Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Юпа уйӑхӗ кун пек ӑшӑ та уяр тӑнине астумастӑр-и? Астумалла та мар, мӗншӗн тесен кун пекки тахҫанах пулман. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал юпа уйӑхӗ рекорд лартма пултарӗ. Кун валли юлнӑ 9 кунра сывлӑш температури вӑтамран 5,1 градус ӑшӑ пулмалла.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫитес 10 кунра Чӑваш Республикинче вӑтам сывлӑш температури 6 градус ӑшӑ пулӗ. Ку – климат норминчен 4 градус ӑшӑрах.
Уйӑх вӗҫӗччен ҫумӑр та, юр та ҫумӗ. Кун пек типӗ юпа уйӑхӗ 1961 ҫулта тата 1987 ҫулта пулнӑ. 39 ҫул каялла юпа уйӑхӗн 1-2-мӗшӗсенче кӑна ҫумӑр ҫунӑ.
Шӑматкун 11-16 градус ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрла ҫил вӑйланӗ те каҫ енне лӑпланӗ, ҫавна май тӑм ӳкме пултарать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк ҫитес эрне тӑршшӗпех пулӗ. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна сивӗтӗ.
