Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫулла пуҫланнӑранпа Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ 14 ҫынна пулӑшнӑ. Ҫапла пӗлтерет Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ.
Ҫак ҫынсем ҫырла-кӑмпа пуҫтарнӑ е уҫӑлса ҫӳренӗ чух ҫухалса кайнӑ. Анчах каялла тухмалли ҫула хӑйсем тӗллӗн тупайман. Ҫӑлавҫӑсен ку ӗҫӗ малалла та пулӗ-ха, кӑмпа сезонӗ вӗҫленмен. Ҫавӑнпа вӗсем тимлӗ пулма асӑрхаттараҫҫӗ. Вӑрмана каяссине ҫывӑх ҫынсене пӗлтермелле, пӗрле тулли зарядлӑ телефон илмелле. Ҫутӑ тум тӑхӑнма та манмалла мар. Вӑрманта ориентирсене астуса юлма тӑрӑшмалла. Ҫухалса кайсан ҫийӗнчех 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Ҫухалса кайнисене ҫӑлавҫӑсем кӑна мар, волонтерсем те, ШӖМ тата ытти ведомство ӗҫченӗсем те шыраҫҫӗ
