паянхи кун та самаях ҫивӗч ыйту вӑл — шкула ҫулне ҫитмен ачасене ятарлӑ учрежденисене вырнаҫтарасси. Кӑҫалхи ҫулпа тӳр килсе республикӑра 1-7 ҫулхи ачасен проценчӗ 70,6% таранах ҫитет. Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтарту тӑрӑх ача пахчине вырнаҫма черет тӑракансен шучӗ 1,5 ҫултан иртнӗ 16 432 ача, вӗсенчен 91,3% 1,5–3 ҫула ҫитнӗ пепкесем.
Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе кӑҫал Чӑваш Енре 8 ҫӗнӗ ача пахчи хута ярас ӗҫ вӗҫленнине паллӑртнӑ, унсӑр пуҫне тата виҫҫӗшӗ реконструкци хыҫҫӑн хӑйӗн ӗҫне пуҫламалла. Ҫак ӗҫ-пуҫа пула ача пахчисенче 1 743 ҫӗнӗ вырӑн тупӑнӗ. Республикӑри вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх тӗллеве пурнӑҫлама республика хыснинчен 366,6 млн., вырӑнти укҫа-тенкӗрен 140,4 млн укҫа уйӑрмалла.
Шупашкар хулинче пӗтӗмпе 2 ача пахчи уҫӑлӗ (475 вырӑн), ыттисем ҫак тӑрӑхсенче ӗҫлеме пуҫламалла: Комсомольски районӗнче — 2, Кӳкеҫре (Шупашкар районӗ, 240 вырӑн) тата Йӗпреҫпе Елчӗк (95 вырӑн) районӗсенче — пӗршер ача пахчи.
«Канаш ен пики» конкурсра ҫӗнтернӗ Ҫӗнӗ Шӗлттем хӗрӗ Алиса Чайникова иртнӗ шӑматкун республика шайӗнчи «Чӑваш пики» ӑмӑртура та хӑйне маттур кӑтартма пултарчӗ, «Чӑваш пики–2013» ята ҫӗнсе илчӗ.
Пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртнӗ ӑмӑртӑва Алисӑсӑр пуҫне тата 13 хӗр хутшӑнчӗ, вӗсем Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен тата Елчӗк, Етӗрне, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Тӑвай, Улатӑр, Элӗк районӗсенчен пулчӗҫ.
Ӑмӑртури ытти чыславсем ҫак хӗрсене лекрӗҫ:
• Вице-Чӑваш пики–2013 — Лилия Петрова (Етӗрне районӗ);
• Куракансен кӑмалне кайнӑ пике — Екатерина Козлова (Муркаш районӗ);
• Ҫепӗҫ пике — Елена Рыжова (Канаш хули);
• Ӑс пике — Мария Шемякина (Йӗпреҫ районӗ);
• Хӳхӗм пике — Татьяна Константинова (Тӑвай районӗ);
• «Ю-ТВ» пики — Алиса Чайникова.
Канаш районӗнчи Асхва ялӗнчи культура керменӗнче «Канаш ен пики — 2013» конкурс иртнӗ. Ӑна чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе, тумӗпе, юрри-ташшипе, апачӗпе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелеҫҫӗ.
Кӑҫал унта 16 ял тӑрӑхӗнчен 17-25 ҫулсенчи 17 пике хутшӑннӑ. Чиперккесем ал ӗҫӗ тӑвас, апат пӗҫерес, юрлас-ташлас енӗпе ӑмӑртнӑ, анлӑ тавра курӑмлӑ пулнипе савӑнтарнӑ. «Канаш ен пики — 2013» ята Ҫӗнӗ Шелттем ял тӑрӑхӗнчи Алиса Чайникова ҫӗнсе илнӗ. Ӑвӑспӳрт Кипечри Наталия Митрофановӑна вара жюри членӗсем «Хӳхӗм пике» тесе палӑртнӑ. Уҫырмари Ольга Николаева «Ҫепӗҫ пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Янкӑлчри Анастасия Патшина ӑс-хакӑл енӗпе пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Шӑхасанти Елена Кирилловӑна вара куракансем ытларах килӗштернӗ. Пултаруллӑ хӗр-упраҫа тав ҫырӑвӗсемпе, парнесемпе чысланӑ.
«Чӑваш пики — 2013» Шупашкарта вара пушӑн 23-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ.
Чукун ҫул ҫинчен ӳпӗннӗ вакунсенче кӑмрӑксӑр пуҫне мазут тата чул катӑкӗсем турттаракансем те пулнӑ. Мазут цистерни хӑяккӑн выртнӑран ун анинчен унти шӗвек юхса тухнӑ иккен. Пурӗ 50 тӑваткал метр ҫӗр сиенленнӗ, хӑй цистерни юсавлах.
Чӑваш Ен Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх Михаил Игнатьева кунти лару-тӑрӑва сӑнасах тӑрать. Пӑтӑрмах вырӑнӗ тӗлне Чӑваш Республикинчи инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров ҫитнӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх пурӗ 100 метр чукун ҫул тата электропередача линийӗн юпи сиенленнӗ. Пӑтӑрмаха сирес тӗлӗшпе пурӗ ҫӗре яхӑн РЧҪ ӗҫченӗ вӑй хурать, 20 яхӑн урапаллӑ техника ӗҫлет. Канашпа Арсамасран 4 юсав пуйӑсӗ килмелле.
Ҫӗмӗрле районӗнчи пӑтӑрмах тунӑ сиене ирхи 4 сехет тӗлне юсаса ҫитересшӗн. Хальлӗхе пуйӑссем Канаш–Красный узел–Арсамас урлӑ пӑрӑнса иртеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тавар пуйӑсӗ юр хыракан составпа сӗртӗнсе ҫапӑннине пула пулнӑ.
Паян, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнче 207-мӗш тавар пуйӑсӗн кӑмрӑкпа тиенӗ 13 вакунӗ ӳпӗннӗ. Пӑтармах Чулхула чукун ҫулӗн 609-мӗш ҫухрӑмӗнче пулса иртнӗ.
Чӑваш Енри ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр ҫын та аманман, анчах пуйӑссем ҫӳремелли ҫул икӗ еннеле те юрӑхсӑра тухнӑ. Пӑтӑрмаха сирме Канашпа Арсамасран (Чулхула облаҫӗ) юсавпа тӳрлетекен пуйӑссем тухнӑ та ӗнтӗ.
Кӑмрӑкпа тиенӗ вакунсем мӗнле салтава пула ӳпенни хальлехе паллӑ мар-ха.
Иртнӗ эрнекун, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте банкомат уҫӑлчӗ. Енчен те хуласемпе район центрӗсенче хальхи пурнӑҫра ку япалана кашни утӑмра курма пулать пулсан — ялсенче вӗсене сайра хут ҫеҫ тӗл пулӑн-ха. Ку енчен Урмаелсемшӗн савӑнмалла ҫеҫ — халь ӗнтӗ вӗсем шалу е пенси укҫине Комсомольскине (ялтан пӗр ҫухрӑмра ларать пулин те) каймасӑрах илме пултарӗҫ.
Банкомата Перекет банкӗ ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑна лартнӑ — ял варринче вырнаҫнӑ пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн офис ҫуртӗнче. Лавккасем ҫумра, ҫулӗ юнашар.
Раҫҫей Перекет банкӗн Канашри 7507-мӗш уйрӑмӗн (районпа ҫак уйрӑм ӗҫлет) ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх Комсомольски районӗнче пурӑнакансен аллинче пурӗ 8 446 карточка иккен. Ҫак тӑрӑхри халӑха укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме пурӗ 2 банкоматпа 3 терминал вырнаҫтарнӑ. Урмаелти — 3-мӗш банкомат пулса тӑчӗ.
Ку ӑмӑртӑва эпир пӗлтӗрех пуҫласаччӗ, анчах, шел те, шкулсене ҫитерме май пулманран ӗҫсене сахал ярса пачӗҫ — конкурс пирки пирӗн сайтра паллашнисем ҫеҫ хутшӑнчӗҫ ун чухне. Ҫавӑнпа та «Асамлӑ хӗҫ» комикссен ӑмӑртӑвне эпир малалла тӑсас терӗмӗр!
Ярса панӑ ӗҫсене кунта вырнаҫтартӑмӑр. Эсир Ширяева Наташӑпа Сергеева Дашӑн (Канаш), Парфирьев Павел, Григорьева Ксения, Антонова Юлия, Смирнова Светлана, Иванова Дарья (пурте — Шупашкартан) ӑсталанӑ комикссемпе паллашма пултаратӑр. Енчен те эсир ярса панӑ ӗҫ вӗсен хушшинче ҫук пулсан — тепӗр хут ярса парӑр (мӗн пуррине пӗтӗмпех вырнаҫтарса).
Ӑмӑртӑва пуҫарса эпир ачасемпе ҫамрӑксен ӳнер пултарулӑхне аталантарас, ҫӗр-шыв историне тӗпчесе тишкерес, ушкӑнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарас тата ҫутҫанталӑкпа тӑван тавралӑх пулӑмӗсене ӳкерчӗк мелӗпе уҫса пама вӗрентес тӗллев латрасшӑн.
Конкурса 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр ӗҫе темиҫен пӗрлешӗнсе тума та юрать: пӗри, сӑмахран, сюжет хатӗрлет, тепри — хитре ӳкерет, виҫҫӗмӗшӗ калаҫу сӑмахӗсене йӗркелет.
Ярӑславри Валентина Федоровна Яковлева (хӗр чухнехи хушамачӗ Карсакова) юпан 30-мӗшӗнче 90 ҫул тултарчӗ.
Хӑйӗн ӳсӗмӗнчи ытти нумай-нумай тантӑшӗсем пекех, хура-шурра сахал мар курнӑ вӑл. 1922 ҫулта Ярӑславра ҫуралнӑскер, пӗчӗкренех ӗҫе хӑнӑхса ӳснӗ вӑл. Васан шкулӗнче 7 класс пӗтерсен Мускаври бинтсем туса хатӗрлекен комбината ӗҫлеме кайнӑ. 1941 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин вучӗ алхасма пуҫласан тӑван яла таврӑнса колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Валентинӑна тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр таврашне окоп-траншея чавма янӑ. Унта шартлама сивӗре лум-кӗреҫепе, выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӗҫленӗ. Унтан таврӑнсан ирҫе хӗрне, унӑн тракториста вӗренес ӗмӗт пуррине шута илсе, Канаш хулине механизатора вӗренме направлени панӑ. Унта удостоверени илсен Шӑмӑршӑри машинӑпа трактор станцийӗнче (МТС) комбайнсем юсакан цехра вӑй хунӑ.
Арҫынсемпе юнашар ӗҫлесе Валя вӗсенчен, опытлӑ механизаторсенчен, техника вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшнӑ. «Техника тӗлӗшпе тавҫӑруллӑ эсӗ, часах хӑв тӗллӗнех комбайнпа та, тракторпа та ӗҫлеме пуҫлӑн акӑ», — хавхалантарнӑ ӑна ӗҫтешӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |