Иртнӗ уйӑхри ӗҫе пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Тӗнчере коронавирус сарӑлнине пула пӗтӗм ҫӗршыв канать пулин те Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ ӗҫлет-ха.
Пуш уйӑхӗ Чӑваш чӗлхи лабораторийӗшӗн самай ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Сӑмахсарсен сайчӗ те ҫӗнӗ сӑмах пуххипе — чӑвашла-эсперанто сӑмах пуххипе — пуянланчӗ, Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче те ҫӗнӗ рекорд лартма тӳр килчӗ. Иртнӗ уйӑхра эпир 45 595 ҫӗнӗ мӑшӑр кӗртме пултартӑмӑр! Маларах пирӗн чи пысӑк хисеп иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчеччӗ — ун чухне 44 пин те 371 мӑшӑр кӗртме май килнӗччӗ. Халӗ вара рекорда ҫӗнетрӗмӗр. Сӑмах май, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн ӗҫне иртнӗ ҫул ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланӑччӗ. Ун чухне корпусра 34,8 пин мӑшӑр кӑначчӗ. Апла-тӑк, ҫулталӑк хушшинче эпир 300 пин мӑшӑр тума пултартӑмӑр-пултартӑмӑрах — пирӗн корпусра халь чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен 349 пин те 772 мӑшӑрӗ пур.
45 пин ытла мӑшӑр тунӑ май эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Донне» (3 кӗнекине кӗртсе ҫитернипе пӗрех, халь тӑваттӑмӗшӗпе ӗҫлеме пуҫлӑпӑр), Мальцевӑн «Кашни киле кӗр» романне, Сергей Алексеевӑн тата ыттисен хайлавӗсене кӗртрӗмӗр. Ҫав шутра Антон Чеховӑн «Каштанкине» те. Малалла вара ӗҫ сахал мар-ха: пире Михаил Пришвинӑн, Николай Гоголӗн, Виталий Бианкин, Юрий Сотникӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсем кӗтеҫҫӗ. Коронавирус чӑрмантармасан ют ҫӗршыв хайлавӗсен чӑвашла куҫарӑвӗсемпе те ӗҫлесшӗн — Гулливер, Грант капитанӑн ачисем черетре тӑраҫҫӗ. Геккельберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени те корпуса кӗресшӗн.
Иртнӗ уйӑхри кӑтартусемпе танлаштарсан вара, пирӗн корпусри текстсен йышӗ 1 574 ҫитрӗ (+30), пуплевӗшсен шучӗ — 392 476 таран (+44 133). Сӑмахсен шучӗ вара паянхи кун (корпуссен пуянлӑхне шӑп та ҫав виҫепе виҫеҫҫӗ) — 4 367 143 (+445 503).