Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Персона: Семен Ислюков палӑкне лартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.07.2022 17:47 | 2156 хут пӑхнӑ
Персона
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче Семён Ислюкова асра тытнине палӑртса палӑк лартӗҫ. Халӗ хула мэрийӗн архитектурӑпа градостроительство управленийӗ проектсен конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ проектсемшӗн преми парӗҫ. Премин пӗтӗмӗшле фончӗ – 100 пин тенкӗ.

Семен Ислюков пирӗн республикӑна 30 ҫул – 1955-1985-мӗш ҫулсенче – ертсе пынӑ. Чӑваш АССРӗн Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗ, РСФСР Верховнӑй Совечӗн президиумӗн председателӗн заместителӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Семён Ислюков республикӑна ертсе пынӑ ҫулсенче Шупашкарта Агрегат тата Трактор завочӗсем, Пир-авӑр тата хими комбиначӗсем, гидроэлектростанци туса лартнӑ.

Шупашкарта Семён Ислюков урамӗ тата вӑл пурӑннӑ Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 14-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

#астӑвӑм, #Шупашкар, #ят-сум, #палӑксем, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 3964.0.0943
2022.07.14 20:22
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак партократ С. Эльгера мӗнле тапӑнни пирки ҫырнӑччӗ. Кун пек кутӑн, ҫӳлтисен кутне ҫулласа ӗмӗрне ирттернӗскере нӑмӑс хапхи ҫине кӑна ҫапмалла.
Каллималлин // 2212.24.5250
2022.07.18 18:57
Вӑл чӑваш шкулӗсене хупас ӗҫе те "тӳрӗ кӑмӑлпа" туса пынӑ теҫҫӗ. Ун палӑкӗ тавра кӳлӗ пулса тӑмӗ-ши? Халӑх сурнӑ кӳлӗ.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.10 08:02
Семен Ислюкова - палӑк?!
Питӗ тӗлӗнтӗм!..
Хӑть ылтӑнран лартса паччӑр, - ку пурпӗрех Ислюкова чӑваш халӑхӗ юратнине-хисепленине пӗлтермест!
Ытти товарищӗсемпе пӗрле шӑпах ВӐЛ питӗ тӑрӑшса кӗрешнӗ 60-мӗш ҫулсенче чӑваш чӗлхипе! Иуда!
Намӑс!!!
Валери ТУРКАЙ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем