Ӗнер Патӑрьел районӗнче ҫӗнӗ шкул уҫӑлни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Тӗрӗссипе, шкул кӑна мар, ача-пӑча пахчи те ӗнер уҫӑлнӑ. Вӑл Канашра ӗҫлеме тытӑннӑ.
«Хутӑш енлӗ 19-мӗш ача-пӑча пахчи» ят панӑ учреждение хута янине пула Канашра 3 ҫултан аслӑраххисем черетре тӑракан шӑпӑрлансем юлман та иккен. «Раҫҫей Президенчӗ шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине кайма черет тӑракансен черетне пӗтерме тӗллев лартни пурнӑҫланса пырать», — тенӗ ача-пӑча пахчине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ятпа ирттернӗ мероприятие хутшӑннӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. «Эпӗ сирӗн ачӑрсемшӗн хавасланатӑп», — палӑртса хӑварнӑ Михаил Васильевич.
Канаш хула администрацийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Людмила Иванова юлашки 22 ҫул хушшинче хулара ҫӗнӗрен ача-пӑча пахчи туса лартни халӗ пӗрремӗш хут иккенне асӑнса хӑварнӑ.
Сӑнсем (26)
Криминалпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене вуласан тек тӗлӗнмелли пулмассӑнах туйӑнать. Ҫук вӗт, тем шухӑшласа кӑларакан та, тем хӑтланакан та пур.
Акӑ, ҫак уйӑхра Канашра пулса иртнӗ тӗслӗх. Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче мӑшӑрсем туй тунӑ. Тепӗр кунне 24-ри каччӑ (эх, мӑнтарӑн тесси кӑна юлать) ӳсӗр пуҫпах руль умне ларса тухнӑ. Тата машини хӑйсен те пулман. Проката илнӗскер. Унпа пӗрле арӑмӗ те пулнӑ. Нумай кайнӑ-и, сахал-и, анчах часах Канашри автостанци хуралтине пырса тӑрӑннӑ. Ҫакна асӑрханӑ хуралҫӑ полицейскине пӗлтернӗ. Каччӑ машинине лартсах вырӑнтан тарса пытаннӑ. Хуҫасӑр машинӑна курса йӗрке хуралҫисем эвакуатор чӗнтернӗ. Машинӑсӑр тӑрса юлассине ӑнланнӑ каччӑ сиксе тухнӑ. Транспорта тиеттересшӗн килменнипе хирӗҫме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл йӗрке хуралҫисенчен пӗрне пуҫӗпе ҫапнӑ. Савнӑ ҫыннине хӳтӗлеме ҫамрӑк арӑм та пырса ҫитнӗ. Ӳсӗр пулин те упӑшкишӗн кар тӑрнӑ вӑл. Халӗ хӗрсем артан ирттереҫҫӗ те, полицейскисене хӗрарӑм ним мар тапса-ҫапса пӗтернӗ. Йӗрке хуралҫипе ҫапӑҫнӑшӑн ӑна маларах та условлӑ майпа айӑпланӑ пулнӑ иккен.
Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.
Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.
Кӗр кунӗсене ярса пусса ӗлкӗреймерӗмӗр — гриппа тата респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе чирлекенсем тупӑннӑ та. Иртнӗ эрнере ҫавӑн йышшисен хисепӗ унчченхи эрнеринчен 33 процент ӳснӗ. Респираторлӑ вирус инфекциӗпе асапланакансене пӗр эрне хушшинче 7,5 пин ытла ҫынна шута илнӗ, вӗсенчен 77 проценчӗ — ачасем.
Чирлекенсен йышӗпе хуласем — Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле — уйрӑмах «палӑрса» тӑраҫҫӗ. Пульницӑна 137 ҫынна хунӑ, вӗсенчен 91,2 проценчӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем. Парагрипп текен чире Шупашкарта виҫӗ тӗслӗх тупса палӑртнӑ, аденовируса Ҫӗрпӳ районӗнче пӗр ҫынӑнне асӑрханӑ.
Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра наци телеканалӗн кӑларӑмӗсене тата темиҫе ял-хулари кабель телевиденийӗ урлӑ курма пулӗ. Енчен те хальччен чӑвашла кӑларӑмсемпе ҫутатма йӗркеленӗ телеканала Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка хулисемпе Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес посёлокӗсенче ҫеҫ курма май пулнӑ пулсан малашне вӗсен йышне Канашпа Етӗрне, Ҫӗмӗрлепе Улатӑр хулисем тата Вӑрнарпа Йӗпреҫ посёлокӗсем хушӑнмалла. Унсӑр пуҫне, малтанхи пекех, ҫак телеканалпа «Ростелеком» УАО провайдерпа усӑ куракансем паллашма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Радиокӑларӑмсем чӑн та чӑвашла итлеме кӑмӑллакансемшӗн пысӑк парне пулса тӑнӑ пулсан, телекӑларӑмсенче шел пулин те чӑваш чӗлхи валли вырӑн хальхи вӑхӑтра сахалтарах тупӑнать.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка ҫулсенрен иртекеннисен йышне кӗрет. Кунашкал суту-илӗве республикӑн кашни кӗтесӗнче йеркелеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар — Шупашкартах, ав, вӑхӑтлӑх ял хуҫалӑх пасарӗ валли уйӑрнӑ вырӑнсем темиҫе теҫетке ытла. Пирӗн республикӑра ӳстернӗ апат-ҫимӗҫе туянас тесен ҫак телефонсемпе шӑнкӑравласа пӗлме пулать: Шупашкар — 23-50-55, 23-50-59, 23-50-57; Ҫӗнӗ Шупашкар — 73-72-04, 74-56-66; Канаш — (835-33) 2-27-01; Ҫӗмӗрле — (835-36) 2-28-16; Улатӑр — (835-31) 2-00-19, 2-02-70.
Ҫулсерен иртекен пасарсем чылай тӑрӑхра авӑнӑн 7-мӗшӗнтенпе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ыран, авӑнӑн 15-мӗшӗнче, уҫӑлмалла.
«Кӗр парнисем — 2013» яркӑркка Тӑвайра та иртӗ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче вӑл ял тӑрӑхӗсем хушшинчи культурӑпа кану центрӗ умӗнче иртмелле. Ярмӑрккӑра ытти ҫулсенчи пекех ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫсен хунавӗсемпе тӗмсем, районта туса илекен паха ял хуҫалӑх продукцийӗ, халӑха кирлӗ таварсем сутӗҫ, ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем ҫитӗнтернӗ продукцисен, уйрӑм усламҫӑсем тӑратнӑ изделисен, ӑстасен ӗҫӗсен куравӗсене йӗркелӗҫ. Унсӑр пуҫне халӑха савӑнтарма концерт, театрализациленӗ представлени пулӗ.
Ҫӗнӗ кун ҫул-йӗрте тухакан инкексемсӗр вӗҫленмест тейӗн, ҫавӑн йышши пӑтӑрмахсем ҫинчен хыпар агенствийӗсем ҫине-ҫине пӗлтерсех тӑраҫҫӗ.
Ак, эрнекун, ҫурлан 30-мӗшӗнче те «Ҫӗрпӳ–Канаш» трассинче чӗретлӗ пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫул-йӗр инкекӗ «99-мӗш» урапан водителӗ айӑпӗпе пулса иртнӗ. Хайхи арҫын умӗнче пыракан урапана иртсе каясшӑн пулнӑ, ҫакна пула хирӗҫле килекен ҫул пайӗ ҫине тухса кайнӑ, «Форд Фокус» тата «ВАЗ-2111» маркӑллӑ урапасемпе ҫапӑннӑ.
Сиксе тухнӑ инкеке пула «99-мӗш» урапара ларса пыракан пассажир вилнӗ. Ӑна пульница леҫме ӗлкернӗ пулин те, вӑл вӑйлӑ суранланнине пула пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Иккемӗш пассажирпа водителӗ вара чӗрех юлнӑ, анчах йывӑр аманнӑ.
«Форд» урапинче 4 ҫын ларса пынӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — 29 ҫулхи водитель, 27 ҫулхи хӗрарӑм тата пӗр ҫулхи хӗр пӗрчи пульница лекнӗ. «ВАЗ–2111» маркӑллӑ урапа ҫинче ларса пыракан пӗр ҫулхи шӑпӑрлан тата хӗрпе каччӑ та аманнӑ пулнӑ. Республикӑри ШӖМре пӗлтернӗ тӑрӑх «ВАЗ-2111» урпара ларса пыракансем медицина пулӑшӑвне вырӑнтах илнӗ, хыҫҫӑн килелле таврӑннӑ.
Ҫурлан 31-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче ЧАССР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Эрнст Мокеев кинорежиссёрӑн куравӗ уҫӑлнӑ.
Эрнст Матвеевич 1936 ҫулта Канаш хулинче ҫуралнӑ. Пӗтӗм Союзри Кинематографин патшалӑх институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейри кино- тата телестудисенче ӗҫленӗ. Раҫҫей кинематографисчӗсен тата журналистсен союзӗн членӗ шутланать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Чӑваш Республикин Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине тивӗҫнӗ.
Э.М. Мокеев «Полярный лётчик», «Салам, Адыгея», «Водолазы», «Мужество», «Репетиция в воскресенье» тата ытти документлӑ фильмсен сценарийӗн авторӗ. Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ 100-е яхӑн киноорчерк авторӗ те вӑлах. Тӗслӗх вырӑнне хӑшне-пӗрне кӑна асӑнар: «Алтӑр», «Рядовой Харитонов», «Красный поезд», «Гобоист Анатолий Любимов», «Композитор Григорий Хирбю», «Поёт Ираида Вдовина», «Композитор Фёдор Васильев». Вӑл акварельпе ӳкернӗ «Манӑн Чӑваш Енӗм», «Нарспи», «Мастер и Маргарита» ӳкерчӗксен серине Мускавра тата Шупашкарта кӑтартнӑ. Унӑн ӳкерчӗкӗсене тата калавӗсене «Юность» тата «Молодая гвардия» журналсенче пичетленӗ.
Канаш хулинче вырнаҫнӑ «Промтрактор-Вагон» тулли мар яваплӑ обществӑн директорсен канашӗн председателӗ пулнӑ Семен Млодик пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки хаҫат-журналсем массӑллӑ пӗлтерчӗҫ-ха.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Семен Млодик 2006 ҫулта посредник-фирма урлӑ «Промтрактор-Вагонӑн» 273 миллион тенкӗ укҫине айккинелле янӑ, кайран ҫав «кӗмӗлпе» асӑннӑ предприятин акцийӗсене туяннӑ. Ҫак ӗҫе унсӑр пуҫне Светлана Романова текен хӗрарӑм та явӑҫнӑ-мӗн. Юлашкинчен асӑнни, эпир ас тунӑ тӑрӑх, таҫта тарса ҫӳрет текен сас-хура тухнӑччӗ.
Семен Млодик пирки суд хальлӗхе вӗҫне-хӗрне тухман-ха… Анчах ун ячӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ хыпар илтме май килчӗ. Семен Млодик Красноярск енӗнчи Лесосибирск хулинчи вӑрман комбинатне ертсе пыма тытӑннӑ иккен.
Пирӗн республикӑра вӗҫӗм ӗҫлекен референци станцийӗсене хута яма палӑртаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ объектӑн тӗп-тӗрӗс вырӑнне кӗске вӑхӑтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Ку станцисем спутниксемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ — ӗскер вырӑнне пӗлтернӗ чухне чи нумаййи темиҫе сантиметр кӑна йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ҫапла май вӗсем ҫурта е ҫула тӗп-тӗрӗс виҫме пултараҫҫӗ тени те тӗрӗс.
Ун йышшисене маларах Улатимӗр, Ленинград облаҫӗсенче тата Камчатка енӗнче хута янӑ иккен. Пирӗн патра вӗсене ҫиччӗ хута ямалла. Станцисем Шупашкар, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Канаш, Улатӑр, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел ялӗнче пулмалла.
Референцлӑ станцие хута яни автоҫулсене, социаллӑ сфера объекчӗсене тӑвассипе, газификаципе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли проект хучӗсене хатӗрлессине ансатмалла иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |