Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Литературная Россия» портал Николай Максимов интервьюне пичетленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.11.2026 17:33 | 22 хут пӑхнӑ
Культура
Николай Максимов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Николай Максимов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Литературная Россия» литературӑпа публицистика хаҫатӗнче Николай Максимов ҫыравҫӑпа интервью пичетленнӗ. Пирӗн республикӑри вырӑсла ҫыракан паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Светлана Гордеева сӑвӑҫ калаҫнӑ. Маларах ҫав интервьюна Раҫҫейри писательсен союзӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче пичетленӗ.

Николай Максимов хӑй тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, хаҫат редакцийӗ интервьюра хускатнӑ ыйтусем литературӑна пӗтӗмӗшле пырса тивеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать. Ҫавна май ӑна хаҫатӑн интернет-порталӗнче те вырнаҫтарас тенӗ.

Николай Николаевич – чӑваш ҫыравҫи, журналист, СССР Журналистсен союзӗн членӗ (1970), СССР Писательсен союзӗн членӗ (1982), Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1994), Иван Мучи, Митта Ваҫлейӗн премийӗсен лауреачӗ. Ҫыравҫӑ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ.

#литература, #ҫыравҫӑсем, #МИХсем, #хаҫатсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall145260110_1182
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем