«Атӑл кӳлмекӗнчен инҫе мар пурӑнатпӑр та — тавралӑх илемӗпе куллен киленетпӗр. Пӗрле вӗреннӗ туссемпе халӗ те ҫыхӑну татӑлман пирӗн, вӗсем хӑнана килмессерен: «Ҫӑтмахра пурӑнатӑр», — тесе кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ. Туссем тенӗрен, вӗсенчен пӗрисем — Подольскисем — Хӗвел анӑҫ Германире пурӑнаҫҫӗ. Пуҫласа Чӑваш Ене 1977 ҫулта хӑнана килнӗччӗ. Тепӗр хут вара пилӗк ҫул каялла пулса курчӗҫ. Вӗсем, ҫул ҫӳреме юратакансем, тӗрлӗ ҫӗршыври тӗрлӗ хулара пулнӑ та — танлаштармалӑх пур. Шупашкар ешӗл, таса, хитре пулнипе килӗшни ҫинчен хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте чылай пӗлӗшне каласа кӑтартнӑ», — ҫапла каланӑ иккен «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатне Шупашкара Хабаровскран ҫур ӗмӗр каялла куҫса килнӗ Альвина Миронова.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хисеплӗ профессорӗ, сӑмах май, — Раҫҫейре электротехника ӑслӑлӑхӗпе доктор диссертацине хӳтӗленӗ хӗрарӑм ӑсчахсенчен пӗрремӗшӗ.
Мускав облаҫӗнчи Железнодорожный хулинче ултӑ ҫулхи арҫын ача машина урапи айне пулса вилнине ҫӗршыври чылай массӑллӑ информаци хатӗрӗ, ҫав шутрах Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Вӑл тӗслӗхре аслашшӗпе уҫӑлма тухнӑ Алеша вилесле ӳсӗр пулнӑ пек пулса тухнӑ. Ку вӑл — экспертиза тӑрӑх.
Ҫак экспертизӑна ирттерекенни, тата тӗрӗсрех каласан, анализа илекенни Михаил Клейменов пулнӑ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, Шупашкарта чылай ҫул ӗҫленӗ.
Тӗлӗнтермӗш тӗслӗхе Пӗрремӗш каналпа пыракан «Пусть говорят» (чӑв. Калаччӑрах) кӑларӑмра ҫак самантра сӳтсе яваҫҫӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачан ашшӗ ывӑлӗн юнне никама пӑхӑнман экспертсене тӗрӗслеттерме Германие ярса парассине пӗлтерчӗ.
Германири инженер Филипп Риталер Чӑваш Енре «буханка» туяннине, унпа Германие ҫула тухнине пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче Филипп тӑван тӑрӑхне ҫитнӗ. Вӑл Франфурт ҫинчи Майн хулинче пурӑнать.
Нимӗҫ Чӑваш Енрен тухсан ҫул ҫинче 9 кун пулнӑ. Ҫул ҫинче нимӗнле пӑтӑрмах та сиксе тухман. Кӑштах ҫӗмӗрӗлсен хӑйех юсанӑ.
Филипп ҫул ҫинче чылай илемлӗ вырӑнта пулса курнӑ. Унӑн ашшӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкара ҫитнӗ. Каялла кайнӑ чухне вӗсем руль умӗнче черетпе ларнӑ. Вӗсем Мускавра виҫӗ кун пулнӑ, хулапа паллашнӑ. Унтан Латвие тата Литвана юлташӗсем патне кӗнӗ. Киле ҫитсен машина пӗтӗмпе 4433 ҫухрӑм чупнине кӑтартнӑ.
Кӳршисем хӑйне евӗр машинӑпа интересленме тытӑннӑ. Халӗ «буханкӑна» урӑхлатаҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Филипп унпа ҫула тухӗ, тӗнче курса ҫӳрӗ.
Аса илтерер: нимӗҫ Шупашкара ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче УАЗик илме килнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ.
Икӗ уйӑх каялла Германири Филипп Риталер Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел модулӗсен савутне командировкӑна килнӗ. Вӑл ун чухне «баханкӑна» — «УАЗ Комби» маркӑллӑ машинӑна — килӗштернӗ.
Нумаях пулмасть Филипп каллех Чӑваш Ене килнӗ. Хальхинче вӑл ҫав машинӑна туянма самолетпа вӗҫсе ҫитнӗ. Вӑл ӑна 650 пин тенкӗпе туяннӑ. Германире кунашкал класлӑ машинӑсем икӗ хут хаклӑрах-мӗн.
Филипп Риталер Германие самолетпа мар, «буханкӑпа» каясшӑн. Унта ҫитмешкӗн — 3 пин ытла ҫухрӑм. Анчах ку нимӗҫе шиклентермест. Унта вӑл машинӑна сӑрласшӑн, хӑтлӑлатасшӑн. Кайран тусӗсемпе Европӑна ҫулҫӳреве каясшӑн.
Филипп Чӑваш Ене тек килмӗ. Кунта туяннӑ «баханка» ӑна пирӗн республика пирки аса илтерӗ.
30 миллон тенкӗ выляса илнӗ ҫын пирки эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче сахал мар укҫа выляса илнӗскертен следовательсем налук сӑптӑрса илес шутлӑччӗ. Чӑваш Енри Раҫҫей следстви комитечӗн управленийӗ паян пӗлтернӗ тӑрӑх 36 ҫулти Михаил Лахитов тӗлӗшпе халь шырав пуҫланнӑ. Вӑл, иккен, допроса чӗнсен следователь патне пыман. Мӗншӗн пырайманни пирки те сӑлтавне уҫса паман.
Аса илтеретпӗр, следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Лахитов 2011-2013 ҫулсенче тӗрлӗ ҫӗршывсенче иртнӗ покер турнирӗсенче 30 миллион тенкӗ ытла выляса илнӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн ун ҫак тупӑшран 4 миллиона яхӑн налук тӳлемелле пулнӑ. Ҫавна май пуш уйӑхӗнче ун тӗлӗшӗпе 198 статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхи саккунсемпе килӗшӳллӗн астармӑш вӑйӑра выляса илнӗ тупӑшран 13% налук тӳлемелле.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Марина Карягина поэт (тӗрӗссипе вӑл сӑвӑ ӑсти ҫеҫ мар-ха. Драматурги жанрне те вӑл ҫӑмӑлланах парӑнтарать) поэзири ҫӗнӗ жанрлӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ. Ӑна вӑл «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ.
Марина Карягина ҫырнӑ тӑрӑх, Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков паллӑ литературовед, поэт, авангард тӗпчевҫи урӑхла ҫырнӑ сӑвӑран питӗ тӗлӗннӗ май вӑл литературӑри ҫӗнӗ жанр тесе палӑртнӑ, ят тупса хума сӗннӗ.
«Йӑхташӑмсем, чӑваш чӗлхине поэзи мелӗпе тарӑнран та тарӑнрах туйса пынӑҫем унӑн паянччен никам тӗкӗнмен тулӑх сийӗсене, ҫӗнӗ хӑватне уҫрӑм. Кӗнеке тытса вулама ӳркенекен пултӑмӑр, кунта та пулин тӑван чӗлхепе вуласа унӑн иксӗлми пуянлӑхӗпе мӑнаҫланар теп. Юлашки вӑхӑтра ҫырнӑ хайлавсенчен пӗрне сире вулаттарса пӑхас кӑмӑлӑм пур», — тенӗ вӑл Фейсбукра.
«Йӑх элемӗ» сӑвва тӗслӗх евӗр илсе кӑтартнӑ:
Элем! Ҫеҫен ҫӗрӗмӗн ирӗк элемӗ!..
Хӗме те манам астумасан...
Асам ян! уҫ:
Типнӗ мар, ахаль патака ят хунӑ ху!
Чӗтрев-и? - Тӑвӑл-иҫ:
Тавлӑ-шавлӑ шӑван йӑви-темӗ
Е теветкел пӗлӗтӳ хастар?
Уйрӑлу куҫҫулӗ мӗкӗртрӗ кавал.
Яхӑнта Ху:
Ҫӗрӗмӗре пичке пек пикенмӗҫ-иҫ путарма?
Паян Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков поэтпа, куҫаруҫӑпа, авангард тӗпчевҫипе тӗлпулу иртнӗ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт «Фейсбукра» хыпарланӑ.
Сергей Бирюков Тамбов ҫӗрӗ ҫинчи ялта 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Тамбоври педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ. 1998 ҫул вӗҫӗччен Тамбовра ӗҫлесе пурӑннӑ: университетра вӗрентнӗ, унти литература студине ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл XIX тата XX ӗмӗрсенчи вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене пичете хатӗрленӗ. 1998 ҫулта ҫемйипе Германие куҫса кайнӑ. Википедие ӗненсен, халӗ унти Галле хулинче пурӑнать. Унта та Сергей Бирюков аслӑ шкулта преподавательте ӗҫлет, студентсене вӗрентет.
Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.
Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.
Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Германири Оберхов хулинче биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ иртнӗ. Спринт ӑмӑртӑвне нумаях пулмасть ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тунӑ Татьяна Акимова та хутшӑннӑ.
Хальхинче пирӗн ентеш 14-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку — Раҫҫей спортсменкисен хушшинчи чи лайӑх кӑтарту. Ӑмӑртура Чехи спортсменки Габриэла Коукалова ҫӗнтернӗ. Унтан финала Финлянди биатлонистки Кайса Мякяряйнен ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Францири Мари Дорен-Абер йышӑннӑ.
Хальхи ӑмӑртура Татьяна Акимова пӗр хутчен ҫеҫ йӑнӑшнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтерӳҫӗрен 1 минут та 22 ҫеккунт каярах юлнӑ. Вӑл 14-мӗш вырӑн йышӑнса турнир зачетӗнче 9-мӗш вырӑнтан 7-мӗшне куҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |