Ҫул-йӗр ҫинчи инкексене пула вӑрҫӑри пек халӑх тӑкӑнать теҫҫӗ хӑш-пӗр сӑнавҫӑсем. Чӑн та, аварисенче мӗн чухлӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлмасть-ши! Ҫил кастарса вӗҫтерекен машинӑсене светофорсем мӗн тесен те «ҫӑварлӑхлаҫҫӗ».
Ҫак уйӑхра пирӗн республика лаптӑкӗнче тӑватӑ светофор хута янӑ. Вӗсенчен иккӗшне М-7 текен автоҫул ҫинче — вӑл трасса Мускава Ӗпхӳпе ҫыхӑнтарать — вырнаҫтарнӑ. Ҫавсенчен пӗри Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ патӗнче, тепри — Ҫӗрпӳре. Шупашкара хӗвелтухӑҫ енчен кӗнӗ ҫул ҫинче те халӗ светофор пур. Кунсӑр пуҫне «Ҫӗрпӳ–Чӗмпӗр» трасса ҫинче, Канаш хулинче, вырнаҫтарнӑ.
Канашра пурӑнакан 30 ҫулти арҫын хӑйне арӑм пулнӑ хӗрарӑм пусмӑрланӑ тесе йӗрке хуралҫисем патне заявлени ҫырса панӑ. Ун пек хута вӑл иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ. Арӑм пулни вара ун пеккине пач та йышӑнман.
Хӑй суйса пӗлтернине каярах арҫын йышӑннӑ иккен. Мӗншӗн апла хӑтланни пирки калама хӗн те, анчах йӗрке хуралҫисен шучӗпе арӑм пулни арҫын хӑйне хӗнени пирки маларах евитленишӗн тавӑрас тенӗ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе ҫынна уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ тесе суйса пӗлтернӗшӗн пуҫиле кодексӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри 44 ҫамрӑк Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫав «кӗмӗле» «Вӗренӳ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑраҫҫӗ иккен. Ӑна 14 ҫултан пуҫласа 25 ҫулчченхи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа параҫҫӗ. Маларах каланӑ 44 ҫамрӑкран саккӑрӑшне 60-шар пин тенкӗ преми лекӗ, 36-шне — 30-шер.
Лауреатсен хушшинче Шупашкарта пурӑнакансем уйрӑмах йышлӑ иккен. Ун пеккисем — 23-ӗн, Ҫӗрпӳ районӗнчен — виҫҫӗн, Муркаш тата Шупашкар районӗсенчен — икшер. Премие тивӗҫнисен хушшинче ҫавӑн пекех Канаш, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи, Вӑрмар, Тӑвай тата Елчӗк районӗнчен пур. Кунсӑр пуҫне тепӗр саккӑрӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Чӗмпӗрти тата Пензӑри аслӑ шкулсенче вӗренеҫҫӗ.
Кун пирки чӳкӗн 1-мӗшӗнче республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, издательствӑпа полиграфи, IT-компанисен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура Наци телерадиокомпани директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Юлия Стройкова пӗлтернӗ.
Радиона Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар тата асӑннӑ хуласен ҫывӑхсенче пурӑнакансем итлеме май килӗ. Эфирӑн ытларах пайӗ чӑвашла тата вырӑсла кӗвӗ-ҫемӗрен тӑмалла. Унта Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн хӑш-пӗр кӑларӑмӗсене итлеме май пулӗ, тӳрӗ эфирти передачӑсене те йӗркелеме палӑртаҫҫӗ.
Наци телевиденине илсен, авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса ӑна Канашри, Етӗрнери, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти, Вӑрнарти тата Йӗпреҫри кабель сечӗсем урлӑ кӑтартассине йӗркелессипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнче Канаш хулипе районӗ Укринӑри Остер хулипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ иккен.
Чӑваш наци конгресӗн VIII отчетпа суйлав сьездне килнӗ май вӗсем Канаш ҫӗрӗ ҫине те ҫитсе курнӑ. Хӑнасем район администрацийӗн ларусен залӗнче концерт лартнӑ, суйлав комиссийӗсен председателӗсемпе тата секретарӗсемпе ирттернӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Канашсен ентешлӗхӗн председателӗ Анатолий Кипеч чӑвашсем тата Украина халӑхӗ хушшинчи туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессишӗн, ҫав шутра Ҫеҫпӗл Мишши ятне манӑҫтарас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
«Тӳсӗмлӗх. Пӗр танлӑх. Интеграци» ятпа республикӑра сусӑр ачасен тата суккӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пултаруллисен фейерверкӗ» обществин пултарулӑхӗн IV фестивалӗ иртнӗ. Унта Шупашкарти 2-мӗш коррекци шкулӗнче вӗренекенсем, суккӑррисен Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Муркаш районӗнчи обществисен пайташӗсем хутшӑннӑ. 100 ача хушшинче кӑҫал Мари Эл республикинчен килсе ҫитнисем те пулнӑ.
Юрлассипе I степеньлӗ диплома хӑйсен ушкӑнӗсенче Карина Николаева (Шупашкар), Юлия Ожиганова (Мари Эл) тата Надежда Острова (Канаш) ҫӗнсе илнӗ. «Илемлӗ сӑмах» номинацире Шупашкрати Анна Петрова илемлӗ вуланипе палӑрнӑ. Инструментпа калассипе Мари Элти Арсен Мангасаряна никам та ҫитеймен. Ташлакансенчен вара Шупашкарти «Тантӑш» ансамбль ҫӗнтернӗ.
Улатӑр хулинче Ача-пӑча вокалпа хор ассамблейин «Хӗвел унки — 2013» регионсем хушшинчи VI концерчӗ иртнӗ. Мероприятие вырӑнти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче йӗркеленӗ. Концерта Канашри, Карелинчи Медвежьегорск тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи Дмитровоград хулисенчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗрлӗ шайри пуҫлӑхсем сӑмах тухса каланӑ. Пултарулӑх мероприятийӗн хисеплӗ хӑни вара Пӗтӗм тӗнчери хор союзӗн президенчӗн пулӑшаканӗ Евгений Сметанин пулнӑ.
Сӑнсем (15)
Нумаях пулмасть Канаш тӑрӑхӗнче 1972 ҫулта Японире иртнӗ Хӗллехи Олимп вӑййинче ҫӗнтернӗ Владимир Воронков йӗлтӗрҫӗ пулнӑ. Хӑй вӑл Комсомольски районӗнчи Тукай ялӗнче 1944 ҫулта ҫуралнӑ. Канаша Олимп чемпионӗ тӑванӗсем патне хӑнана пынӑ.
Владимир Воронков пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнпе хӑй ячӗпе хисепленекен Канашри спорт шкулне кӗрсе курнӑ. Унта вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи уҫӑ первенствӑна кайма ӗмӗтленекен йӗлтӗрҫӗсем тупӑшӑва епле хатӗрленнине хакланӑ. «Локомотив» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне те ҫитсе курнӑ. Унтан Канаш хулинче ҫав кунсенче мини-футбол енӗпе пӗрремӗш хут иртекен чемпионата уҫнӑ май пӗрремӗш мечӗке тапнӑ.
Канаша Олимп чемпионӗ тепӗр хут раштав уйӑхӗнче килсе ҫитме шантарнӑ. Унччен вӑл Олимп ҫулӑмӗн эстафетине хутшӑнма ӗлкӗрӗ…
Канаш хулинче культурӑпа кану паркӗнче «Шанӑҫпа юрату йывӑҫӗ» «ӳссе ларнӑ» иккен. Кӑҫал ҫуллахи кунсенче паркра ӑсталанӑ, вырнаҫтарнӑ пысӑках мар кӳлепесем хушшинче ҫак «йывӑҫ» кану вырӑнне илемлӗрех турӗ, пуянлатрӗ.
Канаш районӗн администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ кӳлепен композицийӗ вара ҫапларах: тимӗр «хулӑсене» усӑ курса чӗресенчен йывӑҫ ӑсталанӑ, тӑрринче вара — икӗ кӑвакарчӑнсен йӑви. Йывӑҫ патне пырас тесессӗн пысӑках мар таканланнӑ кӗпер урлӑ каҫмалла.
Кӳлепе авторӗ — хула паркӗн тӗп художникӗ — Федоров Георгий Аркадьевич.
— Тахҫанах паркра ҫамрӑк мӑшӑрсем валли хитре кӗтес хута ямалли ҫинчен шут тытнӑччӗ, вӑл вырӑнта асӑнмаллӑх сӑнӳкерчӗксем тума та меллӗ пулӗччӗ. Пур хулара та хӑйне майлӑ «туй вырӑнӗ» пур. Халӗ вара ун пек кӗтес малашне Канашра та пулӗ. Йывӑҫ тӑрри икӗ кӑвакарчана пӗрлештерет, ҫакӑ вӑл тасалӑха, юратупа пӗр шухӑшлӑха символлать, — каласа парать кӳлепе авторӗ Георгий Федоров.
Кунта вара пӗр-пӗрне савакансем йӑла тӑрӑх шанӑҫлӑх ҫӑрасене ҫакаҫҫӗ, ҫакӑнтах хаваспах ӳкеренеҫҫӗ.
Паян, юпан 10-мӗшӗнче «Чӑваш наци телевидени — Чǎваш Ен» 2 ҫул тултарнӑ. Ҫак кун ӗнтӗ, 2011 ҫулта наци телевидени хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Ҫак икӗ ҫул хушшинче канал республика ҫыннисемшӗн кулленхи хыпарсем ҫинчен пӗлсе тӑмалли паха ҫӑлкуҫ пулса тӑчӗ. Телевидени пурнӑҫӑн пур енне те ҫутатса парать, вӗсем шучӗнче ялти пурнӑҫ, республикӑри влаҫ органӗпе палата ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑхсем хушшинчи туслӑх, экономика, культура тата спорт.
Иртнӗ ҫулсенче Наци телевидени самай пӗлтерӗшлӗ ӳсемсем турӗ. Икӗ ҫул хушшинче телекомпани 10 тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртрӗ, вӗсем хушшинче телепрограмма ярӑмӗсем — «Тӗплӗ калаҫу», «Туслӑх йывӑҫӗ», «Ҫӗр туртӑмӗ», «Аван-и?», «Яш чух, ҫамрӑк чух», «Эх, юррӑм янӑра», «Правительственная связь», «По существу», «Главный вопрос», «Летопись столицы», «Бухты-барахты», «Знакомые лица», «Без рецепта», «Деловая Чувашия», «Качество», «Время вкуса» тата ытти те. 2012 ҫулта социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсен республика конкурсӗнче телекомпани «Ылтӑн ҫӳпҫерен» («Из золотого ларца») тата «След в истории» телепроекта пурнӑҫа кӗртме ятарлӑ грант ҫӗнсе илнӗ. Телевиденийӗн хӑйӗн кулленхи «калаҫӑвӗн» калапӑшӗ паяна ик сехет ҫурӑ (18.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |