Тутарстанӑн Ҫарӑмсан районӗнчи Акрел чӑваш ялӗнче 1921–1922 ҫулта выҫлӑх ҫулӗсене пула вилнисене асӑнса палӑк лартнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Пушкӑртстанри Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) таврапӗлӳҫӗ вырӑна ҫитсе курса пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну паллине вырӑнти халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ, вӗсен шутӗнче Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ) йӗркелӳҫӗ те пур.
2021 ҫулта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ (ЧНӐӲА) Шупашкарта «1921 ҫулхи хресчен пӑлхавӗ «Ҫар коммунизмӗн» Чӑваш Ен территорийӗнчи политика кризисӗ» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗччӗ. Пухура историк-ӑсчахсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче выҫлӑх ҫулӗсен сӑлтавне тишкернӗ – типӗ ҫанталӑк тӑнӑ вӑхӑтра продотрядсем хресченсенчен чылай тырра пуҫтарса кайнине.