Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Республикинче таса шыв ӗҫмелли виҫҫӗмӗш ҫӑла хӑтлӑх кӗртнӗ. Халхинче —Шупашкар округӗнчи Шемшер ялӗнче.
Ҫак ялта хӑтлӑлатнӑ хыҫҫӑн «Шӗнерпуҫ ҫӑлкуҫне» уҫнӑ. Ку проекта пурнӑҫлама 2 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Укҫа-тенкӗ «Ҫӑлкуҫсене упра» ыркӑмӑллӑх сертифкачӗсене сутнӑ хыҫҫӑн пулнӑ.
Ҫӑлкуҫ Йӑршшу юханшывӗ хӗрринче Успени чиркӗвӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ. Ӗлӗк кунта кӳршӗ ялсем тата Шупашкар хулинчи ҫынсем шыв ӑсма ҫуренӗ. Анчах пурӑна киле унта пымалли ҫул та, ҫӑлкуҫ хӑй те кивелнӗ. Халӗ вара унта хӑтлӑ картлашка тӑрӑх анма пулать, ҫавӑнтах илемлӗ вырӑн тунӑ.
Халӗ ҫывӑхри ялсем пӗр чӑрмавсӑрах ҫӑлкуҫри таса шыва ӗҫсе рехетленме пултараҫҫӗ.
