Чӑваш Енре тӳресен шучӗ ӳсӗ. Ҫапла тума йышӑнни тӳресене йывӑр килнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсен тиевӗ пӗр пек маррипе. Ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленсех пыраҫҫӗ, вӗсенче халӑх йышӗ ӳснӗ май судра пӑхса тухакан ӗҫ шучӗ те нумайланать. Ҫавна кура Улатӑрта тата Канашра мировой судсен тата тепрер участокне уҫма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче ҫав участоксем валли мировой тӳресене ҫирӗплетнӗ. Манти тӑхӑнмалли кандидатсемпе Чӑваш Республикин Аслӑ сучӗн председателӗ Николай Порфирьев паллаштарнӑ.
Канашри 3-мӗш суд участокӗн судйи пулма Светлана Васильевна Софроновӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ. Улатӑрти 2-мӗш участокра мировой судья пулса Светлана Владимировна Опарышева тӑрӑшӗ. Ӑна виҫӗ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре 5,5 пине яхӑн ҫын официаллӑ майпа ӗҫсӗр шутланать. Ваканси вара темиҫе хут нумайрах.
Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен ценрсенче паянхи куна 14,5 пин ваканси шутланать. Ведомство ертӳҫи Сергей Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, ака-ҫу уйӑхӗсенче републикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ тӑрук чакнӑ. Ҫак тапхӑрта тӳрех 700 ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.
Министерство панкрута тухма пултаракан предприятисене сӑнасах тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкарта пулнӑ «Данон» савутра вӑй хунӑ ҫынсене пурне те ӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ҫавах центр «пушӑ» юлмӗ, кунта кӗҫех «Чӑвашавтодор» ӗҫченӗсем килме тытӑнмалла.
Тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлекенсем тӗлӗшпе те питӗ тимлӗ. Халӗ 17 предприятире 7857 ҫын кунашкал мелпе тӑрӑшать. 7400 ҫын эрнере 4 кун тӑрӑшать. «Трактор савучӗсем» концернра тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем нумай.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ Канашра, Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере, Шупашкар районӗнче ҫивӗч.
ЛДПР партин агитпуйӑсӗ Раҫҫей тӑрӑх ҫӳренӗ май ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ене те ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пуйӑс Канашра, Вӑрмарта, Вӑрнарта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта чарӑннӑ.
Канашра либерал-демократсене кӗтсе илме хӑйӗнпе «Майкл Гудман Хасазанов» тесе паллаштаракан ҫын та тухнӑ. Ҫавскер визит хутне те пӗрле илнӗ. Хӑйне тата визит хутне «Майкл Гудман» журналистсенчен пӗрне, Александр Иванова, ӳкерсе илмех ыйтнӑ.
Журналиста ҫав этем хӑйӗн пирки Совет Союзӗн Паттӑрӗ тата чернобылец тесе каланисӗр пуҫне «миллиардер» тата «испани юнӗллӗ граф» тесе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне хайхи либерал-демократсенчен Канашра чи асли тесе ӗнентерме пӑхнӑ.
Пуйӑспа ларса килнӗ либерал-демократсенчен пӗри, Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Константин Степанов вара «испани графӗ» пирки «либерал-демократсене майлӑ ҫын» тесе кӑна пӗлтернӗ, миллардер, АПШри темле «Ҫемье канашӗн» президенчӗ пирки ним те шарламан.
ЛДПР партин агитпуйӑсӗ Раҫҫей тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен вӑл 40 региона ҫитнӗ, вырӑнти халӑхпа тӗл пулнӑ.
Пуйӑс Чӑваш Ене те ҫитнӗ. Вӑл Канашра, Вӑрмарта, Вӑрнарта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳре чарӑннӑ. Паян Шупашкара килнӗ.
Чукун ҫул перронӗ ҫине чылайӑшӗ хӑйсен ыйтӑвӗпе килнӗ. Пурте пулӑшу парасса шанаҫҫӗ. Пуйӑспа килнӗ депутатсемпе юристсем ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫийӗнчех уҫӑмлатма тытӑнаҫҫӗ.
Пуйӑс станцире 40 минут ҫеҫ тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра чылай ҫынна вӗсем итленӗ. Парти ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, чылайӗшӗн пӗр ыйтӑвах: япӑх ҫулсем, пахалӑхсӑр инфратытӑм, капюсав, ӗҫсӗррисем…
Кунашкал агитпуйӑс Чӑваш Енре икӗ ҫул каялла пулнӑ. Ун чухне чылай ыйтӑва уҫӑмлатнӑ вӗсем. Пуйӑс Мускава ҫӗртмен 4-мӗшӗнче ҫитӗ. Ун чухне депутатсем халӑхран илнӗ ыйтусем тӗлӗшпе ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Канашра ача-пӑча валли поликлиника уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра унти территорисем хушшинчи медицина центрӗнче 11 пин ытла ачана пӑхса тӑраҫҫӗ. Ача-пӑча поликлиники 15 ача пахчипе 10 шкула пӑхса тӑрӗ.
Сывлӑха тӗрӗслесе тӑракан ҫав ҫурта уҫнӑ май хӑйӑва уҫма та ачасенех шаннӑ.
Ун пек мероприятисенче тӳре-шарана тав тӑвасси йӑлана кӗнӗ тесен те юрать. Канашри мӗнпур ашшӗ-амӑшӗн ячӗпе Спиридоновсен ҫемйи правительствӑна тав тунӑ. Сӑмах калаканӗ арӑмӗ пулнӑ. «Мана кирлӗ пулӑшӑва тухтӑрсем кӳрессине, ача пӑхма вӗрентессине, врачсене яланах шанма май пуррине хам опыт тӑрӑх калатӑп», — хӑпартланса калаҫнӑ ҫамрӑк амӑшӗ. Хӑй вӑл медицина сестрин сертификатне кӗҫех илессине, Канашра тухтӑрта ӗҫлес кӑмӑллине пӗлтернӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ тӗслӗхсем пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйту ӑна самай хумхантарать, мӗншӗн тесен кунашкал тӗслӗх сайра тӗл пулмасть.
Ҫулла ҫынсем чӳречесене уҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере республикӑра ҫул ҫитмен икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗх Муркаш районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑри ача халӗ реанимацире выртать. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ.
Тепӗр тӗслӗх Канашра пулнӑ. Унта, шел те, ача вилнӗ. Вӑл нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ӳкнӗ. 10 уйӑхри пепке сывлама чарӑннӑ.
Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ.
Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлесем ыйтнипе «Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса «лармалли» вакун кӗртнӗ. Кун пирки «Раҫҫей чукун ҫулӗ» АУОн филиалӗ пӗлтерет.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫынсем тата Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ ыйтнипе ҫӳлерех асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса лармалли вырӑнсемлӗ вакун кӗртнӗ. Ку улшӑнӑва «студентсене илсе ҫӳремешкӗн» йышӑннӑ.
Хушма вакуна эрнекунсерен яраҫҫӗ. Хусантан вара вӑл вырсарникун кайӗ. Пуйӑс Чӑваш Енре тӑватӑ вырӑнта чарӑнӗ: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Канашра, Вӑрмарта.
Ҫӗмӗрлесем ыйтнипе «Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса «лармалли» вакун кӗртнӗ. Кун пирки «Раҫҫей чукун ҫулӗ» АУОн филиалӗ пӗлтерет.
Паянтан, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен, пуҫласа ҫынсем тата Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ ыйтнипе ҫӳлерех асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса лармалли вырӑнсемлӗ вакун кӗртнӗ. Ку улшӑнӑва «студентсене илсе ҫӳремешкӗн» йышӑннӑ.
Хушма вакуна эрнекунсерен яраҫҫӗ. Хусантан вара вӑл вырсарникун кайӗ. Пуйӑс Чӑваш Енре тӑватӑ вырӑнта чарӑнӗ: Ҫӗмӗрлере, Вӑрнарта, Канашра, Вӑрмарта.
Раҫҫейри монохуласене уйрӑм менеджерсем сыватӗҫ. Кун пек йышӑнӑва нумаях пулмасть ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ. Социаллӑ экономика пурнӑҫ енчен кӑткӑс монопрофильлӗ муниципалитетсенчен вуннӑшӗнче ҫывӑх вӑхатра проект офисӗсем уҫӑлмалла. Вӗсен пуҫлӑхӗсем пулса Мускавран ятарласа ҫирӗплетнӗ менеджерсем тӑрӑшӗҫ. Ҫав ҫынсен тӗп ӗҫ вырӑнӗ пӗчӗк хуласенче пулмӗ - лару-тӑрӑва вӗсем аякранах йӗркелесе-пӑхса тӑрӗҫ, кирлех пулсан вырӑна ҫитсе кайӗҫ.
Пирӗн республикӑри хуласенчен монопрофильлисен шутне Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри кӗрет. Раҫҫейӗпе ун йышшисем — 300 ытла.
Социаллӑ экономика енӗпе паян чи хӑрушӑ списокра 100 хула шутланать. Унта Канаш те лекнӗ. Маларах асӑннӑ тепӗр виҫҫӗшӗ лару-тӑру япӑхланас хӑрушлӑх пуррисен йышне кӗреҫҫӗ.
Канашри машиностроени савутӗнче хальхи йышши лифтсем кӑларма тытӑнӗҫ. Предприяти саккас илнӗ ӗнтӗ: 100 лифт кӑлармалла.
Канашри савут ҫӗнӗ производствӑна алла илет. Ытларах вӑл унччен сортлакан хатӗр-хӗтӗрӗ кӑларӗ. «Канмаш» ҫулталӑкне 1200 кабина тӑвӗ.
Раҫҫейре лифтсем питӗ кирлӗ. Ӑна лайӑх туянаҫҫӗ. Лифта темиҫе савут ҫеҫ кӑларать. Чылайӑшӗ кивелнӗ ӗнтӗ, вӗсене тахҫанах улӑштармалла. Ҫулталӑкне 35 000 лифт кирлӗ.
Канашра лифт кӑларма тытӑнас ӗҫе 300 миллион тенкӗ инвестици хывнӑ. Савут директорӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсен пахалӑхӗ ют ҫӗршывра кӑларнисенчен япӑх пулмӗ. Лифтсем 400–1250 килограмм чӑтаканнисем, видеосӑнавпа тата сенсор экранпа пулӗҫ.
Саккас панӑ 100 лифта Хусана, Самара, Мари Республикине ӑсатӗҫ, Шупашкарта та хӑварӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |