Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри паллӑ ӑсчах, Никита Бичурин, ҫуралнӑранпа килес ҫул 250 ҫул ҫитӗ. Ҫавна май республикӑра ку пулӑма анлӑн палӑртасшӑн. 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче республика Элтеперӗ ятарлӑ Хушу та кӑларначчӗ. Халӗ вара йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Йыша тӗрлӗ министерствӑри тӳре-шарана, аслӑ шкулсен ректорӗсене, Сӗнтӗрвӑррипе Шупашкар тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене¸Чӑваш Енпе Шупашкар митрополитне тата ытти ҫынна кӗртнӗ.
Никита Бичурин (Иакинф) 1777 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи Шемшерте (халӗ Шупашкар районӗнчи Типнерте) ҫуралнӑ. Вӑл 1953 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Питӗрте пытарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ синолог тата монголовед Хусанти тӗн академийӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1800 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче манах пулса тӑнӑ. 1808-1821 ҫулсенче Китайри Пекин хулинче Вырӑс тӗн миссийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Китай чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, китай чӗлхипе ҫырнӑ истори, географи, лингвистика, этика, философи, юриспруденци, астрономи, медицина тата ял хуҫалӑх трактачӗсене вырӑсла куҫарнӑ.
