Чӑваш Енре пӑлхар-чӑвашсен XV ӗмӗрӗн иккӗмӗш чӗрӗкӗнчи историне халалласа фильм ӳкересшӗн. Ҫак ӗҫшӗн республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви 2,95 миллион тенкӗ тӳлеме хатӗр. Фильм ячӗ — «Тайна древней Волги». Ӗҫе «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ пурнӑҫлӗ.
Фильм Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар-чӑвашсен кун-ҫулӗпе, ҫав саманари социаллӑ политика лару-тӑрӑвӗпе паллаштарӗ, Пӑлхар хулин шӑпине кӑтартса парӗ.
Фильма ӳкерес кӑмӑллӑ «Чӑвашкино» киностуди кинокартина 40 минутран кая мар пырассине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерес тата монтаж тӑвас ӗҫсене кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Пӑлхар-чӑвашсем ҫинчен ӳкернӗ кинокартина юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли хатӗр пулмалла.
Agabazar // 3631.89.9779
2020.03.17 19:45 | |
Пăлхар хулин 1431-мĕш çулта тĕп тунă. | |
Тиркевçĕ // 3000.76.3861
2020.03.18 09:50 | |
"Тайна древней Волги"??? Кунтан айвантарах ят тупма çук та пуль... | |
Атнер // 1726.84.3785
2020.03.20 09:24 | |
Хӑть Атӑл тесе ят парас.Эх,ҫук ҫав пархатар. |