Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Исландири вулкан Европӑна хӗн кӑтартать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.04.2010 17:07 | 1941 хут пӑхнӑ
Вулкан кӗлӗ
Вулкан кӗлӗ

Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Исландире пулса иртнӗ пулӑм Европӑри чылай вӗҫев компанийӗн тупӑшне чакарнӑ тесен те суя пулмӗ. Ку пӑтӑрмах икӗ кун каялла пуҫланнӑ пулин те сиенӗ паянхи кун кӑна палӑрма пуҫланӑ.

Сӑлтавӗ вара пӗчӗкех мар — Эяхятлайкутӑль (выр. Эйяфьятлайокудль) пӑрлӑх айӑнчи вулкан. Мӗнпе сиен кӳрет-ши ҫак ятсӑр пӑр айӗнчи хӑват? Исландире, паллах, сиенӗ пысӑкрах — вӑл кӑларакан лавӑ пӑрлӑха ирӗлтерет, шывӗ вара айлӑмри ялсене путарма пултарать. Патшалӑх уйӗсем, тавралӑх, ҫыннисем инкек тӳсеҫҫӗ. Европӑна ку вулкан вут-ҫулӑмран тухнӑ кӗлӗпе сиен кӳрет. Ӑна пула чылай вӗҫев компанийӗ хӑйсен авиарейсӗсене пӑрахӑҫланӑ, тепӗр вӑхӑта куҫарнӑ. Усламҫӑсем, ҫулҫӳревҫӗсем, ахаль ҫынсем ҫитес вырӑна лекеймеҫҫӗ — самолётсене ҫул парасса кӗтеҫҫӗ.

Ӗнер, акан 15-мӗшӗнче вулкан кӗлӗ Аслӑ Британи ҫӗрне ҫеҫ кансӗрленӗ пулсан, паян вӑл Раҫҫей патне те ҫитнӗ. Калининградри «Храбово» ӗҫлемест, Мускавран тата Питӗртен Европӑна ҫитмелли рейсене пӑрахӑҫланӑ. Мурманска ҫитме палӑртнӑ В. Путинӑн та Мускаврах юлма тивнӗ — вулкан кӗлӗ ӑна та чӑрмав кӳнӗ.

Вулкан кӗлӗ хӑвӑрт лармасть, вӑл ҫӗре аниччен виҫӗ талӑк та иртме пултарать. Ҫавна май Европӑра самолётсем хӑҫан вӗҫме тытӑнасси те паллӑ мар.

 

Вулкан Исландин тӗп хулинчен, Рейкьявикран, 200 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. 200 ҫул патнелле ҫывӑрнӑ, малтантарах 1821-1823 ҫулсенче кӗл кӑларнӑ. Кӗлре фтор пайӗ пысӑк пулнӑран вӑл самай сиенлӗ пулнӑ. Хальхинче вӑл пӗрремеш хут пушӑн 20-мӗшӗнче вӑраннӑ. Кӑшт вут-хӗм кӑларнӑ хыҫҫӑн лӑпланнӑ. Ӑсчахсен вӑл сиен кӳмесӗр те пултарасса шаннӑ пулин те акан 14-мӗшӗнче хӑй хӑватне кӑтартнӑ-кӑтартнах.

#Исланди, #тӗнче хыпарӗсем, #ҫутҫанталӑк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем