Чӑваш Енре Лару-тӑру центрӗ (вырӑсла ӑна Ситуационный центр тенӗ) уҫӑлнӑ. Хушӑва регион ертӳҫи Олег Николаев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Центр ертсе пырассипе, лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрассипе, ыйтуллӑ самантсене палӑртассипе тата тишкерессипе паха йышӑнусем хатӗрлеме кирлӗ-мӗн. Унсӑр пуҫне центр инкеклӗ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирессипе ӗҫлӗ.
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенчи лару-тӑрӑва пӗр ҫӗре пухса хатӗрлеме пӗрлехи платформа ӗҫлесе кайӗ.
Центр ӗҫӗшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ тата Цифра аталанӑвӗн министерстви яваплӑ пулӗҫ.