Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» конкурс иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 15.05.2014 15:35 | 1856 хут пӑхнӑ
Спорт Ҫӗнтерӳҫӗсем
Ҫӗнтерӳҫӗсем

Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче «Хӑрушсӑр урапа» район конкурсӗ иртнӗ. Мероприяти Йӗпреҫри 2-мӗш шкулта пулнӑ.

Унта пӗтӗмпе 10 команда хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Йӗпреҫри 2-мӗш шкул, Эйпеҫ шкулӗ, Ҫӑкалӑх шкулӗ, Ирҫе Ҫармӑс шкулӗ, Пучинке шкулӗ, Чӑваш Тимеш шкулӗ, Энтриел шкулӗ, Пысӑк Упакасси шкулӗ, Пӑкӑян шкулӗ.

Командӑсем пилӗк тапхӑра парӑнтарнӑ: «Ҫул-йӗр правилине пӗлекенсем», «Пӗрремӗш медпулӑшу парассине пӗлесси», «Автохула», «Велосипедпа эрешлесе ярӑнасси», «Пултарулӑх конкурсӗ».

Конкурса хутшӑнакансен пӗлу шайне судьясем хакланӑ. Ҫӑмӑл мар тупӑшура Йӗпреҫри 2-мӗш шкул ачисем маттур пулнӑ, вӗсем 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӗпреҫри 1-мӗш шкул команди 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Пысӑк Упакасси шкулӗн ачисем 3-мӗш пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗ команда — Йӗпреҫри 2-мӗш шкул — Йӗпреҫ район чысне республика вӑййисенче хӳтӗлӗ. Вӑл ҫу уйахӗн 20–21-мӗшӗсенче иртӗ.

#Йӗпреҫ районӗ, #конкурссем, #шкулсем, #Йӗпреҫ, #Эйпеҫ, #Ҫӑкалӑх, #ИРҫе Ҫармӑс, #Пучинке, #Чӑваш Тимеш, #Энтриел, #Пысӑк Упакасси, #Пӑкӑян

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем