Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Хӑҫан хӗл ларасси паллӑ-и? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн пӗлтернине тишкерсен ҫакӑ паллӑ: халех мар.
Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун каҫхине юр ҫума пуҫлӗ, хура ҫӗре шурат ӗ. Анчах ҫӗрле тата кӗҫнерникун ирхине вырӑнӑн-вырӑнӑн пӑрлӑ ҫумӑр пулӗ те кӑнтӑрла ҫумӑра куҫӗ. Ҫил вӑйланӗ. Ӑшӑ пулнӑран юр каллех ирӗлсе пӗтӗ.
Эрнекун вара ҫанатлӑк 7 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ. Канмалли кунсенче те ӑшӑ пулӗ. Шӑматкун каҫхине атосфера пусӑмӗ пӗчӗкленӗ, ҫавна май сывӑ ҫынсем те вӑй ҫуккипе, ҫывӑрас килнипе аптӑрама пултарӗҫ. Ҫил те вӑйлӑ пулӗ, ҫеккунтра 14 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанатлӑк сивӗтӗ, кӑнтӑрла та, каҫхине те термометр «минус» кӑтартӗ.
