Чӑваш Енре пурӑнакан Айгуль хӑйӗн ашшӗне «Жди меня» телеперадача пулӑшнипе шыраса тупнӑ. Кӑларӑм эфира ӗнер, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, тухнӑ.
Ашшӗне тупас тесе кӑларӑма Айгуль 2014 ҫулта заявка панӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ашшӗн тепӗр хӗрне, хӑйӗн аппӑшне Оксанӑна, тупнӑ.
Хальхинче вара Айгуль ашшӗпе, Казахстанри Шымкент хулинче пурӑнакан Абай Султановпа, тӗл пулчӗ. Кӑларӑма арҫыннӑн виҫҫӗмӗш (хальхи) мӑшӑрӗн хӗрӗ те килнӗ.
Айгуль амӑшӗ Роза ятлӑ. Пулас упӑшкипе паллашнӑ чух унӑн пӗр ача пулнӑ. Чӑваш Енри хӗрарӑмпа казах арҫынни Сарту облаҫӗнче пурӑннӑ. Анчах кӑштахран ҫемье арканнӑ. Арҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна казах тесе тиркенӗ, хӗрарӑм хӑйӗн пӗрремӗш ачин ашшӗпе тӗл пулма тытӑннӑ, ун патне тухса кайнӑ.
Арҫын хӑйӗн хӗрне хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫулталӑка яхӑн пӗрле пурӑннӑ. Анчах тепӗр ҫулхине хӗрачана хреснамӑшӗ тӑван амӑшӗ патне каялла илсе кайнӑ. Ҫавӑнтанпа Айгуль ашшӗ пирки тек нимӗн те пӗлмен.