Канашра пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна суд 13 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Вӑл 2013-мӗш, 2014-мӗш ҫулсенче темиҫе хутчен те хӑйӗн хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнӑ. Лешӗ ун чухне 5 ҫулта пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнчи тӗслӗхӗнче арҫын хӗрӗнкӗ пулнине палӑртать РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.
Ҫакӑн пек ирсӗрленекен ашшӗ килте никам ҫуккипе усӑ курнӑ е арӑмӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ чух хӑйсен тӑван ачи ҫумне ҫыпӑҫса ҫӳренӗ. Ашшӗ тӑван хӗрӗ ҫумне ҫулӑхнине унӑн арӑмӗн хӗр-тусӗ асӑрханӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ирсӗрлӗх ҫиеле тухнӑ.
Психиатрсем арҫын сывлӑхне тӗрӗсленӗ те унӑн пӗчӗк хӗрачасем ҫумне ҫулӑхас йӑла пуррине асӑрханӑ. Ҫавна кура арҫыннӑн колонире айӑплава ирттернипе пӗрлех психиатр патӗнче сипленме тивӗ. Кун пек йышӑнӑва та суд кӑларнӑ.