Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Иванов ӗҫӗпе аппеляцие суд йышӑнман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 30.11.2013 14:49 | 1525 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Ӗнер Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче Илле Иванов тӗлӗшпе аппеляци ҫӑхавӗсене пӑхса тухассипе лару иртнӗ. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статьяна «экстремистла» тесе хакланӑран Муркаш район сучӗ айӑплӑ тесе йышӑну кӑларни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе каярах аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Николай Столбов ваккат тата Борис Чиндыков хӳтӗлевҫӗ ӗҫ ҫумне ҫӗнӗ материалсене хушма ыйтнӑ иккен. Ҫав материалсен хушшинче Мускаври Прикладной лингвистика лабораторийӗн эксперчӗсен тӗпчевӗ те пулнӑ. Мускаври никама пӑхӑнман экспертсем «Покажи свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра (унӑн авторӗ ӑна Илле Иванов тесе шухӑшлаҫҫӗ) экстремизм сӗмне тупса палӑртман. Унччен тунӑ экспертизӑсенче (Иванова Муркаш район сучӗ ҫав пӗтӗмлетӳ тӑрӑх айӑпламалла тунӑ) методологи йӑнӑшӗсем пур тесе палӑртнӑ иккен мускавсем.

Иванов хӳтӗлевҫипе ваккат ытти материал та тӑратасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах суд вӗсене ларуччен пилӗк кун маларах ҫитермен тесе йышӑнман. Иванов енчисем ытти свидетельпе специалиста суда хутшӑнтарма та ыйтса пӑхнӑ теҫҫӗ. Аптӑранӑ енне судьяпа патшалӑх айӑплавҫине шанмастпӑр тесе вӗсем вырӑнне урӑх тӳрепе айӑплавҫӑна хутшӑнтарма ыйтни те кӑлӑхах пулнӑ.

#Аслӑ суд, #судсем, #чӑваш чӗлхи Муркаш районӗ, #Сӗтев

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1521.html
 

Комментари:

Agabazar // 1214.41.8344
2013.11.30 23:11
Agabazar
Кĕрешӳ малалла пырать.
Agabazar // 2624.81.6860
2013.12.01 01:25
Agabazar
Маякилтерĕш лингвистика. Прикладная лингвистика.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем