Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Апат-ҫимӗҫ: Мари Элти усламҫӑ тавара чӑвашла капӑрлатать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 09.04.2021 05:06 | 1785 хут пӑхнӑ
Апат-ҫимӗҫ

Мари Элти пӗр усламҫӑ хӑй сутакан тавар ятне чӑвашла капӑрлатать. Кун пирки Чӑваш Енри паллӑ ӳнерҫӗ Геннадий Иванов-Орков Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Реклама мар, кӑмӑллӑ пулӑм! Ҫак ӳкерчӗксенче, калӑн, Раҫҫей пӑрҫиллӗ, ахаль суту-илӳ маркиллӗ ахаль хутаҫ. Анчах курӑнмалла вырӑнта чӑваш сӑмахӗ пур. Вӑл — топоним, Тутарстанри чӑваш ялӗ. Унта чӑваш поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ», — тесе ҫырнӑ ӳнерҫӗ. Пӑрҫана Мари Элти Звениговӑри Казанков усламҫӑ фирминче тултараҫҫӗ иккен. Сиктӗрмере ҫуралнӑскер тӑван тӑрӑхне хисеплесе, асра тытса пӑрҫа хутаҫне чӑвашла илемлетнӗ.

Геннадий Иванов-Орков пӗлтернӗ тӑрӑх, Петӗр Хусанкай тӑванӗ лекет. Казанков Шупашкарта тата Чӑваш Енре хӑйӗн продукцине сутать иккен.

#апат-ҫимӗҫ, #чӑваш чӗлхи, #усламҫӑсем, #тӗнче тетелӗ, #Тутарстан, #Сиктӗрме, #Мари Эл, #чӑвашлӑх, #Звенигово, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем