Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.04.2020 20:33 | 1748 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакан иккӗри ача кӑшӑлвируспа чирленӗ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ: «Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 29 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ», — тесе пӗлтерчӗ-ха. Ҫапла, Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, кӑшӑлвирус инфекцине паян 29 ҫынӑнне ҫирӗплетнӗ. Ҫав шутра ачасем те пур. Пурӗ пиллӗккӗн. Чи кӗҫӗнни — 2 ҫулта, асли — 13-ре. Аслисен ӳсӗмне илсен, вӗсем — 24 ҫултан пуҫласа 81 ҫулччен.

Covid-19 диагноз паян ҫирӗпленнисенчен 10-шӗ Шупашкарта пурӑнать, улттӑшӗ — Вӑрмар районӗнче, пиллӗккӗшӗ — Тӑвай районӗнче, пӗрер тӗслӗх — Ҫӗрпӳ, Канаш, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Хӗрлӗ Чутай, Канаш тата Елчӗк районӗсенче. 10 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ыттисем килте сипленеҫҫӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #Улатӑр, #Ҫӗмӗрле, #Канаш, #Ҫӗрпӳ, #Тӑвай районӗ, #Вӑрмар районӗ, #Шупашкар, #ачасем, #кӑшӑлвирус, #сывлӑх, #статистика, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Канаш районӗ, #Елчӗк районӗ, #ачасем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем