Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Дагестанра чӑвашла юрланӑ. Асӑннӑ республикӑра «Горцы» ятпа фольклорпа йӑлана кӗнӗ культурӑн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи тата чикӗ леш енчи 1000 ытла ҫын хутшӑннӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче концерт кӑтартнӑ, ярмӑрккӑсем, ӑсталӑх лаҫҫисем ӗсленӗ, куравсем уҫӑлнӑ, цирк ӳнерӗн уявӗ, пултарулӑх акцийӗсем иртнӗ. Мероприятисем Махачкала, Дербент, Каспийск, Кизилюрт, Кизляр, Хасавюрт хулисенче тата регионӑн тӗрлӗ районӗнче иртнӗ.
Дагестан Республикин Культура министерстви йыхравланипе фестивале Чӑваш Енри Валентина Семенова юрӑҫ хутшӑннӑ. Вӑл фестивалӗн темиҫе лапамӗнче илемлӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантарнӑ. Унӑн репертуарӗнче — автор юррисем.
