Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Етӗрне

Тӗн
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта Мускаври тӗн академийӗн семинарисчӗсем пулнӑ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗ Сергиев Посад хулинче вырнаҫнӑ. 3-мӗшпе 4-мӗш курсра вӗренекен каччӑсем миссионер практикине Чӑваш Енре ирттереҫҫӗ.

Ҫамрӑксем хӑйсем ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнӑ, анне, тӑван ҫершыв, юрату ҫинчен хитре юрӑсем шӑрантарнӑ. Типӗ тытнин пӗлтерӗшӗ ҫинчен ӑнлантарса панӑ май пурнӑҫра ҫынна ырӑ туни пӗлтерӗшлӗреххине палӑртса хӑварнӑ. «Пӗрре хоккей вылянипе ҫын хоккеист пулса тӑраймасть. Пурнӑҫра та пӗрмай аталанмалла», — палӑртса хӑварнӑ каччӑсем.

Тӗн академине вӗренме кӗнисен йышӗнче тӗрлӗ шӑпаллисем пур. Сӑмахран, Бельги каччи (унӑн ашшӗ-амӑшӗ Молдавинче ҫуралнӑ) Европӑра православи семинарийӗ ҫукран Раҫҫее вӗренме килнӗ. Дон ҫинчи Ростав хулинчи Никита малтан строителе вӗренсе тухнӑ, ҫав енӗпе ӗҫленӗ те. Анчах кайран вӑл тӗн академине вӗренме кӗнӗ. Украинӑри Винница хулинчи Сергей та пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне шыранӑ. «Тӗн академине вӗренме кайса пӑх. Килӗшсен вӗренӗн, килӗшмесен пӑрахӑн», — сӗннӗ ӑна ашшӗ.

Семинаристсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр те пулнӑ.

Малалла...

 

Культура
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Правительстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене грант шучӗпе 19 миллион тенкӗ ытларах укҫа пама палӑртать.

«Чӑваш Ен» ПТРКна 1 миллион та 226,4 пин тенкӗ уйӑрса парасшӑн. Ҫав укҫа икӗ телепрограммӑпа 1 радиопрограмма хатӗрлеме кайӗ. «Чӑваш Ен» НТРКна — 1 миллион та 671,2 пин тенкӗ (2 телепрограммӑпа 3 радиопрограмма валли), ЮТВна — 502 пин тенкӗ (1 телепрограмма валли), «Высший пилотаж» обществӑна — 222,4 пин тенкӗ (1 радиопрограмма валли).

«Советская Чувашия» хаҫат 4 миллион та 314,9 пин тенкӗлӗх 16 гранта ҫӗнсе илнӗ, «Грани» хаҫат — 1 миллион та 925 пин тенкӗлӗх 7 гранта, «Хыпар» издательство ҫурчӗ — 3 миллион тенкӗ те 489,9 пин тенкӗлӗх 13 гранта.

Списокра ҫавӑн пекех Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай тата Ҫӗрпӳ районӗсен хаҫачӗсем.

 

Сывлӑх
Чӑваш наци радиовӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш наци радиовӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Шупашкар районӗнчи тӑватӑ ялта кӑҫал фельдшерпа акушер пункчӗсем тӑвассине эпир унчечн пӗлтернӗччӗ-ха. Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Асламасра та фельдшерпа акушер пункчӗ хӑпартма тытӑннӑ.

Чӑваш наци радиовӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, строительсем никӗс хывнӑ. Вӑрманкас Асламас ялне хальхи вӑхӑтра «автобус ҫинчи медпункт килсе ҫӳрет, тухтӑрсене ял-йыша тӗрӗслеме май парать».

Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫӑва тухсан хута ярӗҫ.

Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ медпункт Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ салинче пулӗ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнери темиҫе предприятие ҫывӑх вӑхӑтра юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

«Ядринмолоко» предприятире кӑҫал тӑпӑрчӑ хутаҫа тултармалли оборудовани туянма палӑртнӑ. Проект хакӗ — 27 миллион тенкӗ. 2023-2024 ҫулсенче сӗт тата сӗтрен тунӑ продукцие ПЭТ-кӗленчене тултармалли лини вырнаҫтарасшӑн. Ҫав ӗҫ хакӗ 450 миллион тенке кайса ларӗ.

Спирт заводӗнче ҫӗнӗ цех тата лини хута ярасшӑн. Ӗҫе 2023-2024 ҫулсенче пурнӑҫласшӑн.

Ҫӑкӑр тата кирпӗч завочӗсенче, аш-какай комбиначӗсенче ӗҫе юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/enteshsem сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрнери тухтӑрсем кӗрт ӑшӗнче выртакан ҫынна пулӑшнӑ.

Районти тӗп пульницӑра тӑрӑшакан Мария Панова врачпа Любовь Иванова медсестра ӗҫ хыҫҫӑн киле кайма тухнӑ. Утса пынӑ чухне вӗсем ҫул хӗрринче выртакан арҫынна асӑрханӑ. Иртен-ҫӳрен ним пулман пек иртсе ҫӳренӗ, выртакан ҫынна пӗри те пулӑшма шухӑшламан.

Шурӑ халатлисем арҫынна тӑратнӑ, пульницӑн йышӑну уйрӑмне илсе кайнӑ.

Алли-урри, пичӗ шӑнса кӳтнӗ арҫын халӗ пульницӑра сипленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/enteshsem/3036
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Чӑваш Ене 12 васкавлӑ медпулӑшу машини ҫитнӗ. Уҫҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ.

5 «ГАЗель Next» и 7 «Соболь-Бизнес» автомобильсем ял тӑрӑхӗсенче тата пӗчӗк хуласенче ӗҫлӗҫ. Вӗсене Етӗрнене, Канаша, Патӑрьеле, Ҫӗрпӳне, Ҫӗнӗ Шупашкара тата Шупашкара ярӗҫ.

Машинӑсене Раҫҫей правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Кашнин ҫинче реанимаци, интенсивлӑ терапи валли хатӗр-хӗтӗр пур.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Етӗрнере пурӑнакан 34 ҫулти арҫынна 5 ҫӑрттан тытнӑшӑн судпа айӑплӗҫ. Вӑл вӗсене саккуна пӑсса тытнӑ-мӗн.

Кӑҫал юпа уйӑхӗнче транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем Сӑр юханшывӗнче рейд ирттернӗ. Вӗсем пӗр кимӗре ларакан пӗр арҫын сунчӑкапа усӑ курса пулӑ тытнине асӑрханӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн, ку хатӗрпе пулӑ тытма юрамасть.

Ҫак арҫынран полицейскисем 5 ҫӑрттан туртса илнӗ. Вӑл патшалӑха 4 пин тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ. Пулӑҫ ӑна саплаштарнӑ. Халӗ ун килтен тухса ҫӳреме юрамасть. Арҫын суд пуласса кӗтет.

 

Сывлӑх

Етӗрнере санитари вертолечӗ валли лапам тума пуҫланӑ. Ӑна ҫитес ҫул туса пӗтермелле.

Пӗлтӗр Етӗрне тӑрӑхӗнче 70 пациента пульницӑна питӗ хӑвӑрт илсе ҫитерме тивнӗ. Вӗсене транспортпа илсе кайнӑ. Анчах пур пациент та кун пек чухне ҫула чӑтса ирттереймест. Уйрӑмах - выртакансем.

Ҫитес ҫул Етӗрнере ку енӗпе лару-тӑру лайӑхланмалла, пациентсене санавиаци илсе ҫӳрӗ.

Сӑмах май, кӑҫал кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче республикӑра санавиаципе 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальлӗхе вертолет вӗҫме пӑрахнӑ.

 

Республикӑра
kurieronline.ru сайтри сӑн
kurieronline.ru сайтри сӑн

7 уйӑхри ачана пуҫӗнчен ҫапнӑ арҫынна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 4,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Ку ӗҫ кӑҫал пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Етӗрнере пулнӑ. Вӑл хваттерӗнче хӑнана килнӗ хӗрарӑмпа эрех ӗҫнӗ. Лешӗ пӗчӗк ачипех ҫитнӗ. Ирхи 4 сехетре ача макӑрма пуҫланӑ. Ку арҫынна тарӑхтарнӑ. Вӑл пӗчӗкскерӗн хӑлхине пӑрнӑ, унтан пуҫӗнчен аллипе ҫапнӑ. Арҫын ачан пуҫ купташки хуҫӑлнӑ, пуҫ мими сиенленнӗ.

Прокуратура ыйтнипе ачана амӑшӗнчен туртса илсе кукамӑшне (е асламӑшне) опекӑна панӑ.

 

Сывлӑх

Республикӑра санавиаци валли ҫӗнӗ лапамсем тума палӑртнӑ. Унашкалли кӑҫал Патӑрьелте пулмалла. Ҫитес ҫул вара Етӗрнере хута яма палӑртнӑ.

Аса илтерер: санавиаци пирӗн регионта 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Вертолета тара илеҫҫӗ. Ӑна анса лармашкӑн Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрлере лапамсем пур. Кашни ҫула йывӑр чирлӗ вун-вун ҫынна санавиаци больницӑна илсе ҫитерет.

Патӑрьелте вертолет анса лармалли лапама пӗчӗккӗн туса пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, ... 34
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть