Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑкӑян

ПӑкӑянЙӗпреҫ районӗнчи ял, Киров ял тӑрӑхне (унӑн тӗпӗ) кӗрет. Шупашкартан 125 ҫухрӑмра, Йӗпреҫрен 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.

Тавралӑх

Йӗпреҫ районӗн вӑрманлӑ тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ.

Ял кун-ҫулӗ

Яла никӗслекенсем 1929 ҫулта Канаш районӗнчи Хуҫанҫи (халӗ Янкӑлч) ялӗнчен тухнӑ, кунта куҫса вӗсем «Пӑкӑян» ҫӗре пӗрле усӑ куракансен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. 1931 ҫулта «Пӑкӑян» колхоз туса хунӑ.

1949 ҫулта ял ҫумне Волга яла пӗрлештернӗ.

Халӑх йышӗ

1929 ҫулта ялта 19 кил пулнӑ, 104 ҫын пурӑннӑ. 1939 ҫулхи кӑтарту: 216 арҫын, 166 хӗрарӑм. 1979 ҫулхи: 170 арҫын, 183 хӗрарӑм.

2002 ҫулхи ҫырав ялта 107 кил пулнине палӑртнӑ, 419 ҫşн пурӑннӑ: 214 арҫын, 205 хӗрарӑм.

Хуҫалӑх

Ял халӑхӗ ытларах ял хуҫалӑх ӗҫӗпе ӗҫлесе пурӑнать.

Культура

Ялта шкул, ача сачӗ, фельдшер пункчӗ, культура ҫурчӗ, тӗслӗхлӗ вулавӑш, музей пур.

Вуламалли


 
Категорисем: Пӑкӑян
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-09-13 10:57:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4585 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем