Чӑвашлӑх
![]() Эдуард Фомин. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес вӑхӑтра «Говорят Чебоксары» (чӑв. Шупашкар калаҫать) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курӗ. Тӗпчев авторӗсем — Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистикин факультечӗн доценчӗ Тамара Ерина тата социаллӑ экономикӑпа гуманитари дисциплинисен кафедрин заведующийӗ Эдуард Фомин. «Московский комсомолец» хаҫат словарьсен, кӗнекесен, историпе тата чӑваш чӗлхин стилистикипе монографисен авторӗпе Эдуард Фоминпа интервью пичетленӗ. Эдуард Валентиновичран чӑваш чӗлхи хӑйне епле туйни пирки те ыйтнӑ. «Питех мар. Шкул вӗрентӗвне патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне кӗртнӗ хыҫҫӑн пушшех те», — хуравланӑ вӑл. Ҫавна май ачасене вырӑс чӗлхипе экзамен тытма ҫуралсан тӳрех тенӗ пек вӗрентме тытӑннипе ҫыхӑнтарнӑ. «Чӗлхе пӗлни ытлашши мар. Пӗтӗм тӗнчипех ҫынсенчен чылайӑшӗ икӗ е тата ытларах чӗлхе пӗлеҫҫӗ. Чӗлхе вӗренни тата ӑс-тӑна аталантарать», — тенӗ ӑсчах. Кӗнекепе пирки каласан, унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи калаҫӑвӑн хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |