Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Хурҫӑ шанчӑк» фильм ӳкересшӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 09.06.2020 20:28 | 1488 хут пӑхнӑ
Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ «Стальная вера» (чӑв. «Хурҫӑ шанчӑк») тематика фильмӗ ӳкересшӗн. Ку тӗллевпе аукцион ирттерме палӑртнӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ. Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ.

Аукцион ҫӗнтерӳҫи фильма юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӳкерсе пӗтермелле. Фильм виҫӗ пайран тӑрӗ, вӗсем Чӑваш республики хронологи тапхӑрӗсене тата аталанӑвне кӑтартӗҫ. Кашни пай 26 минутран кая мар тӑсӑлӗ.

Ҫавӑн пекех тулли метражлӑ верси пулмалла, акӑлчанла тата чӑвашла титрсем ҫырмалла. Фильм кинотеатрсенче проката тухмалла.

Сюжечӗ пирки калас тӑк, тӗп сӑнар – политика ӗҫченӗ Александр Краснов. Вӑл республика аталанӑвӗн виҫӗ тапхӑрӗ витӗр тухнӑ.

#фильмсем, #аукционсем, #культура, #Чӑвашкино

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Кино курма юратакан // 2816.85.1262
2020.06.10 14:10
Эх эпир, мĕскĕн чăвашсем!
"Чăвашкино" тăвас тетпĕр, анчах вăл чăвашла пулмалла мар иккен, субтитрсем çеç чăвашла пулмалла иккен! Хăçанччен çапла хамăра хамăр улталаса пурăнăпăр-ши?
"В красном море"-ре те, кунта та Çеçпĕл Мишшин сăввисемпе усă курни Çеçпĕлтен кулни мар-и вăл -- чăваш кино ячĕпе вырăсла кино ÿкерни?
Ÿкерĕр чăвашла, кайран вара хуть те мĕнле чĕлхепе субтитрсем çырăр! Ниушлĕ ăнланмалла мар çакă?
Е такамсем юри чăваш кино ан аталантăр тесе ура хураççĕ мар-и тесе шухăшлама тивет вара ирĕксĕрех.
Agabazar // 9853-5182
2020.06.10 15:14
Agabazar
Шанмастăп эп нимле «аукционсене» те.

Ку вăл — яваплăха яваплă çынсенчен сирсе ямалли меслет çеç.

Кайран киновĕ пулса тухаймасть те: <<Эпир мар, аукцион айăплă!>> — тесе çухăрма пуçлаççĕ.

Чăвашла киносене командăллă-административлă меслетпе çеç ÿкерме пулать.

Тендер, аукцион тенисем — уйăрнă укçа-тенкĕне тĕрлĕрен йĕксĕксем ярса илесси патне çитерет. Çав çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем