Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Хавхалану» клубӑн черетлӗ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Поэтсен тата сӑвӑ вулама е итлеме юратакансен мероприятийӗ
15 сехетре пуҫланӗ.
Клуб ларӑвӗн иккӗмӗш пайӗнче Михаил Сунталӑн (1945-2021) пултарулӑхне аса илсе унӑн сӑввисене те вулӗҫ. Кун пирки вулавӑш ӗҫченӗ Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пурӑннӑ пулсан Сарри Мишши кӑҫал 80 ҫул тултарӗччӗ.
Agabazar // 9694.0.9297
2025.02.18 19:03 | |
![]() |
Сарри Мишши пирĕнпе пĕрле çук пулсан та, Желтовсен йăхĕ пĕтмен-ха. |