Канаш хула администрацийӗ хула ҫыннисене ҫӗнӗ герб суйлама сӗнет. Икӗ вариантран пӗрне суйламалла.
Пӗрремӗш герб геральдика щичӗ евӗр. Унта — хӗрес. Вӑл хулан транспорт пӗлтерӗшне кӑтартать. Канаш хулинче Чулхула — Канаш — Хусан, Канаш — Хӗрлӗ Узел, Канаш — Шупашкар чукун ҫулсем хӗресленеҫҫӗ. Герб ҫине ылтӑн эмблема ӳкернӗ. Вӑл ҫунатлӑ чукун ҫул урапи евӗр.
Иккӗмӗш вариантра Канаш историне сӑнланӑ. Унти хӗрлӗ тӗс — таса пӗлӗт палли. Урапа — чукун ҫула кӑтартать, вӑл Канаш хулишӗн пӗлтерӗшлӗ. Ылтӑн — пуянлӑх, тырпул тухӑҫлӑхӗн палли. Кӗмӗл тасалӑха палӑртать.
Тепӗр чух хамӑр ачамӑрсене те ачашлама, ырӑ сӑмахпа хавхалантарма вӑхӑт тупаймастпӑр пулӗ. Ҫынсем, ав, ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнисене усрава илсе кил ӑшши пама хирӗҫ мар. Ҫавӑн пек ҫемьесен шутне Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑсри Кузьминсем кӗреҫҫӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье ултӑ ачана усрава илнӗ. Вӗсен тӑван амӑшӗ кӗҫӗнни, Виктория, ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫӗре кӗнӗ.
Вӑрнар районӗнчи ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьере кил ӑшши тупнӑ ачасем, ҫав шутра, Виктория та усрава илнӗ ашшӗ-амӑшне чунтан тав тӑваҫҫӗ. Пӗчӗккӗлле амӑшӗнчен юлнӑ Виктория паян 13-ре ӗнтӗ. Кузьминсен ҫемйинче вӑл чи кӗҫӗнни те чи ачашлани пулин те ачашланса ӳсмест, шкулта аван вӗренет. Нумаях пулмасть Канаш хулинче иртнӗ усрав ҫемьесен уявӗнче Кузьминсем те пулнӑ. Ҫемьери чи кӗҫӗнни, Виктория, унта чӑваш ташши ташласа кӑтартнӑ.
Спорт пурне те туслаштарать. Ҫӗнӗ Шупашкарта сусӑрсен республика фестивалӗ иртнӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнчери сусӑрсен кунӗ умӗн кӑҫалхипе 16-мӗш хут иртнӗ.
Республикӑри районсенчи 250 яхӑн ҫын Ҫӗнӗ Шупашкара Чӑваш Енри чи лайӑх паралимпиец ятне тивӗҫессишӗн тупӑшмашкӑн килнӗ. Канашри Татьяна Николаева хӑйӗн командипе ку фестивале 10-мӗш ҫул хутшӑнать. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, фестивале ҫулсерен ытларах та ытларах килет. Эппин, унӑн сумӗ ӳсет, тупӑшу вӑйлӑланать.
Канашри сусарсен хула обществин председателӗ Татьяна Николаева хӑйсене сусӑрсем темелле маррине палӑртать. Вӗсем спортра та ӑмӑртаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ-ҫке-ха.
Ӑмӑртура ачасем те, аслисем те вӑй виҫнӗ. Вӗсем хӑйсене 5 тӗсре тӗрӗсленӗ: сӗтелҫи теннисӗ, дартс, армспорт, шашка тата шахмат.
Халӗ республикӑра сусӑрсене пулӑшас тӗллевпе чылай ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ыттисемпе тан пулччӑр, хӑйсене ыттисенчен ан уйӑрччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Сусӑрсене саламлама ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен служба хулара яланах ӗҫ пуррине пӗлтерет. Ӗҫ вырӑнӗ хуласенчи — Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри — предприятисенче ытларах. Вӗсенче яланхиллех рабочисем: ҫӗвӗҫсем, слесарьсем, водительсем — ҫитмеҫҫӗ. Рабочисем республикӑри районти предприятисенче те кирлӗ иккен. Стройкӑсенче вара арматурщиксем, каменщиксем, бетонщиксем, рабочисем ҫитмеҫҫӗ-мӗн. Кӗтӳҫӗпе кредит инспекторне те шыранӑ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби врачсем кирлине те пӗлтерет. Улатӑрти, Канашри, Ҫӗмӗрлери сиплев учрежденийӗсенче ҫитмӗле яхӑн вырӑн пушӑ иккен. Кирлисен йышӗнче — пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, гинеколог, стоматолог, хирург.... Канашпа Улатӑрта вӗсене пурӑнмаллипе те тивӗҫтерме хатӗр-мӗн.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле Шупашкарти тӗрлӗ ентешлӗхсем хӑйсен уявӗсене ирттереҫҫӗ. Ак, ӗнер, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче кӑнтӑрла Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пухӑнчӗҫ.
Уявра тӳре-шара тухса сӑмах каларӗ, пухӑннисене саламларӗ. Ертсе пырасса вара Виталий Сергеевпа Алиса Ахахпи ертсе пычӗҫ. Вӗсем юрӑпа тата кулӑшпа савӑнтарчӗҫ. Хӑйсен пултарулахне ытти артистсем те кӑтартрӗҫ.
Сӑмах май, «Канашсем» ентешлӗхе малашне урӑх ҫын ертсе пырасси пирки каласа хӑварас пулать — Анатолий Кипеч ватӑлнине шута илсе ку ӗҫе урӑх ҫын туса пырӗ.
Сӑнсем (67)
Кашни ҫын пурнӑҫӗнче асра юлмалли самантсем пулаҫҫӗ тесе пуҫлать Канаш район администрацийӗн сайчӗ «ЗАГС ача ҫуратмалли ҫурта каять» акци пирки пӗлтерекен хыпара.
Паян, чӳкӗн 25-мӗшӗнче, Амӑш кунӗ ҫывхарнине халалласа ҫав акцие йӗркеленӗ. ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Ирина Сергеева тата вырӑнти ытти тӳре-шара пульницӑри амӑшӗсемпе тӗлпулнӑ. Вӗсене ҫывхарса килекен уявпа саламланипе пӗрлех ача ҫуратассипе районта лару-тӑру епле иккенне каласа кӑтартнӑ. Ача ҫуралсан регистрацилеме епле хутсем кирли, пулӑшӑва электронлӑ майпа епле илмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Сӑнсем (12)
Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ сарӑлса пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци хатӗрӗсен министерстви.
Нумаях пулмасть карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенчен пӗри асӑннӑ телеканала тӗнче телӗнчи хӑйӗн каналӗсене уйӑрса панӑ. Ҫапла вара программӑсене пӑхма май килӗ. Хальлӗхе сигнал республикӑри виҫӗ хулана — Ҫӗмӗрлене, Канаша тата Етӗрнене — ҫитет. Республкиӑри хыпарсене ҫывӑх вӑхӑтра Улатӑр хулинче пурӑанакансем те курайӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен телеканала Вӑрнарпа Йӗпреҫ поселокӗсенче трансляцилеме тытӑнӗҫ.
Паянхи куна Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри хулисене, Кӳкеҫ, Опытнӑй, Тӗрлемес поселокӗсене ҫитет. НТРКн сайчӗ ҫинче онлайн-меслетпе пӑхма пулать.
Пӗрисем салтакран килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Ҫапла, юпа уйӑхӗнче кӗрхи призыв пуҫланнӑ.
Чӑваш Енри 15 салтак Президент полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Вӗсене Канашран тӑванӗсем, ҫартан тин таврӑннисем, кадетсем ӑсатнӑ.
Пӗтӗмпе Президент полкӗнче 200 ытла чӑваш каччи ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Вӗсем пурте хӑйсене лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ. Чылайӑшӗ унтан паллӑпа таврӑннӑ. Ҫак кунсенче Кремль полкӗнчен таврӑннӑ 12 чӑваш каччине ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев сехетсем парнеленӗ. Хальхи призывниксем Президент полкӗ валли шкултах хатӗрленме тытӑннӑ.
Призывниксене ҫартан тин таврӑннисем ӑнӑҫу суннӑ. Президент полкне каякансем ҫирӗп суйлав витӗр тухнӑ. Вӗсен сывлӑхне ҫирӗп тӗрӗсленӗ. Призывниксене ФСБ тата ШӖМ даннӑйсен базинче те пӑхнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем пульницӑра сипленни мӗн хака ларни пирки пӗлсе тӑма пуҫлӗҫ. Сипленнӗ хыҫҫӑн вӗсене ҫакна кӑтартакан хут ҫырса парӗҫ.
Анчах хальлӗхе пур ҫӗрте те мар. Обязательнӑй медицина страхованийӗн федераци фончӗ сӗннипе ку проекта Раҫҫейӗн темиҫе субъектӗнче пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Тухтӑр пулӑшӑвӗ мӗн хака ларни пирки Чӑваш Енре Республикӑри клиника, Республикӑри ача-пӑча клиника, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула тата Канашри район пульницисенче пама тытӑннӑ.
Хак пирки ҫырнӑ справкӑсене тухтӑр патне кӗрсе тухнӑ, тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн шӑрҫалӗҫ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫӗнӗлӗх ытти сиплев учрежденине те ҫитмелле.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче «Чӑваш Енӗн пултаруллӑ ачисем» республикӑри фестиваль иртӗ. Ун вӑхӑтӗнче музыка шкулӗсене тата ӗнер шкулӗсене музыка инструменчӗсем туянма сертификат парӗҫ.
Кун пек мероприятие 2011 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшас тӗллев лартать. Виҫӗ ҫулта унта художество тата музыка шкулӗсенче, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗсенче ӑс пухакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Йӗпреҫ, Куславкка тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи ачасем хастарлӑхпа уйрӑмах палӑраҫҫӗ иккен.
Фестивале маларах асӑннӑ институт тата Акцыновсен ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗ йӗркелеҫҫӗ.
Мероприятин тӗп уйрӑмлӑхӗ ӳнерӗн тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ май ӑна эссе е монолог урлӑ уҫса памалла.
Ача-пӑча музыка шкулӗсемпе ӳнер шкулӗсем валли музыка инструменчӗсем туянма республика тата федераци хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Юлашки икӗ вун ҫулта пуҫласа паха тата хаклӑ 100 инструмент туянса парӗҫ. Ҫав шутра — 5 фортепиано, 15 балалайка, 10 домра, 20 скрипка, 18 аккордеон тата 31 баян.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |