Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раҫҫей спорт министрӗ Михаил Дегтярев Чӑваш Республикин спорт министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Татьяна Рябининӑпа тӗл пулнӑ.
Тӗлпулура Михаил Дегтярев Татьяна Рябининӑн кандидатурине ырланӑ. Халӗ ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑва кӑна алӑ пусмалла.
Аса илтерер: унччен ЧР Спорт министерствине Василий Петров ертсе пынӑ, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе отставкӑна кайнӑ, социаллӑ блока ертсе пыракан вице-премьер пулса тӑнӑ. Ун вырӑнне министр тивӗҫӗсене Татьяна Рябинина пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Палӑртса хӑварар: Татьяна Рябинина Шупашкар хулинче 1981 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти коопераци институтне «Юриспруденци» специальноҫпе пӗтернӗ, кайран – «Экономика тата предприятири управлени» специальноҫпе. Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗнче вӑл 2004 ҫултанпа ӗҫлет.
