Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Шуршӑлти Космонавтика музейӗ виҫӗ эрне ӗнтӗ ӗҫлемест. Экспозицие кӳршӗ Чӑвашпотребсоюз ҫуртне куҫараҫҫӗ. Куҫарса пӗтерсен мемориал комплексӗ ӗҫлесе кайӗ, хӑнасене йышӑнӗ.
Ку реконструкципе ҫыхӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра территорие демонтаж тата строительство ӗҫӗсем валли хатӗрлеҫҫӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, реконструкци 2027 ҫул тӗлне вӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл музей мар, планетариллӗ тата обсерваториллӗ вӗренӳпе музей комплексӗ пулӗ.