Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Имена наших предков суваро-чуваш» кӗнекене хаклама пуҫтарӑнӗҫ. Хӑтлав 11 сехетре пуҫланмалла.
Кӗнекене пухса хатӗрлекенӗ — ҫар тата ӗс ветеранӗ Эдуард Ушаков.
Тӗне кӗмен чӑваш ячӗсен кӗнеки 2015-2016 ҫулсенче Мускавра пичетленсе тухнӑ-ха. Унта 1710-1762 ҫулсенчи юмахсем кӗнӗ, юмахсемпе пӗрлех ятсем те. Сборника хальхи вӑхӑтри Тӑвай районне кӗрекен пӗр вулӑсри ялсенчи ҫемьесен списокӗ кӗнӗ. Вӑл ҫынсем 18-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑннӑ.
Кӗнекен малтанхи пуххине хальхи Тӑвай тӑрӑхӗнчи мӗнпур ял кӗменрен редакци канашӗ хушма том пичетлесе кӑларма йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ кӗнекене вулавӑшри хӑтлав вӑхӑтӗнче туллин сӳтсе явма тата ҫынсем епле хакланине итлеме май килӗ.
