Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Тӑвай хӗрне Мария Никитинӑна Тик-Токра «Мультфильмри Маша», «Просто Мария», «Тӑвай хӗрачи» евӗр пӗлеҫҫӗ иккен. Кун пирки «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» кӑларӑм хӑйӗн «Контактра» страницинче хыпарланӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «Мария Никитина арҫын тумне тӑхӑнса «Сельсовет» юрра янраттарса, видео ӳкерсе палӑрнӑ».
«Интернетра чӑвашла калаҫнӑран подписчиксем хушӑнсах пычӗҫ. Ӗҫтешӗм Антонина та манпа пӗр хум ҫинче пулчӗ. Унпа чӑвашла юрласа чылай видео ҫыртартӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ хаҫатҫӑсене Мария.
85 ҫулти ашшӗ те хӗрӗн шӳчӗсене ырласа йышӑнать-мӗн.
Мария телефон сутакан лавккара ӗҫлет.
Тимӗр Акташ // 1819.25.2309
2021.11.26 21:59 | |

илӗмӗпе мӑнаҫланма пултаратпӑр!
Яппун хӗрӗ пек курӑнать.
Ӑна ӑнӑҫу, лайӑх чӑваш каччӑ, телейлӗ семье сунатпӑр!