Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Чувашский литературный язык в судьбе народа» (чӑв. Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче) Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Мероприятие ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 155 ҫул ҫитнине тата Тымар халӑхсен Пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ.
«Чӑваш литература чӗлхи халӑх шӑпинче» конференцие патшалӑх влаҫӗнче ӗҫлекенсемпе общество хастарӗсем, ученӑйсем, педагогсем, культура учрежденийӗсенче, МИХсенче тӑрӑшакансемпе интернет-блогерсем пуҫтарӑнӗҫ. Унта вӗсем чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси тата ӑна аталантарасси пирки калаҫӗҫ.
Конференцие хутшӑнас тесен завкӑсене nauch.konferencia@gmail.com электрон адреспа мероприяти ятне кӑтартса юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярса памалла Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8(8352) 230-217 (хушма номер 144) – Галина Павловна Соловьева, вулавӑшӑн наци литературипе библиографи пайӗн заведующийӗ.
