Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн проректорӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ Олег Викторов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 65 ҫулта пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл ЧПУн хӑрушсарлӑх управленийӗн пуҫлӑхӗнчеч ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах медицина профилактикин кафедрин доценчӗ пулнӑ.
Олег Викторов Елчӗк округӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Университетра вӑл 1991 ҫултанпа ӗҫленӗ. Вӑл 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, ҫав шутра 5-шӗ – вӗренӳпе методика ӗҫӗ.
Олег Викторов — Елчӗк районӗн хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, экономика ӑслӑлӑхсен кандидачӗ.
Олег Николаевичпа чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар хулинчи Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче сыв пуллашӗҫ.
