Канашри педагогика коллеждӗнче куҫӑн майпа вӗренекен студента общежитинче вырӑн памасӑр халтан янӑ. Колледж ҫакна унпа ыттисем пӗр пӳлӗмре пурӑнасшӑн маррипе сӑлтавланӑ.
Хайне койка-вырӑнсӑр хӑварнӑ студент тӑлӑх пулнӑ… Ун пеккисене вара саккунра чи малтан вырӑнпа тивӗҫтермеллине пӑхса хӑварнӑ.
Кӳреннӗ студент ҫӑхавпа вырӑнти прокуратурӑна ҫитнӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем яш ыйтӑвне пӑхса тухма тӗрӗслев йӗркеленӗ. Ыттисем пӗрле пурӑнасшӑн мар тени тӑлӑх студента вырӑнпа тивӗҫтермелле марри пирки колледжа ӑнлантарса пама тивнӗ. Ку вӑл саккуна пӑсни пирки асӑрхаттару хучӗ те шӑрҫаланӑ. Кӗҫех каччӑна койка-вырӑн панӑ. Педагогика колледжӗн яваплӑ ӗҫченне вара саккуна пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Ку паттӑр арҫын ача пирки унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Ун ҫинчен пӗлтерме татах салтавӗ тупӑнчӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра чысланӑ.
Мускавра ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнисене чыс тунӑ. Вӗсен йышӗнче 4-ри Кирилл Яковлев та пулнӑ. Чыслав раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ.
Кирилл 4 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пӗчӗк пулин те паттӑр ӗҫ тума ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫемйине пушартан ҫӑлнӑ.
Аса илтерер: ҫав кун Кирилӑн ҫемйи Канашран Шаккӑл яшне канма кайнӑ. Арҫын ача пуринчен те маларах вӑраннӑ та урама тухнӑ. Вӑл сарай тӑрринче явӑнакан ҫулӑма асӑрханӑ. Аптӑраса ӳкмен вӑл — тӳрех пурне те вӑратнӑ. Ҫакна пула никам та пушарта вилмен.
Кирила Мускавра «Герой ачасем» номинацире дипломпа чысланӑ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Чӑваш Енри Канашри инфратытӑма аталантармалли проекта сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительствӑпа килӗшӳллӗн, унта ҫӗнӗ савут хута яма палӑртнӑ.
Монохулари инфратытӑма аталантармалли пирки Мускавра канашлура калаҫнӑ. Унта ЧР экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Владимир Аврелькин, Канаш хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов тата ытти специалист хутшӑннӑ.
Планпа килӗшӳллӗн, Канашра индустри паркӗ пулмалла. Унта вун-вун компани ӗҫлемелле. Ҫавӑн пекех органика мар хими пӗрлешӗвӗсен савутне хута яма палӑртнӑ.
Халӗ индустри паркне хута ярас ӗҫе резидентсене илӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗр инвесторсем ку ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Енрен Президент полкне кӑҫал Чӑваш Енри чи лайӑх 10 призывник каяссине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Президент полкне каякансем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗҫ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ.
Ӗнер Канашри пуху пунктӗнче Мускаври Кремлӗн комендатуринче лекекенсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. Сбор пунктӗнчи «Раҫҫее сыхлама шаннӑ!» мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров, Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин, Канаш хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владислав Софронов, Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Степанов хутшӑннӑ.
Юрий Васильев Мускаври хӗсметрен таврӑннӑ 15 каччӑна республика символикиллӗ алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ.
Сӑнсем (19)
Чӑваш Енрен Президент полкне кашни ҫулах каяҫҫӗ. Кӑҫал унта чи лайӑх 10 призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлӗ.
Вӗсем Мускаври Кремле сыхлӗҫ, патшалӑх шайӗнче ирттерекен мероприятисене хутшӑнӗ, Сӳнмен ҫулӑм патӗнче хисеплӗ караула тӑрӗҫ.
Чӑваш Енри 10 призывника Президент полкне чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канашри призыв пунктӗнчен ӑсатӗҫ. Унта вӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫула кӑларӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие призвниксем, вӗсен ҫемйисем, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин, Афганистанпа Чечня вӑрҫисен ветеранӗсем, кадетсем, Президент полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ 15 ҫын хутшӑнӗҫ.
Канашра амӑшӗпе хӗрӗ ҫухалнӑ. Вӗсем виҫӗ кун каялла уҫӑлма тухнӑ та киле кӗмен.
Ольга Данилова 32-ре. Унӑн хӗрӗ Аксинья вара 6 ҫулта кӑна. Тӑванӗсем вӗсемшӗн питӗ пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ.
Ольгӑпа Аксинья урама чӳкӗн 8-мӗшӗнче 15 сехетре тухнӑ. Анчах паянхи кун та вӗсенчен хыпар ҫук.
Ольгӑн аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк амӑшӗ хӗрне пӗчченех пӑхса ӳстерет, ниҫта та ӗҫлемест. Вӑл яваплӑха туять, ачине лайӑх пӑхать. Тусӗсем каланӑ тӑрӑх, Ольга вӗсем патне килмен. Ольгӑн телефон ҫук, ҫавӑнпа унпа ҫыхӑнма май ҫук.
Хӗрарӑм темӗнле арҫынпа пурӑннӑ. Вӑрҫӑнса кайсан килне таврӑннӑ вӑл. Ольга Данилова ҫутӑ куртка, тӗттӗм калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Аксинья ҫутӑ кӑвак курткӑпа, кӗрен тӗслӗ калпакпа пулнӑ. Вӗсем пирки пӗлекенсене ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 (83533) 2-38-19.
Чӑваш Енре килтен кайса каялла таврӑнман арҫынна шыраҫҫӗ. 30 ҫулти Андрей Владимирович Анисимов Канаш районӗнчи Маяк ялӗнчен Канаша кайнӑ, анчах таврӑнман.
Юлашки хутчен ӑна хулари «Чайка» лавкка патӗнче курнӑ. Виҫӗ кун иртнӗ, анчах ун пирки нимӗнле хыпар та ҫук.
Унӑн иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ Денис Данилов каланӑ тӑрӑх, Андрей килтен чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Канаша вӑл ӗҫсемпе кайнӑ. Андрей Ҫурҫӗрте вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Арӑмӗнчен уйрӑлнӑ вӑл, ачисем пур, анчах унпа пӗрле пурӑнмаҫҫӗ.
Тӑванӗсем Андрейӑн тӑшманӗсем пулни пирки пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫӳллех мар, спецовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ ҫынсене 89603115877, 89674706476 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.
Канаш район администрацине кам ертсе пырассине юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче палӑртнӑ. Вӑл унччен ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ.
Сӑмах кам пирки пынине ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ. Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне Владимир Степанов йышӑннӑ. Ку пирки Иван Моторин премьер-министр постановлени алӑ пуснӑ.
Ку должноҫе Анатолий Егорова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑскере, лартма пултарнӑ. Канаш хулин администрацийӗн ертӳҫи Владислав Софронов пулнӑ. 2006 ҫултанпа вӑл район администрацине ертсе пынӑ. Вӑл хула ҫыннисене халӑхшӑн ӗҫлессине пӗлтернӗ ӗнтӗ. «Ман умра ҫӑмӑл мар тӗллевсем. Монохулан ҫивӗч ыйтусем пур. Пирӗн халӑхӑн мар, пирӗн халӑхшӑн ӗҫлемелле», — тенӗ вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |